Раççейĕн Патшалăх Думине коммунистсен партийĕн депутачĕсем «Вăрçă ачисем çинчен» саккун проекчĕ тăратнă. Ун пеккине пĕр вăхăтра пирĕн Чăваш Енри хăш-пĕр депутат та республика шайĕнче йышăнтарасшăнччĕ. Анчах дотациллĕ регион хысни ун пек яваплăха хăй çине илеймест тесе вăрçă ачисене пулăшас ыйту калаçу-тавлашу шайĕнче вĕçленчĕ.
Халĕ вара çĕршыв шайĕнче ун пек проект хатĕрленĕ. Пĕтĕм Раççейри асăннă категорири çăмăллăхçăсене тĕкĕ кÿме 135 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать иккен.
Саккун проектĕнче хăш çулхисене пулăшасси пирки каланă. Вĕсем – 1928 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчен тытăнса 1945 çулхи авăнăн 4-мĕшĕччен çуралнисем кĕмелле. Ку категорие, апла пулсан, вăрçă пуçланнă вăхăта 14 çул тултарайманнисем тата вăрçă çулĕсенче çуралнисем кĕреççĕ.
Раççейĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вăрçă ачисен йышне кĕрекенсем паян пирĕн çĕршывра – 13 миллион çын. Вĕсенчен 2,3 миллионĕ нимле çăмăллăхпа та усă курмасть иккен.
Çав вăхăтрах Раççейĕн 18 регионĕнче çăмăллăхсем пăхса хăварнă. Хăшĕсенче кăштах пулăшаççĕ тесе пĕлтерет REGNUM информаци агентстви. Удмурт Республикинче вăрçă ачисен пиллĕкмĕш пайĕ кăна çăмăллăхпа усă курать иккен, Адыгейăра – çурри, Байкал тăрăхĕнче тата Курган облаçĕнче – пĕрре-виççĕмĕшĕ, Киров облаçĕнче – иккĕ-виççĕмĕшĕ, Свердловск тата Тюмень облаçĕсенче – чĕрĕк пайĕ.
«Хура-шурне пурте тÿснĕ, анчах патшалăх пурне те пĕр пек тав тумасть. Ăçта мĕн чухлĕ пулăшасси кĕпĕрнаттăртан тата регионăн укçа-тенкĕ тăрăмĕнчен килет», – теççĕ иккен Раççейĕн парламентарийĕсем.
Саккун проектĕнче вăрçă ачисене уйăхсерен укçа тÿлесе тăма, мĕнпур транспортпа тÿлевсĕр çÿреттерме пăхнă-мĕн. Медицина учрежденийĕсенче çулсерен диспансеризаци кăларасси, çурт-йĕр, çурт-йĕрпе строительство, гараж, пахча, дача пĕрлешĕвĕсене пуринчен маларах кĕме ирĕк парасшăн иккен. Килте телефон кирлĕ тĕк ăна черетсĕр-мĕнсĕр лартса партарасшăн. Тата… саккун йышăнсан вăрçă ачисем ваттисен çурчĕсене пурăнма та черетсĕрех кайма пултарĕç.
Пĕлместĕп, саккун проектĕнчи кун пек çăмăллăхсемшĕн те савăнмалла, те кулмалла…
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.