Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342306 хут пӑхнӑ

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 2368.75.2953
2015.03.12 13:21
Туркай та Немцов ашкӑнчӑк пекех пулнӑ "Борец с режимом". Кирдык Борьке Эйдману(Немцову)тесе тахҫанах ҫырнӑ ӑслӑ ҫынсем. Ничего не изменилось в мире и одна гадина жрёт другую гадину. Смотрите оригинал материала на сайте "Совершенно секретно" : http://www.sovsekretno.ru/articles/id/118/

Agabazar // 3843.70.6163
2015.03.12 18:28
Agabazar
"Смотрите оригинал материала на сайте "Совершенно секретно"

Этем çак сăмахсене те чăвашла çавăрса калаймасть, пурпĕрех темĕнле "Борька Эйдмансем" пирки сăмахлама пăхать.

Ют Ҫын // 2368.75.2953 2015-03-12 13:21:<< Кирдык Борьке Эйдману(Немцову)тесе тахҫанах ҫырнӑ ӑслӑ ҫынсем.>>

Çапла калакан ăслă çын пулать имĕш... :-(
Владимир // 2304.86.8311
2015.03.12 20:47
Да. Очень трудно освободить народ, от "свободы" в которой он живет веками, и привести к "свободе", которая не мохет выжить и ста лет.
Василий Евд. // 4186.57.1361
2015.03.15 17:33
Володя, быть свободной от чего?
Agabazar // 3907.05.7108
2015.03.15 18:11
Agabazar
Мĕн каласси пур, хăвилоссăхсем ĕнтĕ....
2015.03.15 19:26
Аксар Чунтупай
Кунта мĕн... Сакас панă статьяра тем те çырма юрать... Çавах хÿтĕлеççĕ...
2015.03.15 19:27
Аксар Чунтупай
Суйлав умĕнхи сакас...
Agabazar // 1738.05.2949
2015.03.16 06:57
Agabazar
Саккас тени вăл — пачах та начар сăмах мар.

Саккас тесе ма хăраса ÿкмелле вара? Сирĕнпе пире мĕн ĕç? Тĕрĕс статья-и е тĕрĕс мар, чăнлах пур унта е çук-и, чĕлхи аван-и е начар-и — акă мĕн чи кирли!

....Кама хÿтĕлеççĕ асăннă статьяра?????

Хăш статья пирки сăмах пырать?
Таисия // 1908.51.2978
2015.03.16 17:26
Ӑнсӑртран кӑна кӗтӗм ку сайта. Тур ҫырлахтӑрах, мӗн чухлӗ курайманлӑх, мӗн чухлӗ хурачунлӑх. Чӑвашсем мӗн авалран пӗр-пӗрне ӑнланма, пӗр-пӗрне каҫарма пӗлнипе палӑрнӑ. Кунта вара ӑнланма ҫук псевдонимлӑ авторсемсӗр, вӗсен ӑссӑрла сӑмахӗсемсӗр пуҫне нимӗн те тупаймарӑм. Текех кунта ура ярса пусма Тур ан хуштӑр. Туркая вара чӑваш чӗлхине этем ретлипех хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ кӑна каласшӑн эпӗ. Халӑхра нихӑҫан та уйӑх ячӗсене аваллатса (кӑрлач, ҫӗртме тата ыт.те) каламан, каламаҫҫӗ те. Пур сӑмаха та уйрӑм ҫырма хушни те тӗрӗс мар япала. Чёлхерен кулма, ӑна пӑтратма кирлӗ мар. Ӑна хула шкулӗсенче "обязательнӑй" предмет шутне кӗртсе вӗрентме тытӑнни те ҫак саккун авторӗсем патне ҫӗр-ҫӗр ашшӗ-амӑшӗн ылхавне кӑна ҫитерет -- (асӑрхӑр: ҫав авторсем халӗ пурте вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ). Тен,хӑрушла янӑрать пулӗ --анчах та ку чӑннипех те ҫапла. Чӗлхе вӑл пурнӑҫ саккунӗ пекех , хӑйӗнчен кулма, унпа витӗнсе чап тума памасть.
Таисия // 1908.51.2978
2015.03.16 17:30
Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сайтра кунти ҫынсен шухӑшӗсене ырлакансем кӑна пичетленме пултараҫҫӗ. Мӗнех, "тӗрӗслӗх" тени кунта та курӑнать эппин.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем