Таисия // 1908.51.2978
2015.03.16 17:38 | |
Пӗлес килет, кам тӗрӗслет вара авторсен шухӑшӗсене? Пӗтӗмлетӳ: нимӗнле ирӗклӗ шухӑшлав та ҫук кунта сирӗн. Тепӗр асӑрхаттару: сайт ӗҫченӗсем чӑваш грамматикине питӗ начар пӗлеҫҫӗ. | |
Agabazar // 2242.38.7148
2015.03.16 19:12 | |
Тавай, тавай, ырă çыннăмăр Таисия, вĕрентĕр пире, айвансене, чăваш хăрамаччиккине тата ытти шутсăр ăслă япаласене.
Малашне кунта ăнсăртран мар, пĕрвĕçĕм кĕрсе тăма тăрашăр. Вара сайт янк лайăхланса кайĕ! Малтанах тавтапуç! Чĕлхерен кулса чап илнĕ çынсене ятран каласа тухсан та пит аван пулĕччĕ. | |
Agabazar // 2754.19.3202
2015.03.16 21:50 | |
"Ӑна хула шкулӗсенче "обязательнӑй" предмет шутне кӗртсе вӗрентме тытӑнни те ҫак саккун авторӗсем патне ҫӗр-ҫӗр ашшӗ-амӑшӗн ылхавне кӑна ҫитерет -- (асӑрхӑр: ҫав авторсем халӗ пурте вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса каяҫҫӗ). Тен,хӑрушла янӑрать пулӗ --анчах та ку чӑннипех те ҫапла."
Чĕлхе саккунне йышăнассишĕн кĕрешекенсем хушшинче Туркай та пулнă. Сăмахран, Дворников, Семёнов юлташĕсемпе пĕрле пикет ирттернĕ, выçă тытнă. Таисия текенскер çакăнти пек çавăрттарса калани — Туркая тата ыттисене вилĕм суннипе пĕрех! :-( | |
Таисия // 1908.51.2978
2015.03.17 10:22 | |
Ырӑ кун, Agabazarӑмӑр! Эсир ҫырнисене вуланӑ май, темшён куҫ умне ӗҫсӗр аптӑранипе сайтсем тӑрӑх "ҫӳресе, "ШӐЛЙӖРЕВ сӑмахӗсем ҫырса киленекен ҫын сӑнарӗ тухать. Тӗп шухӑшӑм манӑн Туркай пирки мар, чӗлхе пирки, анчах ӑна та пулин Эсир урӑх енне пӑрса яма "ӑс ҫитеретӗр", пурнӑҫ пулӑмӗсене те хӑвӑра кирлӗ пек ҫавӑрттаратӑр: хӑвӑр курайман ҫынсене вилӗм сунса ларатӑр. Чӑн-чӑн арҫыншӑн килӗшӳсӗр япала ку. Тепӗр асӑрхаттару: сайтра тӗрлё шрифтпа усӑ курса, ҫырӑва "эрешлеме", хӑвӑра ӐСЛӐ ҪЫН пек кӑтартма тӑрӑшни те ЭСИР чӑн-чӑн ӑслӑ ҫын пулнине пӗлтермест -- сӑпайлӑх тени те пулмалла ҫыннӑн. Туйсах тӑратӑп, манӑн хурав хыҫҫӑн сайтра татах та хивререх ҫыру ҫырса хӑвӑра ТӲРРЕ КӐЛАРМА, татах та ӐСЛӐРАХ пек кӑтартма тӑрӑшатӑр ӗнтӗ. Сывлӑхлӑ пулӑр. Манӑн Сирӗн ҫине тарӑху та, кӳренӳ те ҫук -- ҫынна каҫарма та пӗлмелле. | |
Аçтахар Плотников // 3421.06.8915
2015.03.17 10:33 | |
"Тепӗр асӑрхаттару: сайт ӗҫченӗсем чӑваш грамматикине питӗ начар пӗлеҫҫӗ."
Йӑнӑш таврашне курсан ăна шӑшипе палӑртӑр та Ctrl-Enter пусӑр. Вара эпир ӑна хӑварт кӑна юсӑпӑр. | |
Agabazar // 4112.56.0699
2015.03.17 11:46 | |
Таисия: <<...Тепӗр асӑрхаттару: сайтра тӗрлё шрифтпа усӑ курса, ҫырӑва "эрешлеме", хӑвӑра ӐСЛӐ ҪЫН пек кӑтартма тӑрӑшни те ЭСИР чӑн-чӑн ӑслӑ ҫын пулнине пӗлтермест -- сӑпайлӑх тени те пулмалла ҫыннӑн...>>
Тавтапуç асăрхаттарушăн! Чăн та, ытлашши сăмсана каçăртма пуçларăм пуль çав. :-) Хама хам ытлашши шутсăр ăслă пек туйма пуçларăм пулмалла. Сăпайлах тени те айккинелле тарасшăн-тăр. Чăннипе эп, ахăртнех, чи-чи поçлетнĕй çын-тăр. Малашне тÿрленме тăрăшăпăр.Хам тем пек шутсăр ăслăн курăнма тăрăшап та ыттисене, çук çав, пулсах пыраймасть ку. Пуçра тата чĕрере çуккине паллах ним те тăваймастăн ĕнтĕ... Пире Валери Туркай çеç çăлса хăварма пултарать. | |
Ют Ҫын // 4292.84.0894
2015.03.17 13:11 | |
Тинех Agabazar текен ҫыравҫӑна Таҫук текенни(Таисия) тивӗҫлӗ вырӑнне палӑртрӗ. Кӑшт хӳрине хӗстернӗ пек туйӑнчӗ. Пит кӑмӑллӑ: Таҫукӗ те хастар, Agabazarӗ те итлеме вӗренчӗ. | |
Вика Сорокина // 1346.3.2929
2015.03.17 14:24 | |
"Пĕлес килет, кам тӗрӗслет вара авторсен шухӑшӗсене? Пӗтӗмлетӳ: нимӗнле ирӗклӗ шухӑшлав та ҫук кунта сирӗн. Тепӗр асӑрхаттару: сайт ӗҫченӗсем чӑваш грамматикине питӗ начар пӗлеҫҫӗ", - тесе çырни пирки-ха. Грамматика тенĕрен. Шухăшĕсене тет-ха та хăйне Таисия ят панă çын, анчах чăваш чĕлхи нумайлă хисепе юратманнине шкулта вĕреннĕ чухнех пире каланăччĕ. Ирĕклĕ шухăшлав вара ытти МИХра темле те, кунта шăпах пур. | |
Agabazar // 3696.19.4376
2015.03.17 15:40 | |
Ют Ҫын // 4292.84.0894 2015-03-17 13:11:<<Тинех Agabazar текен ҫыравҫӑна Таҫук текенни(Таисия) тивӗҫлӗ вырӑнне палӑртрӗ. Кӑшт хӳрине хӗстернӗ пек туйӑнчӗ. Пит кӑмӑллӑ: Таҫукӗ те хастар, Agabazarӗ те итлеме вӗренчӗ.>>
Ку "Ют Çын" текенскерне "Таисия" текенскерĕн ак çак сăмахĕсем шутсăр килĕшнĕ пулмалла: "Ӑна (чăваш чĕлхине. — А.) хула шкулӗсенче "обязательнӑй" предмет шутне кӗртсе вӗрентме тытӑнни те ҫак саккун авторӗсем патне ҫӗр-ҫӗр ашшӗ-амӑшӗн ылхавне кӑна ҫитерет..." Чăваш чĕлхине вĕрентни чылай çыннăнне сехрине хăпартать пулĕ çав... Туркайсем вара уншăн хăй вăхăтĕнче пикетсем ирттеретчĕç. | |
Ют Ҫын // 4292.84.0894
2015.03.18 11:01 | |
Мана Таиҫин те,Agabazarӑн та нимех те килӗшеть тесе каламастӑп. Мана сирӗн хушра пӗр пӗрне итлеме, ӑнланма тӑрӑшманни килӗшместь. Кашни хӑйне май пӗркенчӗкне туртать. |