Якур // 1281.57.8824
2014.12.15 00:54 | |
Аре,Эрхипĕн халăхăн е конгресăн пурлăхне сутма юранă-иха? Эрхип вĕт чăвашлăхшăн юн юхтарнă тесе ĕнентерме хăтланаççĕ те мана, анчах тенкĕн-тенкĕн пуçтарнă укçана йăкăртни вăл сутăнни пулать пуль? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.15 09:34 | |
Енчен те Акасапар халăх пурлăхне салатас тесе сăтăрла ĕçсем тунă пулсан-ăна явап тыттырмалла, Енчен те Бор халăх пурлăхне салатас тесе сăтăрла ĕçсем тунă пулсан-ăна явап тыттырмалла ... . Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та,курайманлăх та çук. | |
Эль // 4117.51.7078
2014.12.15 11:07 | |
Ытла та çăмăллăн çакатпăр ярлăксем, ытла та çăмăллăн. Элекпеле хĕнетпĕр йăхташах. Тĕшши çук хăмăлăн:
Çакна чухласчĕ чи малтан, тăванăмçăм,ентеш, Апла тăк çиллÿне чарсамччĕ, ан эрлеш, Çиччĕ шутла та - пĕрре кас эс, ан васка, Васкакансем сикеççĕ тет вакка... | |
Хыпар-х // 4117.51.7078
2014.12.15 11:51 | |
Туркай "Хыпара" Варнавăна чĕнсе илсе тасаттарнă хыççăн кашни ялта чиркÿ ларттарас пропаганда пуçланать ак. | |
Agabazar // 3434.7.3599
2014.12.15 12:25 | |
"Тăшмансене —саккун, Туссене — мĕн кирли пурте!" © | |
Атила // 3913.58.4645
2014.12.15 16:26 | |
Тăшмансене шырамалла мар,Акапасар.Халăх шучĕпе тата чăваш темипе витĕнекен "паразитсене" тăрă шыв çине кăлармалла.Бор тĕрĕс калать.Мĕн каллех айккине пăран. | |
Agabazar // 4263.81.1415
2014.12.15 17:09 | |
Паллă ĕнтĕ, чăваш халăхĕн тăшманĕсем (паразитсем паллах тăшманах ĕнтĕ) Левентейпе Эрхип. Çавсем тĕппипех пăчлансан пурнăç каять чăвашăн! 100% телей пуçланать! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.15 20:03 | |
Якур:"Çав Эрхип киле валли Ильич лампочки,6 тенкĕ тăракан туалетра шăлмалли рулонсем илнĕ хыççăн чекĕсемпе конгресс бухгалтеринче укçа списать тунине кама каласа култарман ши ĕнтĕ?Ан тĕкĕнĕр Эрхипе,наци паттăрне"-кунта Якур тĕлĕнтермĕшĕн пĕр %-не те çырса кăтартман-ха".Эп те савăнмастăп Эрхипăн паянхи кунçулĕшĕн.Анчах та çав тери кулмалла мар вĕт тăван халăхран,çав териех йĕмне антармалла мар уш.Ку бездельниксен "закономернăй итогĕ" . | |
Agabazar // 2645.08.4105
2014.12.15 22:48 | |
"Закономернăй итогах" пулайман пуль çав-ха. Ахальтен-им тĕрлĕрен шăна-пăван çав ик ят тавра сĕрлесе яванать.
Тĕнчере урăх япала юлман та тейĕн... | |
Якур // 3306.05.5591
2014.12.15 23:16 | |
А Эрхиппе мĕн пулса тухассине эпир 15 çул каяллах пĕлсе тăнă, уççăн каланă. Итлеме никам та шутламан, илтнине илтменçи тунă. Мĕн тăвас ĕнтĕ, халăхăн пур "стадное чувство" текенни. Çавна сирсе яма пит йывăр. |