Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 21:08 | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 21:14 | |
ЧНК преçитентне Акасапара ярас!Аршинăвă çав вырăна кĕрсе çăрăлса çÿреместь пуль ĕнтĕ.Акасапарах хăй пĕлнĕ пек çăрăлтăр!Паллах ним те тăвимаç, хăй хăнăхнă пек ĕçлĕ пулса çÿретĕр. | |
Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 21:41 | |
Тавтапуç. :-)
Тульккĕш Акапасар, Пор çапла каланине пула, савăнса кайнă тесе шутламалла мар кунта. :-) Çитменнине тата вăл (Пор ĕнтĕ) "за здравие" пуçлать те, "за упокой" вĕçлет. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.26 23:02 | |
Юман тете.Чăвашлăхшăн хăш вăрçра çапăçнă вĕсем?.Аманнă та пуль.Е трибунă çинчен кăшкăрнипех çырлахнă.Саккунпа килĕшÿллĕн судра Иллепе Тымарлан пек чĕлхене хÿтĕлеме мар,пырса ларма та хал çитерейменскерсем. | |
Agabazar // 2995.71.4272
2014.12.26 23:10 | |
Трибуна çинчен кăшкăракан та кирлĕ.
Халь ун пеккисем те сахаллансах пыраççĕ. Вăрçа хĕтĕртсе тăракансене, Тимер юлташ, саккунпа айăплаççĕ. Чĕлхĕре чармасан сире те лекме пултарать вăл. Сыхланăр! Иллене ма Конгреса кĕртместĕр? Пил Тымарлан хоспочын ăçта çухалнă тата? Ĕлĕкхипех хастар-и? Е, алла илнине кура, урăхларах юрăсем юрлать-и? Мĕншĕн "Юман тете", мĕншĕн "Юман шăллăм" мар? | |
Якур // 2483.74.8448
2014.12.27 01:31 | |
Пĕтĕмпех ăнланмалла ку Акапасара,унăн хăйне тыткалани пĕтĕмпех Раççей телевиденине çавра сĕтеле килнĕ Украинă журналисчĕсенни пекех. Пĕтĕм хусканăвĕсем. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.27 09:40 | |
Иллене конгреса кĕме никам та чармасть ман шутпа,Акасапар хăта! Илле вĕт-ха вăл ахаль кĕрсе çÿреместь, ăна "ни много,ни мало" эльтепер пуканĕ кирлĕ конгрессра. Вăл Бор пек,Якур пек,Тимĕр пек кĕрсе çÿресшĕн анчах мар çав. Ăна кирлĕ Преçитиум,эльтепер пуканĕ.Вăл шутлать:"мана хаклама пĕлмеççĕ","рядовой" ЧНК членĕн вырăнĕ кăна мана кирлĕ мар. Тен тĕрĕс те тăвать пуль, анчах конгрессра чăмăртантарма пултаракан этем кирлĕ, салатаканни мар. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.27 11:05 | |
Виртуаллă Акапасар провокатаор пулни паллă.Юман каларĕ санăн кумиру чăвашлăхшăн тахçан тата таçта çапăçнă тесе.Эпĕ темиçе хутчен каланă.Трибунăран кăшкăрса,çапăçа çÿремелле мар.Саккунпа кăна,судра хÿтĕлемелле чăвашлăхпа тата чĕлхемĕрпе çыхăннă пăтăрмахсене.Ку ĕç вара çĕр хут йывăртарах. | |
Agabazar // 2918.19.6894
2014.12.27 17:18 | |
Трибунăран "кăшкăрни", мĕн, саккунсăр-им тата?
Суд тăрăх çÿресе мĕн хÿтĕлесе хăварма пултарнине каласа парăр-ха, тархасшăн, Тимер хоспочын! Лидия Филиппован (Михайлован) "Чĕлхене... суд тăваççĕ" статйипе паллашма сĕнетĕп пурне те. Вăл статья "ăçтиçук" Левентей редакторта чухне "Хыпарта" икĕ хут пичетленнĕ. | |
Agabazar // 2918.19.6894
2014.12.27 17:29 | |
Якур // 2483.74.8448 2014-12-27 01:31 <<Пĕтĕмпех ăнланмалла ку Акапасара,унăн хăйне тыткалани пĕтĕмпех Раççей телевиденине çавра сĕтеле килнĕ Украинă журналисчĕсенни пекех. Пĕтĕм хусканăвĕсем.>>
Телеканалсем Украинăран пули-пулми çынсене чĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен унта ухмах çынсем лармаççĕ. Чĕнеççĕ "Русский мир" çыннисене çеç. Çавсене çеç. Урăх никама та чĕнмеççĕ. |
Апла-тăк ЧНК Президенчĕ пулса тăрассинчен ăна хăтарас. Пире унашкал чăрмавлă çынсем, чăваш чĕлхипе тертлентерекенсем, кирлĕ мар. Çÿреççĕ унта хăшпĕрисем пустуй хăмпăланса.