Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Макӑрсан та памаҫҫӗ

Аçтахар Плотников20.11.2014 17:1413405 хут пӑхнӑ

«Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ», — тет ваттисен сӑмахӗ. Шупашкарти чарӑну ячӗсене вырӑсла ҫеҫ хӑварни пирки мӗн чухлӗ шавламарӗҫ пулӗ — ӗҫӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймасть. Хайхи ҫак ваттисен сӑмахне шута илсен «макӑрсан та памаҫҫӗ» тесе вӗҫлемелле пуль? Е вӗсемпе урӑхла калаҫмалла-ши? Выҫӑ тытса? «Чӑвашла ятсем ҫырса тухиччен выҫӑ тататӑп», — тесе пуль? Тен ун хыҫҫӑн чӑваш чӗлхине хисеплеме пуҫлӗҫ?

Чарӑну ячӗсенче — вырӑслисенче — йӑнӑшсем те пурччӗ. Вӗсене тӳрлетме хула влаҫӗ вӑхӑт тупрӗ, чӑвашла ҫырманнине вара халӗ те тӳрлетеймест. Те вӗсен шухӑшӗпе ку йӑнӑш та мар? Акӑлчанла (е китайла?) хӑвӑртрах ҫырса хурӗҫ пуль.

Е чӑвашла ҫырнӑ ятсенчи йӑнӑшсене илес. Ҫулӗ-ҫулӗпе йӑнӑшпа ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, никам та тӳрлетесшӗн мар. Хайхи «Сире валли чӑвашла ҫырса панӑ, мӗн ҫителӗксер-им? Тата мӗн пире чӑрмантаратӑр?» тесе ыйтнӑнах туйӑнать. Вырӑслинчи йӑнӑшшӑн яваплӑх пур, чӑвашлинчишӗн — ҫук.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2014.11.21 10:43
Аçтахар Плотников
Якур, кашнин хăйĕн вырăнĕ пур мар-им? Халь вара мĕн, чĕлхе комиссийĕн куçарса памалла çеç мар, чарăну ячĕсене те чăвашла çыпăçтарса тухмалла-им? Вăл ĕçе тăваканнисем ятарлă çынсем пур мар-и? Яваплисем те пур.
Тепĕр тесен Якур ма хăйне хăй «чĕлхе комиссийĕ пур тесе çырлахса ларас мар, тухас та хамăн кайса çыпăçтарас» тесе каламасть? Ыттисем çине яваплăха тӳнтерме çăмăл вăл...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.21 11:15
Админ хăта!Мĕнле-ха Якур кайса чарăну ятне çыпăçтарма пултарать?Капла вара анархи пуçланать!Акасапар,сăмахран,хăй пурăнакан вырăнта чарăну вырăнне хăйĕн ячĕпе çырса хума шутлĕ. Тепри, сăмахран, невашнă текенни те хăй ячĕпе ... .
Владимир // 5328.1.5229
2014.11.22 21:27
Ку административное правонарушение. Кунта тăнлă адвоката тара тытмалла кăна. Ĕçне вара Конгресăн е Госсоветăн депутачĕсен пуçармалла. Пĕр çиннăн (физическое лицо) кунпа тапăçма йывăр пулать. Пит пысăк укçа тапăçма пулать.
Agabazar // 2985.97.9271
2014.11.23 01:18
Agabazar
Вăт туалета кайсан йĕмĕре антармалла е антармалла мар? Шет кун пирки те суда кайса, адвоката тытса мекеçленесшĕн?
Ч // 2609.68.3918
2014.11.23 10:58
Тымарлан пирки нумай илтнĕ.Эсир халь палкканине вăл вунă çул каяялла кĕрешнĕ.Судсенчен тухма пĕлмен чăваша хÿтĕлесе.Питĕ шел ун чух никам та тупăнмарĕ тепри ун пекки.Паянхи кун та саккун пире майлă.Кайăр тÿре патне.Макăрса ларнипе усси çук.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.23 11:46
Акасапар:"Вăт туалета кайсан йĕмĕре антармалла е ... ".
Туалетра паянхи кун алă та çăваççĕ,тĕкĕр çине пăхса та савăнаççĕ.
Agabazar // 2193.63.5968
2014.11.23 12:24
Agabazar
Ну тавай, çÿрĕр судсем тăрăх йăлăнса.

Тымарлан çеç çÿренĕ тени — УЛТАВ!

... Тепĕр тесен, мĕншĕн ăна судсем тăрах кĕтĕвĕпе кĕпĕрленсе çÿремелле?
Пĕри хăйĕн тĕрĕслехне тупрĕ-тĕк, мĕншĕн çав ыйтупах унта теприн каймалла?

Пĕр тĕрĕслĕхе ăна 8-9 хут тупма кирлĕ мар. Прецедент пур — çитет!
Кашнийĕнчех суда каяс пулсан çара кут тăрса юлма пулать.
Agabazar // 2193.63.5968
2014.11.23 12:28
Agabazar
Ч // 2609.68.3918 2014-11-23 10:58 <<Тымарлан пирки нумай илтнĕ.Эсир халь палкканине вăл вунă çул каяялла кĕрешнĕ.Судсенчен тухма пĕлмен чăваша хÿтĕлесе.Питĕ шел ун чух никам та тупăнмарĕ тепри ун пекки.Паянхи кун та саккун пире майлă.Кайăр тÿре патне.Макăрса ларнипе усси çук.>>

Ытла та пылаккăн калаçатăр-çке!

Ну, ăçта халĕ Тымарлан? Хăвăр ăçта тата?
Agabazar // 2193.63.5968
2014.11.23 12:31
Agabazar
Ч // 2609.68.3918 2014-11-23 10:58:<<Эсир халь палкканине ...>>

Хăвăр ытлашши ПАЛКАСА ан кайăр тата! :-(
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.23 18:44
Акасапар:"Ну тавай, çÿрĕр судсем тăрăх йăлăнса"- кун пек çырнă чухне пуçпа шутлатăн-и эсĕ,Акасапар, е урăх вырăнпа. Суд тăрăх никам та йăлăнса çÿремеç, судра хăв айăплă маррине татса параççĕ. Йăлăнаççĕ "педофилсем" судра: тĕрмене ларсан хăйсемпе ЗЭКсем колонире мĕн тăвассине пĕлеççĕ те.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем