Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Сывӑ нацие чӑваш чӗлхи кирлӗ мар

Аçтахар Плотников25.09.2014 23:0110787 хут пӑхнӑ

Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.

Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши? Чӗрӗ чӗлхе кирлӗ мар-ши?

Пире вырӑслантарсан эпир тата та йӑвашрах пулӑпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ пулас. Чӑваш чӗлхине пӗлни тӳре-шарашӑн темшӗн Раҫҫей патшалӑхшӑн питӗ пысӑк инкек кӑларса тӑратать. Пирӗннисем чӑваш чӗлхи пирки кӑшкӑрашма пуҫласанах рейтинг тӑвакан вырӑссем тӳрех пирӗн регионӑн рейтингне чакараҫҫӗ. Те эпир вӗсем патне Питӗре ҫитсе чӑваш регионне туса хурасран шикленеҫҫӗ, те хӑйсен юнра ларакан «империлӗхе» ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Ӑнланма йывӑр.

Хисеплӗ вырӑссем, эсир чӑвашла ӑнланмастӑр пулин те сире чӗнсе калас килет: ҫитӗ пире вырӑслантарса! Эпир сире хирӗҫ нихҫан та тухман, сире хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнместпӗр. Парӑр пире йӗркеллӗ чӑвашла аталанма!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3055.15.7660
2014.09.26 18:47
Agabazar

Ачасене тăван чĕлхесĕр хăварни хăçантанпа "сывлăх" ятлă?

Тăван чĕлхесĕр хăварнă ача "сывă" пулаять-и?
2014.09.26 21:28
Аçтахар Плотников
Вăй-хал культурине тӳре-шара мĕн-ма кĕртет? «Сывă» халăх кирлĕрен. Аттук чирлеççĕ, салтака кайма юрăхлисем сахалланаççĕ... Ятне çавăнпа та апла патăм та.
2014.09.26 23:27
Аксар Чунтупай
Чĕлхе пĕтсен профессиллĕ культура пĕтет, вăл пĕтсен вара халăх та пĕтет. Тăван ен историйĕпе культурине кăçал шкул программинчен кăларса печĕç. Паллах. ун хыççăн чăваш чĕлхине пĕтерме черет çитрĕ... Кунта пăхăр: http://chuvsite.ucoz.ru/uch.pdf
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.27 18:44
Вара Чăваш республикин "Çут-ĕç" министерстви хăйĕн киревсĕр ĕçĕсене ют чĕлхепе туса пырать иккен.
2014.09.27 21:10
Аксар Чунтупай
Ман чуна никам та илеймĕ - эпĕ нихăçан та сутăнман... Анархист Акапасар куншăн савăннишĕн вара ним тĕлĕнмелли те çук-ха...
Agabazar // 4282.51.9704
2014.09.27 21:34
Agabazar
Микулай хăта, шултра сăмахсемпе перкелешесии йывăр япалах мар вăл. Апла-капла ÿпкелешме эпĕ те, тепри те пултарĕ.

Кайăр та Шупашкара "ют мар чĕлхепе" ĕç тума пуçлăр.

Халлĕхе вара хăвăр пурăнакан вырăнта та пулин çапла тума хăтланса пăхăр.

"Киревсĕр", "Йĕксĕкле", "Намăссăр" теме пулĕ-ха ăна. МАЛАЛЛА ВАРА МĔСКЕР???
Agabazar // 4282.51.9704
2014.09.27 21:37
Agabazar
Аксар хăтан мана "питлекен" сăмахĕсем ăçтан ÿснине пĕлме — http://chuvash.org/news/6997.html
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 09:35
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тепĕр хутшăнакана кӳрентерни пур
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 14:30
Вара çакна http://chuvsite.ucoz.ru/uch.pdf мĕнле чĕлхепе çырнă тени кама е мĕне кӳрентерме пултарнă?
2014.09.28 15:13
Аçтахар Плотников
Никама та кӳрентермесĕр çыр, вара санăн шухăшусене пĕрре те тĕкĕнмĕп. Шухăшсене кӳрентермесĕр те çырма пулать. Кашнинчех ыйтмасăр та юрать.

Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем