Чӗрчунсем кашни хӑйне евӗр. Хӑш-пӗр япала тӗлӗнтерет те.
• Арӑсланпа шурӑ упа тытӑҫсан шурӑ упа ҫӗнтерет.
• Ӗне вӑтамран кунне 400 литр метан кӑларать.
• Вӑкӑрсем – дальтониксем.
• Индире – 50 миллион упӑте.
• Чӑх ҫулталӑкне 190 ҫамӑрта тӑвать.
• Чау-чау йытӑн ҫеҫ чӗлхи кӗрен мар.
• Ылтӑн пулӑн ӑсӗ 3 минутлӑха ҫеҫ.
• Чт пысӑк юн пусӑмӗ – жирафӑн.
• Тропика вӑрманӗнчи 10 тӑваткал метрта хурт-кӑпшанкӑ, Новосибирскри ҫынсемпе танлаштарсан, нумайрах.
• Чи ӑслӑ йытӑ – бордер-колли.
• Тӗве шывсӑр икӗ эрне пурӑнма пултарать.
• Йӗкехӳре вара унран та ытларах шывсӑр пурӑнма пултарать.
• Качака сӗтӗнче, ӗненнипе танлаштарсан, ҫу 5 хут сахалрах. Ӗне сӗтне ҫын организмӗ 1 сехет йышӑнать, качаканне вара – 20 минут.
• Ирландире, Исландире, Антактидӑра ҫӗленсем ҫук.
• Миксина хуртӑн чӗлхи ҫинче шӑлсем пур.
• Тӑманан организмӗ ҫӑма, тӗке, шӑмӑсене йышӑнмасть. Вӗсене вӑл темиҫе сехетрен какӑрса кӑларать.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.