Кайса ӳкекен качакасем. Ӑна Теннес штатри селекционерсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсем чрезвычайлӑ лару-тӑрура йӑванса каяҫҫӗ. Ку сайра тӗл пулакан генетика чирӗпе ҫыхӑннӑ. Качакасен стресс пуҫлансан мышцӑсен параличӗ пулать. Кун пек чухне ура ҫинче тӑма ҫук, ҫавӑнпа вӗсем кайса ӳкеҫҫӗ. Анчах тӑнне ҫухатмаҫҫӗ. Вӗсем хӑрушлӑха лексен, юратнӑ тырри нумаййине курсан, хӑйсене килӗшекен така (сурӑх) курсан йӑванса каяҫҫӗ.
Ангора кроликӗ – чи авалхисенчен пӗри. Вӑл питӗ ҫӑлмлӑ.
Руконожка Мадагаскарта пурӑнать. Кӑшлакан чӗрчун пулсан та ҫурмаупӑтсен йышне кӗрет.
Пысӑк изопод 170-2000 метр тарӑнӑш шывра пурӑнать. 1,7 килограмм таяканскер 37 сантиметр таран ӳсме пултарать.
Ҫӗленпуҫ кӗлеткипе кӑна мар, кӑмӑлӗпе те уйрӑлса тӑрать. Вӑл шыври мӗн пур пулла ҫисе ярать, хӑйӗн ӑрӑвне те хӑвармасть – йӑлтах ҫӑтать. Шывра ҫимелли пӗтсен ҫӗр ҫине тухать, апат шырать. Ҫӗр ҫинче виҫӗ кун таран пурӑнма пултарать. Вӑл ҫынна тапӑннӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.