- 1916 ҫултанпа АПШра ҫуртсене почтӑпа яма чарнӑ. Ку саккун пӗр арҫын 40 тонна йывӑрӑш ҫуртне Юта штат урлӑ ярсан тухнӑ. Арҫын фрахт ставкисене нумай тӳлесшӗн пулман.
- 1997 ҫулта Мексикӑри хулара шапаллӑ ҫумӑр ҫунӑ.
- Ҫын ҫывӑрнӑ чухне шӑрша туймасть.
- Астронавтсене космоса вӗҫес умӗн пӑрҫа йышши культурӑсене ҫиме чараҫҫӗ: газсем скафандра сиенлетме пултараҫҫӗ-мӗн.
- Крокодилсем питӗ ӑслӑ. Вӗсем аяларах чӑмас тесе чул ҫӑтаҫҫӗ.
- Бутан – вӑрттӑнлӑхпа пуян ҫӗршыв. Унта мӗн чухлӗ ҫын пурӑннине паллӑ мар, мӗншӗн тесен юлашки ҫырав 1975 ҫулта иртнӗ.
- Ҫурҫӗрте пурӑнакан шурӑ упасем тытнӑ чӗрчунӑн ӳтне тата ҫӑвне ҫеҫ ҫиеҫҫӗ. Какайне ачисем тата вӑйсӑррисем валли хӑвараҫҫӗ.
- Хӑш-пӗр эскимос апат шӑнса ларасран ӑна холодильникре упрать. Урамра ҫав тери сивӗ иккен вӗсен.
- Тӗнчери океанра, хальччен кӑларнӑ ылтӑнпа танлаштарсан, 200 хут ытларах юлнӑ.
- Уильям Шекспир хӑйӗн ятне темиҫе тӗрлӗ мелпе каланӑ.
- Арӑслансемпе ӗҫлекенсем пуканпа усӑ кураҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем пӗр тӗллев лартаҫҫӗ те ун ҫине тапӑнаҫҫӗ. Ун ҫине пуканӑн тӑватӑ ури «тапӑннӑ» чухне арӑслан ҫухалса каять, каялла чакать.
- Ластик шухӑшласа кӑлариччен ҫынсем кӑранташпа чернила ҫӑкӑр татӑкӗпе тасатнӑ.
- Ҫын ҫывӑрнӑ чухне, телевизор пӑхнӑ чухнехипе танлаштарсан, пуҫ мими хастартарах.
- Геркулес эрешмен 100 грамм ҫеҫ таять пулин те 8 килограмм йӑтма пултарать. Ӑна Ҫӗр ҫинчи чи вӑйлӑ чӗрчун теме юрать.
- Японири халӑх ӗненнӗ тӑрӑх, сунчӑкпа чылай вӑхӑт усӑ курмасан вӑл пӗр куҫлӑ, пӗр ураллӑ Каса-Обаке ятлӑ усала ҫаврӑнать.
- Ҫынсем хӑйсене хӑйсем хӑналанакан ресторан чи малтан Нью-Йоркра пулнӑ. Унта арҫынсене ҫеҫ кӗртнӗ, вӗсем тӑрса ҫинӗ.
- Ҫие юласран сыхланмалли эмел гориллӑсене те каять.
- Колибри утаймасть.
- Нью-Гемпшир штатри номер паллисенче «Ирӗклӗ пурӑн е вил» тесе ҫырнӑ. Вӗсене ҫак штатри тӗрмесенче ларакансем валли хатӗрлеҫҫӗ.
- Библире Адампа Ева ҫинӗ пан улми пирки пӗр сӑмах та ҫук. Унта йывӑҫ ҫимӗҫӗ пирки ҫеҫ асӑннӑ.
- Францире пукане ҫын сӑнӗллӗ мар тӑк сутма чарнӑ.
- Канада – Инди сӑмахӗ, «пысӑк ял» тесе куҫать.
- Непал ялавӗ ҫеҫ тӑваткал е тӳрӗ кӗтеслӗ мар.
- Алӑра вӗри чей янӑ курка тытакан ҫыншӑн тавралӑх та ӑшӑрах пек туйӑнать.
Agabazar // 4163.0.9931
2014.06.27 10:51 | |
![]() |
Инди тесе Индостан çурутравĕ (Ази) çинчи çĕршыва калаççĕ. Кунта вара Америка континентĕнчи индейсем çинчен сăмах пырать