Тӗнчере миҫе ҫӗршыв? Йӑла-йӗрке те ҫавӑн чухлех. Хӑшӗ-пӗрне ӑнланма та ҫук. Тӗлӗнмелле йӑла хӑшӗ-пӗрин. Непалти, тӗслехрен. Вӗсем хӑш-пӗр хӗрача Турӑ пулнине ӗненеҫҫӗ. Кун пеккисене кунта «Чӗрӗ Турӑ» теҫҫӗ. Ӑна пин-пин индуист тата буддист пуҫ ҫапать. Анчах ку - хӗрача пӗве кӗриччен ҫеҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл ахаль ҫынсем пекех пурӑнма тытӑнать. Непалсем Кумарие Кали турӑш вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. Вӑл усалтан сыхлать, ӑнӑҫу кӳрет имӗш.
Кумари непал чӗлхинчен куҫарсан «таса хӗр» тенине пӗлтерет. Вӗсем килте мар, храмсенче чӗрӗ турӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кумарие фестивальсемпе шествисенче те пуҫ ҫапаҫҫӗ.
Кумарие ҫулталӑк тӑршшӗпе тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫтараҫҫӗ. Унта халӑх ӑна кирек хӑш вӑхӑтра та пуҫ ҫапма пултарать.
Кумари Самита Баджрачари йӑла тумне тӑхӑнать. Ытларах чухне ӑна ҫывӑх тӑванӗсем тумлантараҫҫӗ.
Кумарин храмран тухса тарма юрамасть.
Кашни йӑла умӗн Кумари ҫамки ҫине виҫҫӗмӗш куҫ ӳкереҫҫӗ.
Кумарие ҫветтуй вырӑнне хураҫҫӗ, ҫавӑнпа унӑн урисем ҫӗр ҫине перӗнмелле мар. Ӑна алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ е урапа ҫинче тӗкеҫҫӗ. Кунашкал хӗрачасен шкула ҫӳреме, общество пурнӑҫне хутшӑнма юрамасть.
Маларах палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: Кумари пӗве кӗриччен ҫеҫ ҫветтуй шутланать. Кун хыҫҫӑн унӑн йӑлтах улшӑнать. Вӗсем «Gufa» йӑлана хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра хӗрача хупӑ пӳлӗмре ларать, унта ун патне тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килеҫҫӗ.
Йӑлана ирттериччен амӑшӗ хӗрӗн ҫӳҫне сапалать.
Пӗрремӗш уйӑх хушши хыҫҫӑн хӗрача 12 куна тӑсӑлакан «Gufa» йӑлана ирттерет. Кун хыҫҫӑн унӑн Кумари евӗр пурнӑҫ вӗҫленет, ытти ҫын пекех пурӑнма тытӑнать.
Йӑла хыҫҫӑн хӗрача юханшыв патне кайса ҫӳҫне сапалать, ҫамки ҫинчи виҫҫӗмӗш куҫа ҫуса тасатать.
Кумари пулнӑ чухне хӗрача шкулта тантӑшӗсенчен самай юлса пынӑ. Ахаль пурнӑҫа таврӑнсан вӗрентекенпе килте уроксене пурнӑҫлать. Тӳлевсӗрех. Вӑл Турӑ пулнӑ-ҫке. Самита тантӑшӗсемпе выляма та пултарать. Халӗ вӑл — пӗве кӗнӗ хӗр. Ыттисем пекех шкула ҫӳрет.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.