Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Чӑваш наци конгресӗ районсенчи Акатуйсене мӗншӗн хутшӑнмасть

Аксар Чунтупай01.06.2014 23:1913389 хут пӑхнӑ

Акатуй - авалтан пыракан чӑваш йӑли. Унта ватти-вӗтти хутшӑнса хавасланать. Шупашкарти ентешлӗх те, тӗрлӗ тӳре-шара унта пырса хӑйӗн кӑмӑлне тӑвать. Анчах та темшӗн ҫак уявра Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсене курмастӑп. Наци юхӑмӗнче тӑракан ҫынсен кунта пӗрремӗш ретре пулмалла пек туйӑнать мана. Хамӑр пуррине ҫакӑнта шӑпах кӑтартмалли май ку. Анчах та вӗсем ҫук кунта, пур пулсан та наци конгресӗн ячӗпе пӗр сӑмах та каламаҫҫӗ. Вӑтанатпӑр-и е кахалланатпӑр? Е тӗп форумри сцена ҫинчен ҫеҫ тутлӑ сӑмахсем калама пӗлетпӗр...

Хамӑр вырӑсланса пынине ҫакӑнтан пӗтерсе пымалла мар-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Серте Унтри // 6389.4.1841
2014.06.02 22:14
Чувашский конгресс, на самом деле не должен заниматься культмассовыми мероприятиями и это правильно. В моём личном понимании их задача основная это единение разобщенных чувашей, отстаивание интересов чувашей,обозначение ориентиров на перспективу.
Якур // 2092.94.4992
2014.06.03 08:11
Тĕрĕсех мар,Унтри пичче.Конгресс çак халăхăн çулталăкри тĕп уявĕнче пулмаллах.Тĕп ыйту --камăн пулмалла?Пулмалла ,паллах,халăхри авторитетлă çынăн,кама хисеплеççĕ,кама кĕтеççĕ сумлă уявра.Кун пеккисем конгрессра пур-ши? Çук пулсан вара кайиччен кайманни лайăхрах пулĕ. Унтри çырăвĕ пирки калас пулсан, разобщенных чувашей "на круглых столах" не обьединяют.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.04 11:29
Районти акатуйсем конгрессăрах лайăх аталанса пыраççĕ-ха.Регионсенче вара конгресс питĕ активлă хутшăнатьт.Тав аслă Киремете тата маттур чăваша Угаслова.Вăл хăйĕн командипе Челябинск,Кĕтерне,Чĕмпĕр хулисене çитсе килчĕ.Пур çĕрте те хаклă парнесем салатрĕ.А ту малтанхи Архипофф нумай намăс кăтартрĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.06.04 13:31
Тĕрĕс тăвать Укаслу.Халăхран пуçтарнă укçан пĕр "п-ĕ-ч-и-к" пайне халăхăн представителĕсене тавăрса пани темех мар,темле паттăрлăх мар.Ун çине ĕçлекен хура халăха ĔÇ укçи ытти регионсемпе танлаштарсан самай ЙЫВĂРТАРАХ тÿленине Паттăрлăх теме юрать.Хăпартланса çухалса ан ларăр-ха, тăвансем. Сторйкăри коробкăсенчен сверхприбыль килет,çав мула ăçта чикмелле-ши тесе пуçа ыраттармалла вĕт.Виçĕ чиркÿ çине 20-шер миллион чикме юрать.Ача-пăча сачĕ мар, ăсталăх пухмалли творчествă центрĕ мар, спорт площадки мар. Маттур чăвашсем, ним те каламас.
Тимӗр // 4916-2612
2014.06.04 23:18
Çапах та Угаслов хăйĕн çине питĕ йывăр лав илчĕ.Конгресс çапкаланчăк шайне анса ларнăччĕ.Майĕпен çĕкленет паянхи кун.Паллах,Угаслова пула кăна.Пуянсем татах та пур пуль-ха,анчах та халиччен конгресс ĕçне хутшăнас текенсем пулман.Кĕçех черет тăма пуçлĕç.Угаслова шанма пулать.
Якур // 3693.40.7837
2014.06.05 09:16
"О социальной ответственности бизнеса и чиновников"-çакăн çинчен Кремль яланах калать.Укаслов кун çинчен илтнех пуль тетĕп.Конгресс пирки калас пулсан,паянхи кун Сумлă чăвашсем аякран иртсе çÿреççĕ.Çав ЧĂВАШ ХАЛĂХ ÇУРЧĔ тенĕ çурта кĕрсе ăшне кантарма кăмăл тăвакансем сайра.Шала кĕрсен те темле сивĕрех пек. Сăмах май каласан, "СУВАР" текен Тяпкин ертсе пыракан фондра Ăша самай кăмăллăрах.
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.05 10:32
Конгрессра вăйлă улшăну пулнă пирки ,тен, пурте пĕлмеççĕ.Мухмăрлă сăнсене,малтанхи пек,кураймăн.Конгресс алăкĕ ĕçлĕ сĕнÿсемпе килекенсене яланах уçă.Тимер ертсе пыракан"СУВАР"фонд, пилĕк çул каялла йĕркеленнĕскер,май килнĕ таран хăйĕн ĕçне туса пырать.
Степан // 4186.57.1361
2014.06.07 01:09
Пелне-пелмен пакалтататар. ЧНК Вурнар районече пер ялта Акатуя хутшанни синчен паях кана наци радивепе пачес, "Ялтан яла передачара. ЧНК ячепе Клементьев тухаса каласре.
2014.06.08 23:06
Аксар Чунтупай
Каçарăр та, Степан тăванăм, кунта сăмах районсем ирттерекен Акатуйсем çинчен пырать... Вăл радиопа калаçасси мар...
Agabazar // 5782.1.2894
2014.06.09 11:25
Agabazar
Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр —
Сарă кайăк тăтăр шăхăрса...

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем