Хӑйсем тӗллӗн ҫул ҫӳрекенсем ҫакӑ туризм путевкипе тухса кайнинчен самай уйрӑлса тӑнине палӑртаҫҫӗ. Пӗр хуларан тепӗр хулана, пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва хӑй тӗллӗн ҫӳрени хӑйне евӗр урок парать. Акӑ вӗсем:
1. Ҫул ҫӳревре чи йывӑрри – килтен тухасси
Килте чухне ҫӗр тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулассӑн туйӑнать. Сирӗн кашни кунах ӑҫта выртса тӑрасси, мӗн ҫиесси пирки пуҫ ватмалла. Чӗлхе пӗлменни е укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ те шиклентерме те пултарать. и, кун пек шикленме сӑлтав ҫук. Хӑюлӑха пухмалла та ҫула тухмалла.
2. Тӗнчери ҫынсенчен чылайӑшӗ ырӑ кӑмӑллӑ
Аталаннӑ ҫӗршывсенче тата йывӑрлӑхсемлӗ регионсене ҫитсе курнисем ҫакна пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Ахаль ҫынсем кирек хӑш ҫӗршывра та сӑпайлӑрах, ырӑ кӑмӑллӑрах, пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав шутра – ҫул ҫӳрекенсене те. Вӗсем сире ҫул та кӑтартӗҫ, хӑйсен тӑрӑхӗнчи илӗртӳллӗ вырӑнсемпе те паллаштарӗҫ, ҫӗр каҫма ат хӑварӗҫ. Вӗсен йӑли-йӗркине тата чӗлхине пӗлнине тата хисепленине кӑтартсан вӗсем пушшех те ыр кӑмӑллӑ пулӗҫ.
3. Ҫуран ҫӳресси сирӗн аннӗр шухӑшланӑ пек хӑрушӑ мар
Чылай вырӑн эсир пурӑнакан тӑрӑхран ытла хӑрушӑ мар. Чӑн та, хӑш-пӗр ҫӗршыв «айван» мухтавпа палӑраҫҫӗ. Анчах ку сӑмах тӗрӗс мар – ӳстерсе калаҫҫӗ. Тискер ҫут ҫанталӑк пирки те ҫавнах каламалла. Хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнсан, ӑслӑ-тӑнлӑ пулсан усал-тӗселтен пӑрӑнма пулать. Африкӑри тискер чӗрчунсем хыпса ҫӑтса ярассипе танлаштарсан инкеке хӑвӑр пурӑнакан хулара та (Турӑ сыхлатӑр та, машина айне, сӑмахран) лекме пулать.
5. Кашни ытлашши килограмм сирӗн ҫул ҫӳреве йывӑрлатать
Рюкзак е чӑматан пухнӑ чух эсир епле футболка илессине палӑртаймасӑр иккӗшне те чикме шухӑшлатӑр-и? Анчах асра тытӑр: ӑна сирӗн йӑтса ҫӳреме тивӗ. Ытлашши кашни килограмм ҫул ҫӳреве йывӑрлатать кӑна. Апла тӑк чи кирлине кӑна илмелле.
6. Прунӑҫра питӗ кирлӗ япала нумаях та мар
Ҫынна пурнӑҫ валли нумаях та кирлӗ мар. Пӗр-икӗ мӑшӑр меллӗ пушмак, кӑштах ҫипуҫ, хӗвелтен тата ҫумӑртан хӳтӗленмелли хатӗр, гигиена хатӗрӗ, кирлӗ хутсем, укҫа.
7. Ҫул ҫӳрев – кану мар
Тӗрӗсрех каласан, чылайӑшӗ шухӑшланӑ евӗр кану мар. Ту ҫине йывӑр рюкзакпа хӑпарассинче, тропикра тарпа пиҫӗхессинче, тундрӑра шӑнассинче епле кану пултӑр ӗнтӗ? Хӑш-пӗр ҫул ҫӳрев тӗлӗнмелле ывӑнтарать, халтан ярать. Апла тӑк ҫул ҫӳрев – йывӑр ӗҫ.
8. Ҫул ҫӳрекенсемпе туристсем – пачах расна ҫынсем
Ҫул ҫӳреме юлташ тупма пур чухне те ҫӑмӑл мар. Тупӑнсан та мӗнпур ушкӑнӑн графикӗпе калаҫса татӑлмалла, вӗсен ыйтӑвӗсене татмалла. Юлташ мӗн чухлӗ йышлӑрах, ыйтӑвӗ ҫавӑн чухлӗ ытларах сиксе тухать. Ҫавӑнпа хӑшӗсем ҫул пӗччен тухаҫҫӗ те. Капла тунинче ним хӑрушшипе начарри те ҫук. Эсир пӗрех пулмастӑр, ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашатӑр. Ҫитменнине ҫакӑ хӑвӑр вӑй-хала тӗрӗслеме май парать.
10. Кӗтменлӗхсене те хатӗр пулмалла
Черетлӗ ҫул ҫӳреве хатӗрленнӗ май эсир тӗрлӗ рекламӑпа, хитре вырӑнсен ӳкерчӗкӗсемпе, реликвисем ҫинчен каласа кӑтартнипе паллашатӑрах ӗнтӗ. Вырӑна ҫитсен ун пеккисем ҫуккине асӑрхассинчен никам та хӳтӗлеймӗ. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ шыв сикки пӗчӗк кӑна юханшыв, , авалхи ишӗлчӗксем – строительство юлашкин купи, тропик утравӗ ҫинчи ҫӑтмах евӗр ҫыран – пурӑнма юрӑхсӑр вырӑн пулса тухма пултарать. Тепӗр енчен сирӗн асӑрта аякри ҫӗрте хӗвел епле анни, унти чей тути илӗртейӗ. Тепӗр тесен, рекламӑлани кӑна асра юлассине пӗлтермест.
11. Пирӗн планета ытлашши пысӑках та мар
Телевизор пӑхса ларнӑ чух вӑл е ку япала пирӗнтен таҫта инҫетре пулса иртнӗн туйӑнать. Урӑх галактикӑра тейӗн. Унта-кнута тухса ҫӳресен тӗнче ҫав териех пысӑк маррине ӑнланса илетӗн. Ҫичӗ ютра паллакансене тӗл пулсан уйрӑмах ҫавӑн пек шухӑшлӑн.
12. Чи кӑмӑлли – киле таврӑнни
Инҫе ҫӗрте темле лайӑх пулсан та киле таврӑннинчен пахи ҫук. Каялла ҫитсен эсир хӑвӑр ял-хулана, киле, ӗҫе урӑхла куҫпа пӑхма пуҫлатӑр. Нимӗн те улшӑнман пулин те хӑвӑр ылмашнине туйса илни хӑех паха.
Аксар Чунтупай:<<"Çул çÿрев" сăмаха çирĕплетнĕ правилăпа килĕшÿллĕн уйрăм çырмалла...>>
75§. <...>Асăрхаттарни. <...>Çапах та çынсен ăс-тăнĕнче чылăй сăмах ушкăнне вĕсен пĕлтерĕшĕпе формине кура пĕр сăмаха пĕрлештерес туртăм пур. Çак туртăмпа килĕшӳллĕ, ку таранччен пĕрле çырма хăнăхнă сăмахсене малашне те çаплах çырма юрать:<...>
«Хамăр вырăс чĕлхи витĕмĕнчен тарас тетпĕр, çав вăхăтрах çавăнталлах туртăнатпăр...»
Кунта пĕрре те вырăс патне туртăнни мар. Юрĕ, леш Виноградовсемле пултăр хайхи «çул çӳрев» сăмах майлашăвĕ (çапларах ĕнентересшĕн-çке...). Анчах «çул çӳревçĕ» сăмах майлашăвне епле çырмалла? Уйрăм? Вăл «-çĕ» аффикс хушăннипе пулнă-çке. Аффиксĕ вара, чĕлхе пĕлĕвĕ вĕрентнĕ тăрăх, сăмах тăвакан аффикс. Е «-çĕ/-çă» аффикса тата сăмах майлашăвĕ тăваканни теме пуçламалла, е çапах та «çулçӳревçе» сăмах шайне кĕртсе — пĕрле — çырмалла.