Нумаях ши мана кирлӗ
Ҫак теретлӗ пурнӑҫра:
Пулманран пулни те ҫитӗ
Пӗр юлташпа пӗр ташман
Нумаях ши мана кирлӗ:
Ан хуплантӑр ҫак сукмак
Ун ҫинчи аттемӗр килӗ
Ялан тӑтӑр куҫӑмра
Нумаях ши мана кирлӗ:
Тӑвӑл хыҫҫӑн- лӑпкӑ ҫил;
Усалпа аса ан илччӗр:
Пӗрре пурӑн, пӗрре вил.
Хӗвелпе ирех тӑрса
Халӑхпа пӗрле пуласчӗ,
Ырлӑха сума туса,
Этемлех пурнасчӗ.
Парнелесчӗ хама хамӑн
Пысак мар, пӗчик ҫеҫ пил:
Пултӑрччӗ таҫта пӗр манӑн
Мана ҫеҫ кӗтен пӗр ҫын...
Галина Зотова // 1900.07.7775
2014.04.14 00:02 | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.14 13:44 | |
Володя хăта, ку йĕркесене кĕркунне çырса пулĕ? Тавай,апла пулсан, çуркуннехи йĕркесем кĕтетпĕр. Мăнаçлăраххисене, çут малашлăха чĕнекеннисене. |
Мана çеç кĕтен пĕр çын...
Аннÿ кĕтет пуль кашни кун, тăванусем кĕтеççĕ пуль. Авланнă пулсан - арăмупа ачусем кĕтеççĕ... Кам та пулин кĕтетех!