Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин Буш ҫулӗпе каяс тет пулас

Аçтахар Плотников07.03.2014 23:4927441 хут пӑхнӑ

Лента пӗлтерет:

«Посмотрите на рейтинг Путина, который сейчас зашкаливает — это уникальное совершенно явление, оно продолжается, когда лидер страны тем более на фоне таких турбулентностей не только сохраняет свой рейтинг, а он его увеличивает», — заявил Песков.

Кунта ним ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ку ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче АПШ президенчӗ Буш утса пӑхсаччӗ. Суйланас тесе вӑл Иракра вӑрҫӑ пуҫланӑччӗ. Ҫапла май вӑл халӑха патшалӑхри йывӑр лару-тӑру пирки мантарса патриотизм хумӗ ҫинче пуканне сыхласа хӑварчӗ. Мӗн калӑн — вӑрҫӑра ӗҫсем чӑн та лайӑх пыраҫ пулсан — патшалӑх пуҫлӑхӗн те рейтингӗсем ӳсеҫ. Ку — чӑнлӑх. Анчах ӗҫ-пуҫ япӑхланма тытӑнсанах, салтаксем вилме пуҫласанах — пӗтӗмпех кутӑн ҫӑврӑнса тӑрать. Историре те ав Буш ырӑ сӑмахпа ҫырӑнса юлмарӗ...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 17:08
Тух-ха урама "ТĂПСАКАЙ шайĕнчен" Акасапаркка. Курам сана, кунта çырнисĕр мĕн тума пултарнине пĕлес килет ман питĕ. Сĕлеке юхтарса çÿрекенсем урама тухимаç пулĕ!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 17:24
Эсĕ,Акасапар, хул хушшине хĕстер те хăвăн кумирна Г.Архипова, тух урама,е Хĕрлĕ лапама, е Ленин лапамне Чăвашлăха хÿтĕлеме. Унччен Архипова кăнтăр апачĕ çитерме манса ан кай, аттун утса çитимаç унта çитиччен.Ку таранччен Çăлкуçа кĕрсе çикелесе пурнать, тÿлевсĕр,паллах(а хăй унччен "Эрменсемпе азербайджансене парса ярап кафене"-тесе хăрататчĕ Çăлкуç пуçлăхне).Админ, эс те "Высокий поэзинрен" куçса ÿк-хе "земной проза"çине.Эп тĕрĕс çырни пит килĕшмест куратăп сана та.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.08 17:58
Пĕр пулăма тĕрлĕ енчен курни япăх мар тесе шутлатăп.Тĕрĕсси вара яланхи пекех варринче пулас.Право наций на самоопределенине вĕрентнине ас тăвап.Ленин атте питĕ тĕрĕс çырнă.Халăх хăйĕн пек пурăнасшăнни мĕнпе япăх?
Якур // 4159.04.2800
2014.03.08 18:32
Тимĕр хăта,санпа килăшеп.Ыйту çине тĕрлĕ енчен пăхнипе те килĕшеп. Анчах Эсĕ, Тимĕр хăта, украин халăхĕ Майдана самоопределени ыйтăвĕпе тухнă тесе ПАТ татса ан кала-ха! Унта пит нумай юхăмсем пĕр тĕвве пĕрлешнĕ.Bor калашле илсе тухăр-ха 2 мильюнлă халăхăн пĕр 1000 çыннине урама, кам хăюлли е укçалли -пиншер тенкĕ парсан пухма пулать-ши?
Якур // 4159.04.2800
2014.03.08 18:40
Админ ăнланма тивĕç çак япалана.Енчен те çын пĕчĕк ушкăнра йĕрке тăвимаç,ун хыççăн никам та çула тухмаç.Тата тепĕр япала.Эпир пĕлекен чăваш ачи,социал-демократ вăл,пĕрмаях Ю. Мишшине пирĕн Чăваш элтеперĕ тумалла тесе калаçать.Эпĕ хирĕç мар,манран килет пулсан эп Юхмана ĕмĕрлĕх Кăлапана хăварма хатĕр.Анчах пĕр пĕчĕк нюанс пур-- Юхма суйлавра хăйсен патăръел енче депутата та пулин тухма сасă пуçтаримаç."Вот где собака зарыта?"-теççĕ вырăссем. Парадокс?
2014.03.08 20:27
Аçтахар Плотников
Якур, эс-ха ĕнтĕ йĕрке тăваканни... Сан хыççăн унмалла пуль, э? Анчах кунта палканисĕр пуçне эп сан пирки нимĕн те пĕлместĕп. Те утмалла сан хыçран... Те пăрăнса иртмелле.
Пирĕн халăха хуть те 10 пин пар — çавах тухмаç, телевизор вĕсен ăнне арпаштарса янă ĕнтĕ тахçанах. Акапасар çине тапăнатăр, хăвсамăр вара темскер тунă-ха... никам та пĕлмест.
Саня матки Валерикки // 1403.52.8098
2014.03.08 22:39
Чăнах та Акапсар çине тапăннисĕр пуçне мĕн туса мухтанма пултартăр-ши хăш-пĕр Шереметсем? Кама чăвашла вĕрентрĕр,мĕнле начальнике эс ухмах, тесе каларăр? Пуш параппансем,каптул...
Саня матки Валерикки // 1403.52.8098
2014.03.08 22:49
Тата мĕн каласшăнччĕ... Ман йăмăк,ун упăшки,вĕсен ачисем (Шупашкар этемĕсем) плевали чăн чăвашсем чĕререн хурланса макăрни çине, чăваш культури çине... Ак ăçта пысăк инкек, пĕтейми инкек... Вот çапла,тăвансем...
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.09 09:33
Админ хăта та тĕшшине уйăрма пĕлимарĕ пулмалла. Акасапар çине никам та тапăнмаç вĕт, Ăна чалт ним тумасăрах пакăлтатнăшăн критиклеççĕ. Пурте калаççĕ: "хăвăн чаплă ĔÇÿсем çинчен каласа кăтарт" -теççĕ, списокне кăтартмасан та.Мĕн килĕшместь?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.09 09:42
Саня Валерки,сан йăмăку упăшкипе хуть хулара пурнаççĕ пулмалла.Вĕсене "ăнланма-каçарма" пулать темелле.Анчах эпĕ тата ытларах калатăп: ялта пурнакан çамрăк мăшăрсем ачисене "осознанно" вырăсла вĕрентеççĕ.А эсĕ,Валерик, не в теме пулмалла пирĕн Акасапаркапа пуçланнă "переписка" çинчен.Малтанхи страницăсене кĕрсе пăх.

Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем