Тимӗр // 4916-2612
2014.03.12 21:26 | |
Чăвашла калаçма чарни пирки Тымарлансăр пуçне Шупашкарта никамах та калаймасть пулмалла.Акапасар,паллах,хăй пирки нимех те калаймасть.Кантура е лавккана пырса чăвашла ыйтма хавшакрах пуль çав. | |
Agabazar // 3178.24.4168
2014.03.12 22:35 | |
Калаймастпăр çав. Мĕншĕн тесен чараççĕ. Тымарлана та чараççĕ. Ахальтен мар ун сасси тахçантанпах илтĕнмест. Ăна та алла илнĕ авă. | |
Якур // 1849.05.3548
2014.03.12 23:02 | |
Акапасара никам та чармасть, хăв юлхавлăхне такам çине йăвантарса тÿрре тухасшăн. Вăт чее тилĕ. | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.13 09:15 | |
Акапасар,эсĕ хăв пирки кала.Ăçта,хăçан,кам сана чăвашла калаçма чарнă?.Вара мĕнле йĕр хăвартăн?.Книга жалоб çине çыртăн-и?.Сĕтеле чышкăпа çапрăн-и?Макăрса ятăн-и?.Е саккунпа килĕшÿллĕн суда патăн-и аслă та мăнаçлă чăваш чĕлхипе калаçакана кÿрентернĕшĕн?. | |
Якур // 2834.76.9953
2014.03.13 16:14 | |
Ниçта та Ним те туман вăл Акапасар. Кунта та ПИАРшăн çеç хăлаçланкалать. Кама сута пама пултарать Акапасар, çынна ан култар-ха Атнер хăта? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.13 17:45 | |
Акасапара ăнлантаратăп мĕншĕн Тымарлан пулăмсене хутшăнма пăрахнине.Ăна трибуна тата сцена çинчен Пиар-шăн кăшкăрашакансем "тăрантарса" çитерчĕç,сан пеккисем эппин,Акасапар.Çавăнпа Тымарлан шăппăн тăвать хăйĕн ĔÇне. Акасапара тата Иллене кăшкăрашу,пиар кирлĕ. Эпĕ ăнланатăп: сирĕн патронăрсене видеоотчет памалла. | |
Agabazar // 2093.1.5846
2014.03.13 19:59 | |
bor1959:"ăнлантаратăп мĕншĕн Тымарлан пулăмсене хутшăнма пăрахнине"
<br>Кирлĕ мар ăнлантарма. Капла та паллă. Бор ку тĕлĕшпе шăпăрт тăманни те çавнах тепĕр хут çирĕплетет: Тымарлана алла илнĕ. Мĕнле калас, "нейтрализациленĕ". Мĕн-ши вăл "Буш çулĕ"? Ара, вăл Иракăн пĕр миллиметр çĕрне те туртса илмен. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.13 21:46 | |
Акапасар таки каламарĕ:хăçан тата кам тата ăçта ăна чăвашла калаçма чарнине.Тымарланпа ан витĕн.Калаçса курнă-и эсĕ унпа?.Юнашар тăрса курнă-и?. | |
ЯКУР // 2270.52.0131
2014.03.14 00:43 | |
АКапасар, эсĕ ăçта кĕрсе каятăн? Буш тата Путин политики патне сана иртерех-ха!Буш çулĕ, пĕр миллиметр çĕрне илмен. Пĕрремĕшĕ- çĕр кв.мм-па виçĕнеть. Иккĕмĕшĕ-Муркаша та пулин çитсе кил. Виççĕмĕшĕ- Малтан сăмсуна шăлма вĕрен. | |
Agabazar // 3573.15.4768
2014.03.14 10:50 | |
ЯКУР:"...çĕр кв.мм-па виçĕнеть..."
Темех мар. Кулленхи калаçура ытарлăн апла каласси пулать вăл. Кунта эпир диссертаци çырмастпăр вĕт. |