Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗ «ТМЯП» шайӗнчен тухасшӑн мар?

Аçтахар Плотников05.03.2014 14:1420492 хут пӑхнӑ

ТМЯП тени ӗнтӗ кунта — тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тенине пӗлтерет, хайхи вырӑсла ООО тенине. Ку эп шухӑшласа кӑларнӑ япала мар, хайхи Тимӗр Тяпкин ушкӑнӗ каланӑ сӑмах. Ҫавна тӗпе хутӑм ӗнтӗ.

Мӗншӗн ку сӑмаха пуҫларӑм-ха. Ӗнер Митта Ваҫлейӗн преми лауриачӗсене чысланӑ мероприятире пултӑм. Хисеплӗ преми темелле ӗнтӗ, анчах та ЧНК ҫыннисем унта темшӗн курӑнмарӗҫ. Те чӗнмен ӗнтӗ вӗсене, те пӗлмен, те Илле Иванов ӑна ертсе пынипе унта хутшӑнасшӑн пулман.

Чӑваш наци конгресне хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан тӗрлӗ организацисене пӗрлештерекен япала пек тума ӗмӗтленнӗ-ҫке. Апла-тӑк наци конгресӗн ҫавӑнашкал пысӑк уявсене, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнмаллах ӗнтӗ. «Ку — ют юшкӑн, ак ку — пирӗн ушкӑн» тесе уйӑрса тӑмалла мар.

Ҫавах ман шанас килет — Купрат патша каланӑ сӑмахсене ӑша хывса эпир чӑвашсем хӑҫан та пулсан пӗрлешетпӗрех, пайланса пӗтнӗскерсене пире пӗрлештерекен орган ҫуралатех. Чӑваш наци конгресӗ ҫӑк ӗҫе хӑйӗн ҫине илнӗ пулсан питӗ аван пулӗччӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вихтăр // 2658.67.0178
2014.03.20 23:11
Ара Укаслу усламăнçă çав ĕçе кĕрсе кайнă пулсан,вăл пĕлеть ĕнтĕ хăйĕн пултарулăхне.Налук декларацинче вăл 30 миллион ытла тупăш илнĕ тесе хыпарланă.Вара ун пек пултаруллă хăтан тавăрса памаллах халăха мĕн те пулин.Çав тупăша ăна вырăнти халăх тума пулăшнă. 1900-мĕш çулсенче Етĕрнере Таланцев хуçасем туса хăварнă çуртсем, заводсем, пульницасем халĕ те ĕçлеççĕ. Вот высшее мерило народного признания. Укаслу çак хака тивĕç пулма кирлĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.21 09:32
Конгресс çуртне кĕртсе ямалла Эстрада ĕçченĕсене.Икĕ-виçĕ çамрăкĕсем кĕнĕ ĕнтĕ.Илсе пымалла Саша Васильев пек пуянраххисене,вĕсем тытса тăччăр ку çурта.Пурпĕрех конгресс ташă-юрă, наци костюмĕпе наци пики шайĕнче анчах пулмалли япала.Хотя бы кун пек "шайра" тытăнса юлччăр.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.22 21:08
Конгресăн çĕнĕ президенчĕ Угаслов укçа шеллемесĕр Тутарстанри чăвашсене нумай пулăшнă.Палăксем те уçнă,чиркÿ те тунă.Халь те конгреса хăăй шучĕпе тытса тăрать.Конгресра пуян чăвашсем татах та пур.Тен,майĕпен сăваплă ĕçе хутшăнма пуçлĕç.
Якур // 2089.70.6844
2014.03.22 22:57
Тепĕр хут калатăп:ман Укаслу укçипе ĕçĕм çук,анчах та çав мула пухма ăна пулăшнă за счет прибавочной стоимости(по Марксу)Чăвашстанри халăх.Çавăнпа та халăха кăшт кăна çав пулăшăва тавăрса пама пултарни питĕ пархатарлă япала.Кунтан ытлашши ПИАР тумасан та юрать,Раççейре меценатсем яланах пулнă.Шахтăра тусан çăтса е мартен патĕнче тар юхтарса укçа ĕçлесе илсен çав укçана унталла-кунталла салатма йывăр пек.Усламçăсен кăшт çемçерех пулсан та юрать.
Атнер // 3913.58.4645
2014.03.24 08:46
Кайса кала-ха,Якур çак сăмахсене Ермолаева,Герасимова,Старкона тата ытти ĕрме пуянсене.Вĕсем патне те лекейместĕн.Юрать Тутарстанран хăй вăхăтĕнче Чăваша килнĕ Угаслов кунти чăвашсене çăлса хăварма.Мĕнпе пулăшма пулать -ши темелле пирĕн пурин те.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.24 09:39
Каллех Якура майлă пĕр сăмах.Атнер хăта, Ермолаев-Герасимов-Старко патронĕсем Мускавра,çавăнпа вĕсене конгресс кирлĕ мар. "Тус" патронĕ кунтах тесе шутлап,кунти патронсемпе ТУС-ăн ĔÇĕсем лайăхланса кайни куçкĕреть.Кунта та ним те ăнланманни çук.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.24 12:37
Старко маттур чăваш ачи.Канмалли кун хăйĕн вертолечĕ{Акапасар,мĕнле чăвашла куçармалла?}ларать те шашлык çиме Атăл тепĕр енне кайса килет.Мĕнле майпа ăна нлантармалла конгреса укçа парас пирки?.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 10:29
Старко ярапланпа вĕçет, хура халăх сывлăха çирĕплетес тесе çуран тата йĕлтĕрпе Атăл урлă утать. Кама мĕнле килĕшеть. Ман шутпа ăмсанакансем нумаях мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.25 10:33
Тимĕр хăта! старко конгреса укçа хывмасть, мĕншĕн тесен катер тата яраплан туяннă хыççăн халĕ унăн Ĕмĕтре тинĕсре утрав тата шурă карап(океанский лайнер) илмелле. Конгресс черетре çук, конгреса Укасловпа Клементьăвăн укçа хывмаллах пулать.
Петр // 3913.58.4645
2014.04.04 16:31
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем