bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.04 18:41 | |
Акасапарăн урăх тема çук,пĕр тема:"эс" е "эсир". Тимĕр чĕнет Хула Администрацине. Калаçу çук: кунта сăмса йĕпетсе лариччен тыт та кай хула Администрацине. | |
Тимӗр // 2696.67.9690
2014.01.04 21:18 | |
Акапасар.Эпĕ пин тенкĕ хывма хатĕр чăващла растяжка валли.А эсĕ хатĕр-и?е лучшĕ давай каллех влаçе вăрçар.Растяжка валли пуш вырăн пайтах.Ан суй.Влаçрен чару çук. | |
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 21:47 | |
Ырă çыннăмăр, çурт çине çакма мар, иккĕн çав растяжкăна урамра пĕр-ик минут тытса тăрсан та саккуна пăсни пулать.
Пĕччен тытса тăма пулать. "Одиночный пикет" теççĕ. Кам ÿркенмест, камăн вăхăт пур, хăтланма пултаратăр. Анчах çирĕн çумма пĕр-пĕр ПРОВОКАТОР пырса тăрсан, "одиночныйран" "массовый" (икĕ çын) пулса тăрать. Санкцисĕр апла тума юрамасть. Пĕлес пулать саккунсене. Саккуншăн пурпĕрех, хуть те мĕн растяжки пулсан та: "Тĕп пултăр влаç", "Сывă пултăр влаç" е "Сывă пултăр сурхури".... | |
Тимӗр // 2696.67.9690
2014.01.04 22:08 | |
Хула администаацинче ятарласа тÿлевлĕ растяжка валли вырăнсем пур.Çавăнта хăть укçа тÿлесе чăвашла çакса хурар.Яланхи пекех конкретнă ĕç тума эпĕ хатĕр.Пин тенкĕ хуратăп.Акапасар,халĕ тата мĕн шутласа кăларăн?Каллех Сталина айăплар-им? | |
Agabazar // 4055.84.8555
2014.01.04 22:25 | |
Чăвашăн хăй кĕсйинчи укçана тÿлесе, хăй ăсталаса растяжка, баннер тата ытти çавншкал япаласем тухса çапмалла иккен. Эх, тĕнче! Çакăнтан та пысăкрах мăшкăл татах пур-ши?
Апла пулин те, авă, пурнас тетпĕр эпир те..... | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.05 13:09 | |
Акасапар ухмаха ан пер, кунта çырса пиарить туса ан лар. Малтан кай хула администрацине, ыйту ларт. Енчен те хула пуçлăхĕ "Возражаю" тесе хурав парсан пире копине кăтарт. Унсăрăн мĕн тума çыран, мĕн пĕлтерĕвĕ кирлĕ сана Çĕнĕ Çул ячĕпе.Çĕнĕ Çул ĕмĕрте чăвашсен уявĕ пулман.Сурхури,Çăварни ячĕпе пĕлтĕр те,виçĕмçул та чăвашла саламлани пулнă, паллах хастарсем тăрăшнипе,Акасапар вăй хунипе мар. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.05 13:16 | |
Акасапар,Тимĕр ав пин тенкĕ хурап тет.Эс 1500 тенкĕ хур, тепри 2 пин тенкĕ хурĕ.Вара пулчĕ те сана кирлĕ растяжка. Çав растяжка чунуна ăшăтнипе хавхаланса-хĕмленсе татах тăрăшса ĕçлеме пуçлăн,тепĕр растяжка валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илĕн. Е Акасапара растяжка тунăшăн та укçа тÿлемелле-ши вара? Каçар,Акасапар-хăта,эс укçасăр ним те туманнине мансах кайнă, эс вĕт "профеççионал"! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.05 13:23 | |
Акасапарĕ мăнтарăн шелми растяжка тесенех "чĕç" туса ярать, пурпĕрех растяжка пирки çырать.Пикет тесе хăраса кайнă. Сан растяжкуна урамра тытса тăмалла мар, ăна хунар юписенчен çыхса хураççĕ енчен те хула администрацийĕ хирĕç пулмасан.Вăт,Акасапар, кăсьинчен пĕр тенкĕ те кăларасшăн мар. Леш вырăсла растяжкисене те усламçăсене хăйсен укçипе çактарнă. Мĕн çинчен шутлать Акасапар çырнă чухне, пĕлместĕп. | |
Владимир // 3105.22.1247
2014.01.05 14:05 | |
Шеремет Акапасарне çисех ан ярăр, тархасшăн. Ман шутпа кунта вăл ахаль пăсланмасть. Ун шухăшĕпе, растяжкăсем çакасси влаçăн тÿрĕ ĕçĕ. Анчах та пысăк шав кăлармасăр влаçра ларакан чăваш чиновникĕн чăваш чунĕ ниепле те вăранаймасть,-теесшĕн пулас-ха вăл. | |
Agabazar // 2957.35.2576
2014.01.05 15:09 | |
Шутлап-шутлап та çакăн пек шухăш патне пырса тухатăп: нивушлĕ пурăна-киле çакăнти (блорумри) сÿтсе-явусем те тĕппипех чăваша хирĕçле япаласене çаврăнĕç? Унашкал симптомсем тахçанах пур.
|