Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ ҫулхи тупӑшу: С Новым годом! — Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (22:1)

Аçтахар Плотников02.01.2014 18:0925723 хут пӑхнӑ

«С Новым годом!» тата «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!» ҫырса хунисем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пулсан Шупашкар хулинче пӗрремӗшӗ пысӑк счётпа ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Паян ятарласа хула тӑрӑх ярӑнса тухрӑм — хайхи ӑҫта вырӑсла, миҫе вырӑнта чӑвашла саламланине шутларӑм. Савӑнӑҫлӑ мар пӗтӗмлетӳ пулчӗ — 22 вырӑсла, 1 чӑвашла. Чи малтанах эп чӑвашлисем пурах тесе тухрӑм-ха ҫула, анчах хула тӑрӑх ҫаврӑннӑ май куҫ умне урӑххи туха-туха пычӗ — чӑвашли пачах та ҫук. Хайхи пӗр Фучик урамӗнче кӑна тӗл пулчӗ чӑвашли. Атьӑр-ха майӗпен ман маршрутпа пӑхса тухар.

Чи малтанах мана «Дорисс» парк патӗнчи ункӑ кӗтсе илчӗ — вырӑсла кӑна:

<br/>Посмотреть на Яндекс.Фотках

Хулана кӑнтӑр енчен килекенсене миҫе ҫул ӗнтӗ ҫак вырӑн вырӑсла «Мира и благополучия в новом году!», «Счастья и радости в новом году!», «С новым годом и рождеством!» сӑмахсемпе кӗтсе илет. Хӑнӑхнӑ та, чӑвашланасса кӗтсе илме те ҫук пулӗ...

Малалла ҫул Трактор тӑвакансен проспекчӗпе выртрӗ — кунта вара Трактор тӑвакансен культура керменӗпе «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫумӗнче «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми курӑнчӗ.

Малалла «Лента» лавкка лекрӗ — вӑл ха хӑйӗн патне тавар тавраш туянакана вырӑсла кӗтсе илет — «С Новым годом!». Сӑмах май, ҫул таврашӗнче Ҫӗнӗ ҫулпа саламланисем питӗ сахал курӑннине палӑртса хӑварас пулать. Хайхи укҫисем ҫитмен-ши? Чӑрӑшсем вырнаҫтарнипех ҫырлахнӑ. Уйрӑмах Ленин районӗнче саламланисем сахал.

Трактор тӑвакансен проспекчӗ пӗтрӗ те Ленин Комсомолӗн урамӗнелле пӑрӑнтӑм. Кунта пысӑк лавккасем ҫук, ҫавӑнпа та саламлавсем те курӑнмарӗҫ. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ патне ҫитсен кӑна вырӑсла саламлав тӗл пулчӗ. Сӑмах май... «Мадагаскар» хӑнасене жираф кучӗпе кӗтсе илет. Хальхи культурӑшӑн ҫапла вырнаҫтарни туянакансене илӗртет тесе шутлаҫҫӗ-ши? Ман хамӑн темскер унта кӗрес шухӑш ҫуралмарӗ. Электронлӑ табло ҫинчине ӳкертӗм те малалла — Мир проспекчӗ еннелле — кайрӑм (сӑмах мар Эгер бульварӗпе унта тата пӗр хӑма пурччӗ, вырӑсла саламлаканскер, анчах ӳкерсе ӗлкӗреймерӗм.).

Ҫула май тепӗр реклама хӑми курӑнчӗ — унта «С новым домом!» тесе саламланӑччӗ пулин те, ӳкерсе илтӗм.

Мир проспектӗнче пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе «Юрат»-па «Кӗрӗк» вырнаҫнӑ ункӑ патне ҫитрӗм — ни вырӑсла, ни чӑвашла. Ҫаврӑнса Калинин урамӗ еннелле кайрӑм. Пир-авӑрҫӑсен урамӗн 2-мӗш ҫурт умӗнчи ункӑ патӗнче («Мега Ивушка» ҫумӗнче) пысӑк саспаллисемпе вырӑсла «С новым годом!» тесе вырнаҫтарнӑ.

Маларах кайсан, хайхи ЧНК ҫурчӗ патне ҫитерехпе «С Новым годом, Чебоксары!» реклама хӑми тепре тӗл пулчӗ.

Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне иртсе кайсан — каллех вырӑсла: «С Новым годом и Рождеством!». Кӑна Арбат пуҫламӑшӗнче ҫырса ҫапнӑ.

Тата малалла кайсан «Перекресток» лавкка каллех вырӑсла саламлать:

Тепӗр чарӑну вара Чӑваш патшалӑх университечӗ умӗнче. «Хавал» пӗрлӗхӗн ҫырӑвӗ кирлӗ пӳлӗме ҫитеймен пулас — Ҫӗнӗ Ҫулпа вӗсем те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ.

Малалли ҫул Мускав проспекчӗпе, Макҫӑм Горький проспекчӗпе, Университет урамӗпе выртрӗ. Кунта нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. «Контур»-та та чӑрӑш кӑна тӑратчӗ. «Раща» унки патне ҫитсен кӑна пиртен тунӑ баннер ҫакӑнса тӑни курӑнчӗ.

Мускав проспекчӗпе мала кайсан «Ҫурҫӗр» пасар вырӑсла саламлани курӑнчӗ.

Малалли ҫул Пирогов урамӗпе, 30-мӗш автобулпа выртрӗ. Президент бульварне пӑрӑнсан «Каскад» суту-илӳ центрӗ умӗнче тата салам сӑмахӗ курӑнчӗ. Ҫук, чӑвашла мар. Асӑрхарӑр пулӗ, хула тӑрӑх нумай ҫӳретӗп пулин те чӑвашли пӗрре те курӑнмарӗ-ха.

Правительство ҫурчӗ умӗнче нимӗнле салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Пукане театрӗн алӑкӗ тӑррине вара вырнаҫтарнӑччӗ — «С Новым годом!» Кусем те пулин ма-ха чӑвашла ҫырман-ши тесе иртсе кайрӑм вара...

Кӑштах ансан Дзержинский урамӗпе Карл Маркс урамне каҫрӑм. Хайхи Республика тӳремне ҫитрӗм. Ку саламлав пирки пӗлтерме кирлӗ мар ӗнтӗ — темиҫе ҫул каялла туса хунӑскерне кашни ҫул Ҫӗн ҫул умӗн кӑларса тӑратаҫҫӗ. Хирӗҫри ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи «2014» тесе ҫырнине юрать-ха кашни ҫул ҫӗнетеҫҫӗ.

Малалла «Почта России»-н тӗп уйрӑмӗ умӗнчи «2014» паллӑ кӗтсе илчӗ. Ӑна шутламасан Ленин проспекчӗ ытла та кичеммӗн ку тӗлӗшпе курӑнчӗ — саламлавсем сахал.

Гагарин урамӗ таран хӑпарсан та пӗр салам сӑмахӗ те курӑнмарӗ. Чӑрӑшсем кӑна. Малалла вара Кӑнтӑр-анӑҫ районне ҫитсе курас терӗм. Ҫапла май Гагарин кӗперӗпе каҫрӑм, Юлиус Фучик урамне тухрӑм. Кунта вара — тӗлӗнтермӗш! — чӑвашла саламланине асӑрхарӑм! «Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Шупашкарӑм!» ҫырса хунӑ.

Граждански урамӗнчи ункӑра та саламлани курӑнчӗ, анчах вырӑсла.

Граждански урамӗпе малалла кӗрсе кайсан саламлавсем тата та тӗл пулчӗҫ. Вырӑслисем кӑна.

Кантӑр-анӑҫ районӗнче ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн Вокзалалла ҫул тытрӑм. Лакрей вӑрманӗ патӗнче «2014» ҫырни курӑнчӗ. Асӑрхама йывӑр, каҫхине ҫутӑ ҫутсан ҫеҫ лайӑх курӑнать пулас.

Николаев урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта каллех вырӑсла саламлани тӗл пулчӗ.

Малалла вара чукун ҫул вокзалне ҫитрӗм. Кунта вара Раҫҫей чукун ҫулӗ самай саламласа тухнӑ — чӑрӑш умӗнче те, вокзала кӗнӗ ҫӗртре те. Йӑлт вырӑсла. Юрать-ха чӑрӑшӗ патӗнче кӑштих чӑваш тӗррисемпе усӑ курнӑ.

Малалла ҫул МТВ-центр патнелле выртрӗ. Чапаев скверӗ умӗнче вырӑсла «С Новым годом!» тенине ӳкертӗм те мӗн киле таврӑничченех урӑх пӗр салам сӑмахӗ те курмарӑм. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче те салам сӑмахӗ ҫук.

Мӗнле пӗтемлетӳ тумалла? Пӗлтӗр, 2013 ҫулта (паян эпир 2014 ҫулта!), Михаил Игнатьев наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирӗнче реклама-растяшка таврашне чӑвашлатма шантарнӑччӗ. Укҫине те кирлӗ чухлӗ уйӑрма пулать тенӗччӗ — http://chuvash.org/news/2977.html Анчах сӑмахӗ суя пулса тухать мар-и? Эп паян курнӑ 23 салам сӑмахӗнчен пӗри кӑна чӑвашла (тӗрӗссипе 24, анчах пӗрине, каларӑм-ҫке, ӳкерме ӗлкереймерӗм). Хула администрацийӗ ҫапла хӑтланать ӗнтӗ. Анчах та чӑвашла ытларах тума никам та чӑрмантармасть вӗт! Ак, ман куҫа тӗл пулнӑ 5 реклама хӑминех илес — ара пичетлеме пӗр хаках ларать-ҫке. Ма пӗрре мар, виҫҫӗшне чӑвашла пичетлес мар? Иккӗшӗ, юрать, вырӑсла пулччӑр. Е растяжкӑна илес. Реклама хӑми ҫине чӑвашла ҫырма май тупнӑ пулсан кунта та ним мар ҫырма пулать ӗнтӗ. Иккӗшӗнчен пӗрине ил те чӑвашла ҫыр! Ҫук, вӗт, вырӑсла кӑна шаплаттарнӑ. Суту-илӳ лавккисене (унта хуҫисем пур-ҫке...), тен, ҫак ӗҫе хутшӑнтарма йывӑр, анчах правительство хӑй саккун кӑларать пулсан, хӑй те пулин ӗҫлемеллех ӗнтӗ.

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ иртсе кайрӗ темелле. Халь тин кӑна улӑштарса тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах та ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул валли ман шутпа Михаил Васильевичӑн хӑйӗн сӑмахне тытмаллах — хулана чӑвашлатма тытӑнмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 5209.6.5998
2014.01.06 21:51
Акапасар,атя-ха хăть пĕр ĕçе хутшăн чăвашлăхшăн.Çак сайт ячĕпе сурхурипе саламласа тÿлнвлĕ растяжка çакар-ха.Эпĕ пин тенкĕ хуратăп.Кирлĕ 15 пин.Пин тенкĕ хур та кайран каллех тепĕр 20çул влаçрен ыйтса лар.Эпир растяжкине эрне хушшинче çакса хурăпăр.Нивушлĕ эпир çавна тăваймастпăр,Акапасар?.
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 21:58
Акапасар хăта темелле-и сана, тăванăм темелле-и? Ас тумастăн-и мĕнлерех хÿтĕлерĕн Микула Геннипе(Архиповпа) леш Петĕр Алюшне(аре Леоньтăфа пулать ĕнтĕ) иртнĕ çулта эпир критикленĕ чунхне. Халь каллех кăшкăрашнă пек тăватăн. Кам сана растяшкă çакса пама тивĕç, тыт та пуçтар пĕршухăшлисене, ту та çак ĕлĕкхи чăвашсен чĕлхипе çырнă растяшкине. Камран кĕтетĕн? Влаç тытăмри çынсене ху суйларăн вĕт!
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:07
Тата сана валли хыпар Акапасар-хăта.Ху тĕллĕн ни Кĕр-сăри,ни Сурхури,ни Çăварни,ни Чÿк уявĕ йĕркелесе,туса курман.Хутшăнса та курман.Мĕн сăмсуна чакаласа ларан, мĕн ыйткалакан мĕскĕн пек çыркаласа ларан?Тыт та пулăмлă япала йĕркеле,вара сана вырăна хурĕç,итлеме пуçлĕç.Ав Мускавра Ентешлĕх уявĕсем, Чăвашлăх уявĕсем тата Чăвашран тухнă çар çыннисем "Сыны Отечества" текен ушкăнăн пулăмĕсене йĕркелеççĕ.Вара вĕсен Юрик Лушков е Собянин Сергей йĕркелессе кĕтсе лармаллаччĕ-ши?
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:14
Вот проблема тупнă Акапасар растяшкă пирки. Сăмаха айкинелле сарса яма çеç кирлĕ ку растяшкă теми. Тыт та мĕнле те пулин сумлă ĔÇ ту,Акапасар-хăта. Вара несĕлсем шута илĕç санăн хастарлăха.
Agabazar // 3318.88.4568
2014.01.06 23:52
Agabazar
Ав еплерех "тăрăшаççĕ" кунта тиексенчен лешсем тума тивĕçлĕ ĕçе сирсе ярас тесе. Целлăй камантă!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.07 11:07
Акасапар мĕн те пулин ту-ха халăхшăн, кунта çырса ларни шутра мар! Сан пек пурте çыхлăхсене ятласа ларсан çеç ни те пулмасть. Сăмахран,сайт хуçи Платник Микулĕ макăрса ларсан нимле сайт та йĕркеленмĕччĕ. Мĕнле нуша витĕр тухса сайт уçнине, республика тăрăх, республика тулашĕнче мĕн чухлĕ çĕмĕрттерсе çĕр çывăрмасăр çÿрени пирки нăшиклатса лармаç вăл. Маттур! Акасапар ним те туман, нăйкăшса ларать!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.07 11:15
Акасапар хăта, тепĕр хут растяшкă çинчен: сан растяшку никамах та кирлĕ мар. Йĕркеле растяшкăсăрах сумлă пулăм йĕркеле. Малтанласа ПĔРРЕ,çырса хур,видео-фото ÿкер. Вара çăмăллăн кĕме пултаран Администрацине çак "вещдоксемпе".Ним тумасăр, ним туса курман çынпа кам калаçать? Ав Федерал центрĕнчен те регионсене укçа-тенкĕ параççĕ ĔÇ тăвакансене ытларах. А эс партарасшăн пурне те пĕрешкел,е ним туманнисене ытларах партарасшăн. Çавна ăнланнă пек туха!
Agabazar // 1906.08.0884
2014.01.07 15:33
Agabazar
bor1959:"Акасапар ним те туман, нăйкăшса ларать!"

Паллă ĕнтĕ, хула çыннисене хула влаçĕ чăвашла саламламанни борсемпе Тимерсемшĕн калама çук пысăк савăнăç, çавна кура вĕсен, паллах нимĕн "нăйкăшмалли" сăлтав те çук. Пурнăç çитнĕ! "Жизнь удалась!"— теççĕ кун пек чухне. Турра сухалран ярса тытнă.

bor1959:"...растяшку никамах та кирлĕ мар..." Кирлĕ мар пулсан кăларса çапчăр эппин вырăслисене те! Пĕтĕмпех!
Тимӗр // 3411.71.3877
2014.01.07 20:42
Енчен те зпир хамăра хамăр та саламлаймастпăр пулсан чăннипех хавшак халăх иккен.Кирлĕ пире питĕ чăвашли!Курăр влаçрисем: эпир мĕскĕнсем мар,уксак-чăлахсем мар.Хамăр укçапах çакрăмăр.Çитес çул сиртен хытă ыйтăпăр"-тесен пире хисеплеме пуçлать ытти халăх.Акапасар,санран халăхшăн пин тенкĕ !
саня матки валерикки // 2548.14.6093
2014.01.11 16:14
Вулатăп та тĕлĕнетĕп- сирĕн пек сÿпĕлтисем влаçра та интеллигенцинчинче те ĕрчесе кайнă!Çавăнпа та Шупашкарта нихçан та Çеçпĕл йăхĕ ĕрчеймĕ,нихçан та чăваш ачи сассуне параймĕ!

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем