Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 11:53 | |
Хыпар хаçат пĕтсе ларни питĕ хăрушă япала та мар пулĕ. Хаçата пĕтернĕ хыççăн вĕсем çав чăашлăха пĕтерес тесе тата ĕçлеççĕ вĕт.Çавă тĕлĕнтерет. Акă вĕсем кĕнеке кăларнă, Леонтьевпа Егоров, "Откуда мы, куда идем" ятлă, вырăсла. | |
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 11:58 | |
Çав кĕнекере фальсификаци кăна, тесе шутлама пулать. Тĕслĕхрен: пирĕн халăхăн 4/5 пайне Тамерлан пĕтернĕ теççĕ. Анчах та çав халăх вăл вăхăтра мĕн ятлă пулнă, патшалăх ячĕ мĕнле пулни, пĕр сăмах та çук. Историпе юриспруденци витĕр пăхсан ку явнăй фальсификаци шутланать. 1521-мĕш çулччен нимле чăваш сăмах та пулман вĕт. | |
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 12:05 | |
Фальсификаци тăвас шухăшĕсем пĕтĕм кĕнеке тăршшĕпе тăсăлаççĕ. Кĕнекере пăлхар, Пăлхар патшалăхĕ тесе çырас вырăнсенче тăрăшсах, пăлхар тенине пытарас тесе урăхларах çыраççĕ. Пăлхар е сувар брендсем урлă ыттисем лайăхрах ĕçлесе каясран, усси пуласран хăрани куçкĕретех. | |
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 12:16 | |
Пăлхар тенине ытлашши рекламă тăвас мар тесе тăрăшса, фальсификаци тума хăтланни кăна пулчĕ хăйсен. Леонтьевпа Егоров Мускавра çав кĕнекепе çавра сĕтел турĕç. Çавра сĕтелте Леонтьев тăчĕ те калать: -Сувар фонд Тутарстанран гранд илеть,-тет. Илеççĕ пулсан та унта вара мĕн япăххи. Тутар чĕлхипе мăсăльман тĕнне вĕсем сармаççĕ вĕт. | |
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 12:18 | |
Суварсем лайăхрах ĕçленине пула Леонтьевăн кĕвĕçÿ пуçланни палăрать. | |
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.01 13:16 | |
Agabazar!Вара хăçан эпĕ тĕлли-паллисĕр калаçнă?Мĕнле тĕслĕхсемпе эсĕ ăна кăтартса парасшăн?Леонтьăфф чăваш кунĕсене (тунтикун,ытларикун тата ыттисем те) уйăрса çырттарма тытăнни - вăл манкурт пулнине кăтартать.Леонтьăффа шеллекенсем Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтерекенсем. | |
Владимир // 9896.5.8858
2014.01.01 13:44 | |
Якур, кам пулать вăл Акапасар, калăр-ха.Пĕр-пĕрне лайăх пĕлекен çынсем пек курăнатăр. | |
Якур // 1243.19.7576
2014.01.01 14:28 | |
Паллă ĕнтĕ, Левонтьăфф темиçе питлĕ çын. Шел пулин те Архиппоффпа иккĕшĕ чăвашлăха хирĕç сăтăрла ĕçсем пайтах турĕç: çиелтен ХИТРЕ Чăвашлăх шăналăкĕпе витме хăтланчĕç пулин те.Ку "ĕçсене" Акапасар кăнаĕ курман пекки тăвать.Кубрат каланă пек пурте çиелтен шăйăртараççĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ Аслă Киремет пĕтĕмпех шута илет, хамăр та уксах-чăлах мар. Сăтăрçăсем куç умĕнчех халĕ те. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.01.01 15:13 | |
Кубрат, тулькăш кунта кирлĕ мар «чăваш» сăмахĕнчен йĕрĕнекен çав çынсен ĕçне мухтаса ларма.
«Илеççĕ пулсан та унта вара мĕн япăххи. Тутар чĕлхипе мăсăльман тĕнне вĕсем сармаççĕ вĕт.» Унта урăхла куçпа пăхмалла. Юхма Мишши (хам мĕн илтнине калап ĕнтĕ) калашле тутарĕсем çапла май пире чăвашсене «пăлхар»-сенчен пăрса ярасшăн. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.01.01 15:21 | |
Тепĕр тесен, чăвашсем калашле, «çын пуссине ан алт, хăвах кĕрсе ӳкĕн»... Леонтьев вырăсла кĕнекине кăларнă теттĕр, суварсем те умлăн-хыçлăн хăйсен кĕнекисене вырăсла кăна шаплаттараççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле ĕнтĕ пуль? |