Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Akram: Илле Иванов журналиста айӑплани Чӑваш Республикин рейтингне чылай хавшатнӑ

Akram04.06.2013 17:3185420 хут пӑхнӑ
«Петербург политики» рейтинг фончӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен социаллӑ-политика тӑрӑмлӑхӗн шайне тишкерет.

Чи ҫӳллӗ шай 10 балл. Чӑваш Республикине 6,9 балл панӑ. Япӑххисен шайне ҫитме нумай та юлман – 0,9 балл кӑна чакмалла.

Чӑваш ҫӗршывӗн социаллӑ-политика тӑрӑмӗнчи плюс - Игнатьев Китай Халӑх Республикине кайса килни, минус – Илле Иванов журналиста айӑпсӑр экстремизм пуҫилле статьипе айӑплани...

 

Тӗплӗнрех - www.fpp.spb.ru/fpp-rating-8.php

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.04 13:31
Радикалла "национализм" темен патне те илсе ситере -ха! Радикалсем анрашассе те -патаке вара халаха лекет.
Тимӗр // 1081.45.1880
2013.11.04 18:21
Федоров мар Архипов конгресран хăваласа ячĕ Станьяла,Тургая,Праски Виттине,Мадурова,Адера,Капитонова,Тимере,Мустаева,Хусанти Яковлева.Унчченхи ЧНК сьезчĕ мĕнле намăсла иртнине астумастăр-им?
Agabazar // 1472.54.3598
2013.11.04 18:53
Agabazar
Унчченхи влаçа мĕнле ЧНК Президенчĕ кирлĕ пулнă, вăл çавăн пеккине лартнă. Паянхи влаç та çавах: мĕнли кирлĕ —çавна майлаштарса вырнаçтарнă.
Agabazar // 1472.54.3598
2013.11.04 19:04
Agabazar
Ыттисем пирки пĕлместĕп, анчах Хусанти Яковлева тĕрĕс "хăваланă" тесе шутлатăп. Туркай (Туркгай мар!!!!!!) мĕн тума кирлĕ ЧНКра —ăнланмастăп. Праски Виччи Президент суйлавĕнче Хусанкая хирĕçле пулса тĕлĕнтернĕччĕ. Мустаев пирки Сваев хоспочинран ыйтас пулать. Мадуровпа Капитонова ЧНК ма кирлĕ — пĕлместĕп. ЧНК "хуçи" тĕрĕссипе НВФ пулнă теме май пур.
Agabazar // 1472.54.3598
2013.11.04 19:11
Agabazar
Отпуска кайсан пĕррехинче хăй вырăнне Тимере врио пек хаварнă-няк. Леш шанăçа тÿрре кăларайман пулмалла. Пĕлместĕп, Адёр еплерех усă кÿме пултарать? Ăна вице-президент тумалла пулнă-ши ĕнтĕ? Анчах мĕн усси?
Agabazar // 1472.54.3598
2013.11.04 19:22
Agabazar
Кунта черетлесе тухнă ятсем хушшинче тем туса хума пултаракан пĕр улăпа та курмастăп. Вăт Илле-паттăр пулнă пулсан... Тема шăпах ун çинчен!!!!
Тимӗр // 1081.45.1880
2013.11.04 21:17
Турă пурах çав,Акапасар.Вăл тата вăхăт пĕтĕмпех вырăна лартрĕ.Санăн кумирна конгресс пурлăхне тата укçине"йăкăртнăшăн"чутах аллисене сăнчăрламарĕç.Конгресс патне те пыраймĕ мĕскĕнскер.Йĕрке турăмăр аранах.
Agabazar // 7613.7.7870
2013.11.05 05:41
Agabazar
Мĕнле кумир тата? Каларăм-çке манăн нимле кумир та çук тесе!
Agabazar // 7613.7.7870
2013.11.05 05:43
Agabazar
Тавай Илле-паттăр Арсентьевич Иванов патнех таврăнар.
Якур // 5388.3.1489
2013.11.05 23:07
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ пур

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем