Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Akram: Илле Иванов журналиста айӑплани Чӑваш Республикин рейтингне чылай хавшатнӑ

Akram04.06.2013 17:3185464 хут пӑхнӑ
«Петербург политики» рейтинг фончӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен социаллӑ-политика тӑрӑмлӑхӗн шайне тишкерет.

Чи ҫӳллӗ шай 10 балл. Чӑваш Республикине 6,9 балл панӑ. Япӑххисен шайне ҫитме нумай та юлман – 0,9 балл кӑна чакмалла.

Чӑваш ҫӗршывӗн социаллӑ-политика тӑрӑмӗнчи плюс - Игнатьев Китай Халӑх Республикине кайса килни, минус – Илле Иванов журналиста айӑпсӑр экстремизм пуҫилле статьипе айӑплани...

 

Тӗплӗнрех - www.fpp.spb.ru/fpp-rating-8.php

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 09:43
Акасапар, çиелтен ан шăйăрттар. Леш тĕрĕслекенсен, ахăрнех, И.Иванов НКО( некоммерчески организаци) урлă Турккăсенчен е урăх çĕртен укçа-тенкĕ туяннă тесе информаци те пур пулĕ-ха. Çавăнпа вĕсем ахăраççĕ, эс пур информацине те пĕлместĕн вĕт, суд ларăвне те кайса курмарăн. Кунта аудиторинчи пек кăшкăрашни ним те улăштараймасть.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 09:53
Акасапар,тĕрĕс çырать Петĕр. И.Ивановран Герой-Паттăр тумасан та юрать. Сана çакăн пек ыйту: И.Иванов Петĕре хÿтĕлеме Муркаша е Етĕрнене Суд ларăвне кайĕччĕ-и? Тавай кунтан ыйтăва пăхса тухар.Çавăн хыççăн Паттăр е мар тесе поплеме полать( чĕлхе çинчен уйрăм калаçу). Хальхи вăхăтра пурте ПИАР( курас килмест пиаршиксене)тăваççĕ, çавăнпа ПĔТĔМЛЕТŸ тума ан васка.
Agabazar // 9675.2.6605
2013.09.09 13:32
Agabazar
bor1959:"Леш тĕрĕслекенсен, ахăрнех, И.Иванов НКО( некоммерчески организаци) урлă Турккăсенчен е урăх çĕртен укçа-тенкĕ туяннă тесе информаци те пур пулĕ-ха." Судра унашкал япаласем пирки пĕр сăмах та çук. "Çук" япала пирки çăвар тутине те сая ямалла мар. Судра тĕрессипе Иллене мар, чăваш чĕлхине суд тăваççĕ.
Agabazar // 4181.59.6163
2013.09.09 14:34
Agabazar
Ну, савăнăр эппин суд пырать тесе. Мĕн каласси пур, питĕ савăнтаракан суд...
Кам чĕлхене таптать — çав паттăр.
Епле чăтас ку намăса? (Петĕр Хусанкай).
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.10 09:39
Акасапар, эс ыттисенчен тăнлăрах мар. Эпир судра чăваш чĕлхине айăпланине чухлаппăр( для многих не совсем корректно,когда чăваш чĕлхи ассоциируется с одиозным Илле И.), анчах та пире чĕнсе каланисĕр пуçне мĕн те пулин ту-ха! Илтетĕн-и: МĔН те пулин, начарри е сулăмли пуçла мĕнрен те пулин. ЧНК Президиум ларăвĕ пуçланнине пăх.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.10 09:41
Акасапар, çавăн пек( колхоз собранийĕ) Президиум ларăвсене ма çÿреместĕн эс. Çÿре,Тавракурăмна ÿстер( эп уже ÿстереп почти 15 çул.
Agabazar // 3335.60.8673
2013.09.10 12:05
Agabazar
bor1959, кунта одиозный тесе хакламалли тĕрĕссипе Илле-паттăр Иванов мар, эсир хăвăр. Малтан канашлăва унăн (тата чăваш чĕлхин) хÿтĕлевçи пек кĕтĕр, каярах ăна путарас тĕлĕшпе чи пархатарсăррисенчен те ирттерме пуçларăр... Пурнăç —хÿри парнăç.
Якур // 5799.2.5566
2013.09.10 13:45
Сăмахсемпе ан перкелеш Акапасар. bor-а хÿтĕлесе мар, тÿр-чăн сăмахъшăн калатăп. Мĕн тунă-ши bor е Тимĕр чăвашлăха путарас( эс калашле)тесе. Ăнлантар-ха пĕер-ик сăмахпа кăшкăрмасăр, çухăрашмасăр. Е саншăн пурпĕрех мĕн каласси, çырса пултăр( вырăссем пек писать в стол).
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.11 10:09
Акапасар манса ан кай."по делам судят,а не по словам"-тенĕ мудрец.Нимте тумарăн.Ниçта та курăнмарăн.Таки виртуальнăй паттăр пулсах ĕмĕрлерĕн.Илле паттăра хÿтĕлеме чĕнчĕç сана суда пырса.Хăрарăн.
Agabazar // 3037.20.0628
2013.09.11 13:13
Agabazar
Эпир кунта пурте виртуаллă "паттăрсем". Пурте!

Страницӑсем: 1, ... 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем