Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Тепӗр чиркӳ тӑвасшӑн. Кирлех-ши?

«Хыпар»17.04.2013 19:4034341 хут пӑхнӑ

Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ скверта кафедра соборӗ тума ыйтакансен сӗнӗвне 10-мӗш шкулта сӳтсе яврӗҫ.

Пухӑва Ленин проспектӗнче, Андриян Николаев космонавт, Петров урамӗсенче пурӑнакансем, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн ӗҫченӗсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, журналистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев уҫрӗ. Шупашкарӑн тӗп архитекторӗнче вӑй хунӑ Сергей Лукиянова сӑмах пачӗҫ. Ку микрорайонта пурӑнакансемшӗн нумай ҫул каялла кану вырӑнӗ пулса тӑнӑ скверта собор хӑпартас ыйтӑва тӗп хула влаҫӗ умне тӑратаканни - епархи. Шупашкар хула влаҫӗ хушмасӑр тӗн керменӗн проектне хатӗрлемӗҫ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӑна тума саккас панӑ-ши? Пухура пӗлтермерӗҫ. МИХсенче те уҫҫӑн хуравламан. Архитектор собора В.И.Чапаев палӑкӗпе, музейпе пӗрле мӗнлерех курнипе паллаштарчӗ.

Пухуччен темиҫе эрне маларах Шупашкарӑн хальхи тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин пӗр МИХра скверта собор хӑпартас текенсен - епархи ертӳлӗхӗн, хӑш-пӗр тӳре-шаран - сӗнӗвӗ пирки иккӗленнине, такамсем унӑн иккӗленӗвне администраци мелӗпе усӑ курса улӑштарма хӑтланнине пӗлтерчӗ. Малтанхи тата хальхи тӗп архитектор хулари мӗн пур ҫынна хапӑл туса кӗтсе илекен тӳремре тӗн керменӗ ҫӗклес ыйтупа икӗ тӗрлӗ вырӑн йышӑнни уҫӑмланчӗ.

Муниципалитет ҫав каҫ тӗл пулу йӗркелесе хаклӑ вӑхӑта ахальтен ҫухатмарӗ: собор тӑвассине татса париччен 100 яхӑн ҫын кӑмӑлне пӗлчӗ. Тӗрӗс турӗ. Залра 15-20-шӗн шухӑшӗпе паллашрӑмӑр. Пирвай Константин Ишутов журналист сӑмах илчӗ. Вӑл тӳрех: "Протокол ҫыракан пур-и?" - терӗ. "Пур", - хуравларӗҫ ӑна президиумран. Журналист атеист-мӗн. Симӗслӗхӗн пӗр пайне пӗтерсе пысӑк лаптӑка мӑн керменпе хупӑрлассине хирӗҫ каларӗ. Ун хыҫҫӑн Сергей Злобин ветеран сиксе тӑчӗ. "Халӗ ешӗллӗхре пурте кӗшӗлтетеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Чиркӳ уҫсан тӗне ӗненекенсемшӗн ҫеҫ пулӗ. Ыттисемшӗн кунта ҫул хупӑнӗ. 1960 ҫулсенче тӳремре эпӗ те йывӑҫ лартнӑ. Ӑна кӑклӗҫ. Ҫавӑнпа проекта хирӗҫлесе вунӑ хут калатӑп!.."

Епархи пуҫарӑвне ырлакансем ветерана пӳлчӗҫ. Ҫапах хирӗҫҫисем ӑна хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Музей ертӳҫи Денис Сятряйкин, казак тумтирне тӑхӑннӑскер, маларах музей директорӗ пулнӑ Валентина Бровченкова, ҫар пенсионерӗ Алексей Скворцов йывӑҫ-тӗм вырӑнне собор тӑвассине ырларӗҫ. Музейпа тӗн керменӗ юнашар вырнаҫсан хула халӑхӗн чун-чӗрине патриот туйӑмӗпе хӗмлентерме ҫӑмӑлрах терӗҫ. Яш каччӑ Александр Иванов: "Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ "хӗрлисене" хисеплесе республикӑра палӑк нумай уҫнӑ, - терӗ. - "Шуррисене" чысласа пӗрре те лартман". "Вӗсенчен Каппель те лайӑх ача пулнӑ!" - сӑмах хушрӗ ман ҫумри журналист - хыҫра сӗрлесе илчӗҫ. "Эпӗ собор тӑвассине хирӗҫ мар, - терӗ шкул директорӗ Светлана Кумалькова. - Анчах вӗренӳ учрежденийӗпе юнашар хӑпартмалла-ши? Унта ача-пӑча пултарулӑхӗн керменне е физкультура-спорт комплексне ҫӗклеме сӗнетӗп. Ачасене уроксем хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме шкул ҫывӑхӗнче пӗр клуб та, ФСК та ҫук. Чиркӳ вара - темиҫе те. Собор чанӗпе хӑнкӑравӗсем урок ирттерме, вӗренекенсене тимлӗрех пулма чӑрмантарӗҫ. Кермен умӗнче ыйткалакансем, кӗл тӑвакансем пуҫтарӑнӗҫ - ҫӳп-ҫап хӑварӗҫ. Ӑна ачасен тасатма тивӗ. Халӗ те вӗсем сквера тирпейлеме хутшӑнаҫҫӗ".

"Тӗп хулан ҫак скверӗнче храм лартма сӗнни паянхи социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑнса тӑмасть, - терӗ республикӑн Патшалӑх Канашӗн, хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Александр Соловкин. - Вырӑнти влаҫӑн халӗ чиркӳ тума тӗллев лартмалла мар. Калӑпӑр, ача сачӗсем ытларах уҫмалла. Совет тапхӑрӗнче хута янисем халӗчченех ача пӑхман организацисен аллинче. Ҫакна епархире те пӗлеҫҫӗ, анчах курмӑш тӑваҫҫӗ, ачасене садра вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ. Республикӑра юлашки ҫулсенче кӑна тӑхӑр чиркӳ уҫнӑ. Хула влаҫне тепӗр храм мӗн тума кирлӗ? Хӑйсен ҫылӑхне каҫарттарма?" Залра унта та кунта кулни илтӗнчӗ.

Максим Курленко пачӑшкӑ, ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫумӗнчи ҫамрӑксен общество палатин хастарӗ Илья Тумаков, Кирилл Федоров, Денис Волков кермен ҫӗклессишӗн, Федор Алексеев, Сергей Утриван, Сергей Чуплыгин, Анатолий Алексеев, Борис Миронов проекта хирӗҫлесе каларӗҫ.

Эпӗ, сквертан инҫе мар вырнаҫнӑ 24-мӗш шкулта вӗреннӗскер тата 1968 ҫулта музей никӗсне янӑ кун ирттернӗ митинга ачасемпе пӗрле хутшӑннӑскер, ҫапла каларӑм: "Ку вырӑнта собор мар, ача-пӑчан пултарулӑх керменне ҫӗклесен вӗренекенсемшӗн усӑллӑрах..." Сӳтӳ-яву вӗҫленсен кашни ҫын шухӑшне сасӑлав ирттерсе пӗлчӗҫ. Скверта собор хӑпартассишӗн - 44-ӑн, хирӗҫ 47-ӗн сасӑларӗҫ. Ӑна тӑвассишӗн - яш каччӑсемпе хӗр-упраҫ, ҫав шутра - казак кадетсем. Вӗсене шкула хӗрлӗ хӑюллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ вӗрентекен ертсе килнӗ.

"Эсир скверта кафедра соборӗн проектне пурнӑҫа кӗртесси пирки иккӗленнине пӗлтернӗ, - терӗм тӗп архитектора. - Унтанпа хӑвӑр шухӑша улӑштармарӑр-и?" "Ҫук, - хуравларӗ вӑл. - Администраци ҫак кунсенче тӗрлӗ майпа, ҫав шутра электрон мелпе, хула ҫыннисен шухӑшне йышӑнать. Ыйтӑва вӗсен сӗнӗвне тӗпе хурса татса парӗҫ".

Иртнӗ 20 ҫулта ҫӗр-шывра граждан обществине вӑйлатасси ҫинчен нумай калаҫрӗҫ. Шел те, влаҫ халӗ те вӑл е ку ыйтӑва татса панӑ чухне халӑх шухӑшне пӗрремӗш вырӑна хумасть, хӑйӗн пуҫне мӗнле проект кӗрет - ҫавна пурнӑҫлать. Шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсем хӑйсен шухӑшне хӑрамасӑр, уҫҫӑн сасӑласа пӗлтерни питӗ савӑнтарчӗ. Апла тӑк чун-чӗрере ирӗклӗх туйӑмӗ пур-ха. Администраци ертӳлӗхӗн хула ҫыннисене итлемеллех.

 

Владимир АКТАШ, публицист

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Владимир // 1129.75.8908
2013.05.30 20:39
Тепĕр чирĕк хута ярасшăн. Кунпа савăнмалла вĕт ха. ТУРĂ пулăшăвне тата вунă чун килсе ыйтĕç.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.01 09:48
Володя, эсĕ савăнма пултарни питĕ паха. Анчах та шкул,ача пахчи е ача-пăча керменĕ хута яма тăрăшсан ытларах савăнмаллаччĕ пек. Ĕнер ача интернатĕнчи шăпăрлансем мĕнлерех пурăннине кăтартрĕç те чун хурланчĕ. Çав вăхăтрах ман кÿршĕ Пăрачкаври Анастасово чиркÿне тума 5 млн. тенкĕ тăкакланипе мухтанчĕ. Мĕн хистенипе тесе шухăша кайрăм.
2013.06.01 10:14
Аçтахар Плотников
«Тепĕр чирĕк хута ярасшăн. Кунпа савăнмалла вĕт ха.»
Сăмахĕ çав чиркĕве ЧАпаев скверĕнче тума палăртнинче. Сквер — вăл кану вырăнĕ, чиркӳ вара унта ман шутпа чăрмантарĕ кăна.
Тата чиркĕве çĕр пар кăна, вĕсем тӳрех таврари пĕтĕм çĕре хăйсен аллине илĕç. Сахал мар çĕр вĕсен аллине куçĕ. Чапаев скверĕнче лаптăк вара пысăках мар.
2013.06.01 10:18
Аçтахар Плотников
«Çылăха кĕрет хăй ĕненекен тĕне кăна тĕрĕс тесе ыттисене те хăйĕн туррине ĕнентерес текенни.»
Вăл çылăх мар. Ĕненекен çыншăн вăл — унăн тивĕçĕ тесен те ман шутпа йăнăш пулмĕ. Хăйĕн тĕнĕ чи тĕрĕссине ĕненмен çынна ĕненекен çын шутне те кĕртме май çук пуль. Толерантность çукки — вăл урăх ыйту.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.05 11:22
Манăн пĕр юлташ кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Турă çине шанса ларсан, "засыпушкăрах" пурăнăттăм тет. Çав вăхăтрах арăмĕн йăмăкĕ монастырьсем тăрăх паломничать туса çÿрет( икĕ ачана тăрантарас тесе ĕçре вăй хурас вырăнне). Кам тĕрĕс, кам суя-никам та уççăн татса паримаç.
Agabazar // 2109.85.8126
2013.06.07 14:24
Agabazar
Турцире пăлхавсем мĕнрен пуçланнине ăнлантарса паратăп. Ăстампулти Таксим лаптăкра Эрдоган премьер МЕЧĔТ лартма шутланă. Халăх çакăнпа килĕшмен, мĕншĕн тесен вăл клерикализма хирĕç. Ĕненекеннисеннне çеç мар, ĕненменнисенне те прависене сыхламалла тесе шутлаççĕ. Патшалăхпа чиркÿ пĕр-пĕринчен уйрăм пулмалла.
Agabazar // 1882.93.7769
2013.06.08 15:31
Agabazar
<<Хозяйка квартиры, которую я снимаю, молодая женщина лет 25, директор картинной галереи, сказала мне вчера: «Мы очень не хотим исламизации, мы европейская нация и не допустим, чтобы здесь правили муллы. То, что сделал Ататюрк, мы никогда не отдадим».>> Турци, Ăстампул. http://www.echo.msk.ru/blog/adagamov/1090934-echo/
Ю. Ширлан // 4186.57.1361
2013.06.11 11:20
Тене те политика инструменче туса хучес.. Сетсе кайна сурахсем.
Регион 16 // 1295.78.5893
2013.06.12 19:21
Лутче бы построили синагогу).
Василий Е. // 4186.57.1361
2013.06.19 09:35
Турра енени никама та сиен кумест! Сылаха ан курер, юлташсем!

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем