bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.04 09:23 | |
Пит нумай калаçаппăр пурте( Акасапар,Сайман, Сорокин тата ыт.). Тĕллев пулсан, хула чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те Ăнăçлă вĕренĕ чăвашла.Çакна Турцири паллă чĕлхеçĕ тата фольклорист — Бюлент Байрам тĕслĕхĕ кăтартса парать. Пирĕнтен нумайăшĕнчен чăвашла туллинрех калаçать. | |
Agabazar // 7992.9.6993
2013.09.04 09:43 | |
Тимĕр Акташăн ашшĕ-амăшĕ Тутарстанти Чистай районĕнчи Ишельел ялĕнчен. Анчах та Тимĕр Акташ хăй Шупашкарта ÿссе çитĕннĕ. Ун пеккисенчен ытларахăшĕ емĕренче чăвашла калаçса курмасăрах ватăлаççĕ, çĕре кĕреççĕ. Тимĕр Акташ ав апла мар. Мĕн килĕшмест сире кунта? Чăвашла вĕренни "начар" теесшĕн-им? Патриотизм —йĕксĕксен юлашки хÿтлĕхĕ. | |
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.04 12:42 | |
Чавашла веренни "начар" тесе никам та каламасть. Чаваш чавашла пелнишен мухтанни телентерет. Сус шуралсан тин ас кене- чавашла веренне. Шупашкарта ситенне чух акалчан пулна-им? Чиркусем емернех Шупашкар илеме пулна, унта та асархайман енте вал чавашла пелменскер. | |
Тимӗр // 4279.7.6275
2013.09.04 21:40 | |
Чăваш малтан пĕлмесен те ÿссе çитсен хăть атте-анне чĕлхине вĕренме пултарни вăл хăйне евĕрлĕ паттăрлăх.Шел, ун пек çынсем Шупашкарта пĕр теçетке кăна пуль. | |
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.05 15:34 | |
Timer, таван челехене вереннине паттар туса ан хурар-ха. Кая юлса та пулсан веренне, аван япала, паттарлах мар! | |
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.05 16:18 | |
Килĕшмелле Сорокин юлташ.Эпĕ çыртăм'хăйне евĕрлĕ паттăрлăх'тесе.Ма апла пулсан нумайăн мар вĕсем? | |
Agabazar // 2219.71.1086
2013.09.05 18:05 | |
Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине вĕренеменнисем паттăр шутланаççĕ.
Кам чĕлхене таптать —çав паттăр. Епле чăтас ку намăса? (Петĕр Хусанкай). | |
П.Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.05 20:08 | |
Agabazar, туррех сиксе ан укер. В.Акташ сус шуралсан кана чавашла веренне пулсан патриотизм туйеме хаш вахатра аталанна -ха унан? Аттепе-аннепе, юлташсемпе чавашла каласса ситенсен, чаваш юрри-ташшине итлесе уссен кана патриотизм туйеме аталанма тытанать. | |
Agabazar // 8646.0.5985
2013.09.05 20:45 | |
Ну мĕнле вырăна лартас ку этеме? П.Сорокин, сирĕн çывăх тăвансем пур-и? Вăл шутра хулара пурăнакансем? Вăт çав хулара пурăнакан сирĕн çывăх тăвансем хушшинче чăвашла калаçма пултаракан тата чăннипех калаçакан пур-и? Пур пулсан—миçен? Ачăрсем, мăнукăрсем пур-и? Шет вĕсем пурте чăвашла калаçаççĕ? Эсир вĕсене те Тимĕр Акташа тăн кĕртнĕ пек тăнлантаратăр-и? | |
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.06 08:37 | |
Зпир пурте тенĕ пекех ялта чăваш юрри-ташшине итлесе ÿснĕ.Çапах та пурте тенĕ пекех манкурт пулса ларнă.Вăтанаççĕ чĕлхемĕрен.Кирлĕ мар паянхи кун чăваш чĕлхи.Укçа тăваймăн унпа.Акташ маттур.Ун пеккисем нумайрах пулсан чăваш пĕтместь. |