Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпар»: Лайӑххине курма вӗренесчӗ

«Хыпар»17.04.2013 19:3614267 хут пӑхнӑ

Чӑвашсен питӗ витӗмлӗ каларӑш пур: «Ача-пӑчана мул париччен ӑс пама хушнӑ». Ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхне укҫа-тенкӗ пуҫ пулса тӑма хӑтланнӑ саманара та хирӗҫлеймӗн. Ӑслӑ-тӑнлӑ ӳснӗ ҫын хӑй ӗҫлесе мулне те пухма пултарӗ. Ачаш ача вара ашшӗ-амӑшӗ хӑварнӑ пуянлӑха самантрах ҫилпе вӗҫтернӗ тӗслӗх те сахал мар. Ватӑсем: «Пуҫтарма - ҫулталӑк, салатма - ҫур талӑк», - тесе ахальтен асӑрхаттарман.

Мул ыйтӑвне мӗншӗн ҫӗклерӗм-ха? Ҫемьери воспитани никӗсӗнче унӑн туртӑмӗ ытларах палӑрма пуҫланӑран. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ытларах ӗҫлесе илес тесе «укҫа чурине» ҫаврӑннине те курма пулать. Ачисем иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑна тӑрса юлаҫҫӗ е хӑйсем мӗнле пӗлеҫҫӗ - ҫапла пурӑнаҫҫӗ. Анчах ӑс-тӑнӗ ҫирӗпленсе ҫитеймен, килте кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене хаклама вӗрентмен ачасем ытларах ыррине мар, сиенлине иленеҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла ял ҫамрӑкӗсем хулана кайсан пӑсӑлаҫҫӗ тенине час-часах илтме тиветчӗ. Халӗ ялтисем те ӳксех юлмаҫҫӗ.

Нумай пулмасть пӗр районти шкулта вӗрентекенсемпе ҫакӑн пирки чылайччен калаҫрӑмӑр. Кунти педагогика коллективӗ лайӑххисен шутӗнче. Ачасем те пӗлӳ каҫалӑкӗнче ҫулсерен пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑраҫҫӗ. Савӑнмалӑх пур. Ҫапах чӗрене ыраттаракан пулӑмсене те манӑҫа кӑлараймӑн. Ҫивӗч ыйтусенчен пӗри - ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗсӗр юлнӑ ачасен йышӗ ӳсни. Ун пеккисене тулли ҫемьере пурӑнсан та «тӑлӑх» теме пулать. Учительсем вӗсем патне киле те ҫӳреҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗпе пӗр чӗлхе тупма, пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Йӑнӑшсене ӑнланса педагогсен сӗнӗвӗсене шута илни витӗм кӳресси иккӗлентермест. Урӑхларах ашшӗ-амӑшӗ те сахал мар. «Ачасене сире шанса панӑ. Вӗрентесси, воспитани парасси - сирӗн ӗҫ», - теҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн яваплӑхӗпе тивӗҫӗ вара мӗнре? Ҫутӑ кун кӑтартасси тата тӑрантарса-тумлантарасси ҫеҫ-ши?

Ачашӑн чи ҫывӑх ҫынсен чурӑслӑхӗ пирки сӑмахланӑ май каллех калаҫу пуҫламӑшӗнчи укҫа ыйтӑвӗ тухса тӑрать. Ял учителӗсем асӑннӑ пулӑм сарӑлсах пынине унпа та ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вырӑнта ӗҫ тупма ҫуккипе вӑй питти арҫынсем пысӑк хуласене кая-кая ӗҫлени ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсем те Мускав ҫулне такӑрлатма пуҫларӗҫ. Ачисене хӑварсах темиҫе уйӑхлӑха укҫа тума каяҫҫӗ. Юрать-ха, килте ватӑсем пулсан, вӗсен ача-пӑчана пӑхма вӑйӗ ҫитсен. Хӑшӗсем пӗчченех хӑварнине те калаҫҫӗ. Шкулта ҫакӑн пек тӗслӗх илсе кӑтартрӗҫ. Вун пиллӗкри хӗр ачан ашшӗпе амӑшӗ виҫӗ уйӑх - шапашра, пӗр уйӑх - килте. Хӗр ача пӗчченех. Чылай чухне шкула та пымасть. Урока вӗрентекен ҫавӑтса килни те пулнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ килте чухне те ырри сахал. Ӗҫлесе илнӗ укҫине вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗ пухса, мухмӑр-сухмӑрта ирттереҫҫӗ. «Хӗр ачи вӗсенчен мӗн япӑххи пур - веҫех илнӗ. Ҫав тери пӑсӑк, ӑна йӗркене мӗнле кӗртме пулӗ-ши? Питӗ шел, ашшӗ-амӑшӗпе темӗн чухлӗ ӗҫлесен те усси пулмарӗ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварма ятарлӑ органсене ҫырса ятӑмӑр», - пӗлтерчӗҫ учительсем.

Паллӑ педагог В.Сухомлинский ҫапла палӑртнӑ: «Ҫынсем санӑн ачусем пирки япӑх калаҫҫӗ пулсан - вӗсем сан пирки япӑх калаҫҫӗ». Ача ашшӗ-амӑшӗнчен питӗ нумай илнине, унран пурнӑҫа вӗреннине ҫак сӑмахсем туллин уҫса параҫҫӗ. Паллах, тӗлӗнмелле тӗрӗс, нихӑҫан та йӑнӑшман ҫынсем ҫук та пулӗ. Роботсем мар вӗт, чӗрӗ ҫынсем. Анчах йӑнӑша тӳрлетме, лайӑххи патне туртӑнма, ачи валли ӑшӑ сӑмах тупма, унӑн пурнӑҫӗпе, вӗренӗвӗпе, кӑмӑл-туйӑмӗпе кӑсӑкланма, ӑна хавхалантарма кашниех пултарать. Ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗ ачисене ырӑ-сывӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ, обществӑна кирлӗ ҫынсем пулма воспитани парса ӳстересси, ҫак енӗпе хӑйсен тӗслӗх кӑтартмалли пирки асра тытмалла кӑна.

 

Алина ЛУКИЯНОВА

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 9629.9.0865
2013.05.26 12:49
Agabazar
Мĕн вăл экономика? http://www.nvtc.ee/e-oppe/Kurt/ekonomika/_1.html
Экономика вăл яланах пур. Мĕншĕн Тимер чăвашла пурăнма пултараять, Володя тата унăн ачисем пултараймаççĕ? Мĕн вăл глобализаци? Ăçта курнă эсир ăна? Манăн та хыпашласа пăхасчĕ çав япалана? Нивушлĕ çав таранах хăрушă япала вăл?
Agabazar // 1265.66.7264
2013.05.26 12:59
Agabazar
Енчен те сирĕн ачăрсем чăвашла мар, вырăсла пурăнаççĕ пулсан, шăпах çакă ĕнтĕ чăвашран тата чăвашлăхран вăтаннине пĕлтерет. Эсир тата сирĕн ачăрсем "вăтанман" пулнă пулсан чăвашлах пурăннă пулăттăр.
Стаппан // 4186.57.1361
2013.05.31 10:44
Володяна. Хамăрта чăвашла пурăнаймастпăрта ачасене чăвашла пурăнма мĕнле вĕрентмелле?! Нухайкапа-и?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.01 09:23
Акасапара: Глобализаци мĕнне хыпашлама "тĕттĕм"( çулсăр, газсăр,Ильич çутисĕр)яла кайса пĕр-ик çул пурăн: кĕнеке çыратни унта, уйра-пахчара ĕçлетни, выльăх-чĕрлĕх( хурт-хăмăрпа аванрах пулĕ) ĕрчететни- хăвăн ирĕк. Глобализаци мĕн тесе ухмаха пеме пăрахăн вара.
Agabazar // 5207.6.0431
2013.06.01 11:49
Agabazar
Википедирен глобализаци пирки çырса илер каштах:"Некоторые черты глобализации проявились уже в эпоху античности (Александр Македонский)..." Глобализаци ЯЛАНАХ ПУЛНĂ, ПУР, МАЛАШНЕ ТЕ ПУЛĔ. Вăл халăхсене аталанма чăрмантармасть.
Agabazar // 5207.6.0431
2013.06.01 11:55
Agabazar
Глобализаци пирки "сÿпĕлтетсе" эпир пулăмсен чăн сăлтавĕсенчен пăрăнса каятпăр. Калăпăр, Илле Иванова темĕнле "глобализаци" мар, КОНКРЕТЛĂ ÇЫНСЕМ суда панă, следстви ирттернĕ, килĕнче шыранă-тустарнă, прокурорсем айăплавсем тăратнă... Глобализаци кунта "ни при чём".
Тимӗр // 1845.53.0439
2013.06.03 10:37
Акапасар веçех пĕлсе тăрать. Асăрханăр.
Agabazar // 2282-5450
2013.06.03 15:50
Agabazar
Камăн асăрханмалла? Мăйракаллă шуйттан-им вара эпĕ? Манăн нимĕнле вăрттăн информаци те çук. Пĕтĕмпех уçă çăлкуçсенчен. Тата паллах шухăшлама пĕлес пулать, тăрăшас пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.06.05 11:04
Акапасара: глобализацин тепĕр енĕ Çурçĕр Африкăри тата халь Турцири пăтăрмахсем. Тĕнчери пур çĕршывра та глобализацине хирĕççисен шучĕ ÿссе пырать( Магнит лавккисен сечĕ-глобализаци), Акасапар çеç чухлама вăтанать.
Agabazar // 3766.76.4600
2013.06.05 12:46
Agabazar
Ну пăлханаççĕ пултăр. 100 çул каялла та пăлханнă çынсем, 1000 çул каялла та. Модăри глобализаци сăмаха вĕсен çумне çыпăçтарса хуни мĕн парать?

Страницӑсем: 1, 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем