Сергей // 2072.31.5900
2013.03.03 20:56 | |
Андрейч!!!!И в чем же суть черного квадрата?И почему за него много денег дают? | |
Игорь Сайман // 2168.8.7888
2013.03.03 22:01 | |
Ку "Андрейч" текенни кам-ши вара? | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.04 09:07 | |
Васса, эпĕ кăмăллакан, хисеплекен çынсем чăвашра та ытти регионсенче те пайтах. Çавăн пек ыйтсан лайăхрах пулĕ. Сана кам кăсăклантарать: производственник-и, ялхуçалăх ĕçченĕ,наука е вĕрентÿ ĕçченĕ, сценă ăсти, çыравçă е поэт, ÿнерçĕ, усламçă. Кам çинчен пĕлес килет, пурин хушшинче те совеç-чыс текен япалана çухатманнисем пайтах. | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.04 09:14 | |
Вот Г.Айхи çырнине хăвăр та ăнланаймастăр. Ыттисене валли авторитет тăвасшăн. Кун пек май килмест. Хура тăваткал пирки: хура тăваткал евĕр "мазня"-сем çинчен Комисси членĕсем мĕн шухăшлани çинчен çÿлтерех аванах çырса кăтартнă- тата мĕн кирлĕ?( молча курим и быстро уходим не глядя друг другу в глаза). Е схалрах-и ку? | |
sahvandey // 3948.89.3243
2013.03.04 12:57 | |
Чăвашсем! Сирĕн урăх проблемăсем çук-и? Ним çук çĕртен проблемă туса ларатăр. Пĕтĕм çĕрте пĕр-пĕринпе хирĕçсе тăшмансене савăнтарса ларатăр, мĕнле тема пулсан та. Никам та пире пĕр-пĕринпе пĕрлештерекен япала шырамасть,или ку вăл : имперская политика в действии, разделяй и властвуй , эпĕ çавна ăнланса пĕтерейместĕп. | |
Игорь Сайман // 4464.7.1925
2013.03.04 13:55 | |
Чăн малтанах кунта "чаплă" темăсем уçса лараканнине(Володя) питлес пулать: тупнă "Хура тăваткал"! | |
Игорь Сайман // 4464.7.1925
2013.03.04 14:10 | |
Ют кĕвĕ мар ун чух шырарăм! -
Эп тупрăм улшăнми тĕрек. Хама ун чух туйма пуçларăм Ман çĕрĕн чунĕн çÿллĕш пек.(Геннадий Айхи, 16.02.1964). | |
Васса // 9958.4.8599
2013.03.04 15:39 | |
Тĕрĕс,Савандей.Уйрăмах Якурпа Алюш пурне те тиркеççĕ,пурне те пĕлеççĕ,нихçан та йăнăшмаççĕ,йăнăшсан та хăйсен айăпне йышăнмаççĕ "Çапла çав, алай" тесе çырнине вуламан вĕсенне.Унсăр пуçне çынна хăртаççĕ,çиме çăкăр ан пар.Производствăра ĕçлесе ывăнакан çынсем пек мар пĕрре те. | |
Игорь Сайман // 1134.62.9174
2013.03.04 17:00 | |
...Пĕчченлĕхпе-и хăрататăр?
Çумра çĕр çын суять пулсан — Пĕри ан суйтăр, Пуç ан тайтăр, — Тепри те тупăнĕ кайран.(Геннадий Айхи, 1959). | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.04 18:50 | |
Сахвантей, санпа 101 % килĕшетĕп. Но кунта форумра тата пурнăçра та Сайман пеккисем тон задавать тăвасшăн. Кун пек япала килĕшме юрамасть. Ахаль те пурнăçра ăçтиçуксем урапа кустарасшăн. Кайса мартен кăмаки патĕнче пĕр-ик сменă тар юхтарсан урăхларах юрлама пуçлĕç-и тен? |