Якур // 1039.8.4424
2013.03.05 16:03 | |
Володя, темăна тĕрĕс патăн, маттур. Çав "пирĕн мар" темăна сÿтсе явнă чухне лăп та лап этемĕн шалти шăнăрĕ, кам урапи çинче ларни курăнать. Эсĕ: ÿкерчĕк- эпĕ ниепле те ăнланайман япала тесе калатăн. Эпĕ ăнланмас тесе саспа кăшкăратăп, анчах та Сайманпа Акасапар вилсе кайса Феномен пур тесе поплеççĕ( хăйсем ăнланмасăрах, паллах). | |
Тимер // 3562.08.1233
2013.03.05 16:05 | |
Володя.Сана сĕнетĕп Праски Витти,Миттов,Агеев картинисене пăхма.Черный,красный,серо-буро-малиновый квадрата пăхчăр хăйсен халăхĕсем. | |
Agabazar // 3490.00.3292
2013.03.06 03:21 | |
Ак тата тепĕр "ăсчах"(???) тупăнчĕ тата: http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=2;t=3141;st=0;entry110715 Чÿлмек Кули "ăс парать"... Кулса вилмелле! Е апла та мар-и, тен... | |
якур // 1744.39.2121
2013.03.06 10:51 | |
Акасапара точно халăха, сывă хутшăнусене тата сывă консерватизма салатса янишĕн "Шалу" тÿлеççĕ кирлĕ органсем. Итали, вырăс тата Франципе Испани( тата нумай наци) живопиçĕсен шедеврсене илсе кăтарт ăна- вăл Çук-çук тесе рак пек кутăн чакать. Воистину талантливый в своей "профессии" парень. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.03.06 11:00 | |
Якур пеккисене асăрхаттарма та вăхăт çитет пулĕ... Çитĕ пулĕ хăвăрăн шухăшпа килĕшмен çынсем çине тапăнма? Акапасарсем мар, Якур сан пеккисем хутшăнусене салатма пултараççĕ.
Çынсене мар, темăна сӳтсе явăр! | |
Горшков Николай // 7406.4.9845
2013.03.06 12:24 | |
Акапасар, ăнлантарса парăр, мĕн çыртăм вара эпĕ çав терийех вилсе кайса култармалли? Эпĕ художник ĕçне 6 çул вĕреннĕ, вăл ĕçпе 10 çул ĕçленĕ.Мана эсир питĕ килĕшетĕр.Хăвăрпа паллаштарăр-ха!Хăвăр мĕнте пулин хăвăр аллăрпа, хăвăр пуçăрпа тума пултараятăр_и? Кăтартăр-ха! | |
Agabazar // 2697.8.2677
2013.03.06 13:55 | |
Ман шухăш çакăн пекчĕ: Мĕнле те пулсан Горшкова çакăнта илсе килес!!! Анчах мĕнле-ха çынна кунта "илĕртсе" килмелле? ПАЛЛАХ ПĔЧĔК ПРОВОКАЦИПЕ!Çитменнине гиперссылка та ав ĕçлекен йышши пулмарĕ.Кунта ăна-кăна ăнланакан çын сăмахĕ кирлĕччĕ. Атту ларатпăр эпир айвансем сÿпĕлтетсе! | |
Якур // 5743-8817
2013.03.07 13:04 | |
Админа: эпĕ сирĕн форума кĕмесен те, вуламасан та пултарап. Кун çинчен çÿлерех çырнăччĕ: ларăр И.Сайман тата Акапасарпа ЛАЙĂХ, ЛАЙĂХ тесе. Эпĕ киревсĕр япала ним те çырман. Админ пăх калаçу мĕнле аталанса пынине. Пит çырас килет "Гоькая правда войны" темăра хам шухăша, анчах çырмастăп. Эп ун чухне пурăнман. | |
Якур // 5743-8817
2013.03.07 13:16 | |
Асăрхаттар кăна мар, сăмах ан пар. Вара эп карăм урăх форума. Кама лайăх: сана е мана? Вара уйрăлса кайрăмăр хăватлă Админ. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.03.07 14:38 | |
Эп хăваласа ярас тĕллевпе мар. Эсир ыттисем çине тапăнни киревсĕр пулни пирки каларăм мар-и вара? Тепĕр хут: темăна сӳтсе явмалла, çынсене мар. Сирĕн çăвара хупласси пирки пĕрре те сăмах пымасть вара. |