Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аксар Чунтупай: Элтепер районсене пысӑклатмалла тет

Аксар Чунтупай14.02.2013 20:5213676 хут пӑхнӑ

Из послания Главы Чувашской Республики М.В.Игнатьева: "Считаю, что настало время органам местного самоуправления рассмотреть вопрос об укрупнении муниципальных образований. В современных условиях возрастает роль экономически успешных муниципалитетов, способных выступить локомотивами развития территорий. Следовательно, укрупнение муниципальных образований является отражением объективных экономических и демографических тенденций. Этот процесс следует проводить с широким обсуждением, учитывая мнение граждан и не ущемляя их права".

 

Мӗн ку? Каллех районсене пайласа касса-вакласа пӗтерӗҫ-ши?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3520.44.0313
2013.02.22 00:15
Agabazar
Пухтел(Богдашкино) хăй те тахçан Чĕмпĕр облаçĕн райцентрĕ пулман-и-ха?
Пухтель ачи // 1738.35.8359
2013.02.22 15:12
Ман шухăшпа, Цильнинский р-на тата Тутарстанри Дрожжановский р-не Чăваш енепĕ перлĕштĕрмĕлле, кунта петемпĕх чăвашсĕм пурăнаçĕ. Анчах-та Шупашкар инçетрĕх вырнаçнă-200 çухрăм ытла, Канаш-100 çухрăм. Чĕмпер çывăхрах-70 çухрăм.
Agabazar // 1010.58.6717
2013.02.22 20:20
Agabazar
Пухтел ачине. "Пĕрлештересси" пирки ак çакăнта пăхăр: http://www.irekle.org/news/i383.html
унтри // 1542.52.3822
2013.02.22 21:11
Шереметсем! Районсене халăха усă тума пĕрлештереç, е уйăраç тесе шутлатăр пулĕ -ха. Чиновнике укçа кăна кирлĕ. Укçа çын шучĕпе килет! Чăваш çĕршывĕ дотациллĕ районсен шутне кĕрет.Малалла хăвах ăнсар.
2013.02.23 21:20
Аксар Чунтупай
Хисеплĕ, Agabazar. Ытти республикăсен тата облаçсен çĕрĕсене пирĕн республика çумне пĕрлештерме саккунпа килĕшÿллĕн унта çакăн çинчен референдум ирттермелле. Кун евĕр пăтратусене тума никам та ирĕк памĕ çав. Уссине шанмалли те çук.
2013.02.23 21:21
Аксар Чунтупай
Унтрипе вара эпĕ 100 проценчĕпех килĕшетĕп. Бюрократсен çĕршывĕнче пĕтĕмпех чиновник тата ун кĕсйинчи укçа татса парать.
2013.02.23 21:23
Аксар Чунтупай
Бюрократсен шучĕ чакнинче усси пулма пултарать, анчах та халăха усă пулмĕ. Шкулсене, клубсене, пульницасене хупса пĕтерĕç. Çавă шиклентерет пире çамрăк мар çынсене. Çамрăксене мĕн - паян кунта, ыран унта вĕсем.
унтри // 2680.61.5361
2013.02.24 09:27
Бюрократсен шучĕ чакма пултараймаççĕ - чухăнлансах пыракан халăха тытса тăма кирлĕ вĕсем. Шкулсенчен, клубсенчен пушалнă укçа вырăнĕсене полицие тата тĕрмесене çирĕплетме яраççĕ.
Agabazar // 3708-5782
2013.02.24 14:10
Agabazar
Аксар Чунтупай:" Кун евĕр пăтратусене тума никам та ирĕк памĕ çав..." Кун евĕр пăтратусем тăтăшах пулса иртеççĕ. 1994-мĕш çулччен Чулхула облаçĕнчи Сокольски районĕ Иваново облаçĕнче шутланнă. постановлени кăларса çапла тунă. Чăваш Ене пĕчĕклетес тесен пиртен ыйтса тăмĕç.
Agabazar // 3708-5782
2013.02.24 14:23
Agabazar
Чăваш Республикин Анклав евĕрлĕ территорисем пур. Сăмахран, иВăрăмхăва. Вăт çавăн пеккисем тĕлĕшпе Тутарстан тÿре-шари сĕнÿпе тухнă, сĕнÿсене Шупашкара та ярса панă. КУ ЧĂН СĂМАХ. Çакăн пирки Ю.Михайлов журналист "Хыпарта" çырнă. Чылай пулать унтанпа.

Страницӑсем: [1], 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем