Тимер // 5574.4.5423
2012.03.15 14:57 | |
Чăваш чĕлхине хÿтĕлес ĕçре паянхи кун икĕ паттăр кĕрешет. Адвокат Пил Тымарлан тата журналист-правозащитник Илле Иванов. Прокуратара,суд тата ытти çĕрте 20 çул хушшинче питĕ нумай процесс ирттернĕ. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.03.16 12:26 | |
Кам паян чарать ыттисене чĕлхемĕре кашни утăмра хÿтĕлеме? Кам тата лавкасенче çăкăр чăвашла ыйтма вăтанмасть?Тÿрех курăр:хисеплеç патшалăх чĕлхине е çук?Çак ĕçе тума ни укçа ни офиис ни штат кирлĕ мар.Кăштах хамăра та хисеплемелле. | |
tittagrishi // 3737.03.5786
2012.03.17 06:57 | |
Чи кансĕрри, ачасене чăвашла калаçма вĕрентменни. Ашшĕ-амăшсем (çамрăккисем) хăйсем пĕлмеççĕ, ачисене вĕрентекен те çук.
Çак ĕçе патшалăхăн тăрăшса тумалла. Влаçсем Путина хсеплеççĕ, вăт Путин каланă наци программине тумалла вĕсен. Анчах та вĕсем урахла шутлаççĕ пулмалла. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.03.18 09:39 | |
Патшалăх тытăмĕнче пĕр çын та çук чăваш чĕлхине упраса хурас тесе çунаканни. Вĕсен ачисем калаçмаççĕ вăл чĕлхепе. Пустуй япала вĕсемшĕн ку тема. Вĕсене шансах вунă çулта икçĕр пине çухатрăмăр. | |
CHELBIR // 6779.5.4199
2012.03.21 11:30 | |
Çав пĕр шутлă идейла тĕлев тата пĕрлештерсе тăракн вăй çук Чăвашсен.Тата унсăр пуçне çав шутрах пĕр шухăшлăх çукки. | |
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:45 | |
Питĕ лайăх тема. Шутласан: Пĕр еньчень. Юлташлăх (пĕрлĕх) кирлĕ.Анчах мĕнле вăл тытăнса тăрать? Укçасăр? Ун валли, укçаллă спонсор текенни кирлĕ. Спонсор çук. Кам çав юлташлăха (пĕрлĕхе)тытăнса тăма укçа парать. Вăл та çук. | |
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:46 | |
Тепĕрь еньчень. Тимер те, tittagrishi тĕрĕс калаççĕ.Чăваш наци конгрессĕ мĕнь туса ларать? Мĕньшĕнь пулăшмасть.Мĕнле ĕç конгресс тăвать, эпир пĕльместпĕр. Телевизорпа вĕсем отчет памаççĕ. Уççа пăхăр чăваш наци конгресс сайтне. Конгресс составĕ - 9 çын.
Çак ĕçе патшалăхăн тăрăшса тумалла, хăйĕнь çине ильмелле. Патшалăхăн вăй та пур, укçа та пур, возможность та пысăккă. | |
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:47 | |
Например. Киль çемьи - вăл пĕчĕк патшалăх. Килĕньче, ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçмасан,кам чăвашла калаçать? Калаçаканни те çук. Киль çемьере ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçсан, ачисем те чăвашла калаçаççĕ.Вырăсла каласан: "Нет проблем". | |
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:48 | |
Чăваш обществинче те çавăн пекех: президент, наци конгресĕ, депутатсем, учительсем, воспитательсем, тата ыттисем те ашшĕ-амăшĕсем те чăвашла калаçсан,пурте чăвашла калаçаççĕ - ачисем те чăвашла калаçаççĕ.Каллех вырăсла каласан: "Проблема сама по себе отпадет". | |
Вадим // 9795.2.8947
2012.04.21 23:49 | |
Закон бумеранга. Пĕтĕм пирĕньтень килеть.Пирĕнь пуçсенчень. Мĕньле пирĕнь хуçасене(наших руководителей различного уровня заставить) калаçма тăван чăваш чĕльхипе, ку вара чăнах та питĕ пысăк ыйту. Кун çиньчень вара шухăшламалла. |