Владимир // 4935.5.6275
2012.04.06 23:58 | |
Эпĕ те чăваш, чуваш мар чĂваш. Чуваш вырăнне вара ыттисемшĕн Булгар. | |
Владимир // 4935.5.6275
2012.04.07 00:06 | |
Даль словарĕнче чуваш тени витлемелли сăмах вăл тесе çырнă пулсан, мĕн пире хамăршăн чăваш тенине хăварса, ытти халăхсемшĕн булгар пулма чăрмантарать. Е витлеммелли чуваш тенĕ ят лайăх ят тесен наукăпа психологине хирĕç пулнине ăнланаймăпăр-ши? Эпир ăнланман пек тусан та, пирĕн ачасем питĕ лайăх ăнланаççĕ ăна, çавăнпа нормальнăй çынсем чуваш тенинчен вăтанаççĕ-те. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.04.08 20:10 | |
Юхма "болгарист@.Анчах хăйне мăнаçлăн чăваш тет."чувши"вырăссен сăмахĕ хитре мар.Халăх майĕпен хăйех татса парĕ:мĕн тумалла.Хамăра хамăр пĕтерес марччĕ. ч | |
Павловский Николай Геогиевич // 3875.89.2289
2012.04.08 21:07 | |
"Чăваш", "пăлхар" тенисене хире-хирĕç тăратмасăрах ку ыйтăва майлаштарма пулать. Хамăр халăха "пăлхар- чăваш халăхĕ" теме тытăнмалла çеç. Çапла каласан пирĕн паянхи пурнăçпа авалхи истори ,нимĕнле пăтăрмахсăрах , сыпăнса каяççĕ. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.04.09 22:48 | |
Килĕшмелле. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.04.10 23:01 | |
Тĕрĕсрех каласан:"сăвар-пăлхар-чăваш"халăхĕ. | |
Алексей // 2360.57.9358
2012.04.17 18:05 | |
Эпир халăх пек сыхланса юлас тесен- пирĕн чи сахалли икĕ япала тумалла:
<br>1.Вырăс православи христианствăран сивĕнмелле. <br>2.Хамăр наци çынсен ячĕсене тавăрмалла. | |
Алексей // 2360.57.9358
2012.04.17 18:09 | |
Кам та ыйтсассăн мĕншĕн ун пек тумалла тесен-эпĕ ăнлантарса паратăп.
| |
Пуян // 1215.50.8375
2012.04.17 20:49 | |
Малтанлăха пирен икĕ ятпа çÿреме пуçламалла.Пĕр ят паспортри ,тепер ят чăвашла пултăр. Ĕлĕк чăвашсем çапла тунă.Çак йĕркене "модăна" кĕртес тесе ĕçлес пулать. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.04.17 22:23 | |
Ку сăваплă ĕçе Тымарлан Пил 20 çул каяллах пуçланă.Адер,Аксар,Микула нумайăн вĕсем.Мана та Тимер тесе кăна пĕлеççĕ пĕтĕм чăвашсем.Ачасене чăвшла ят хурасчĕ. |