Тимер // 5574.4.5423
2011.11.10 21:01 | |
Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем умĕнче пуç тайатăп. Анчах вĕрентнипе хÿтĕлени тата кашни утăмра кĕрешни хушшинче уйрăмлăх питĕ пысăк. Тата пур журналист Илле Иванов. | |
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.10 21:05 | |
Хулара чăвашла вĕрентекенĕн килĕнче ачисем тăван чĕлхепе калаçаççĕ пулсан ыранах пырса ун умĕнче пуç тайăп.Тата хамран парне парăп. | |
ВалерИк // 3999.38.3087
2011.11.11 15:17 | |
Эсир,тăвансем,хăвăр хушăрта çапла ЧĂВАШЛĂХА УПРАС тени лайăх ĕнте.Анчах та çак калаçу 20-30 çул каяллах пулсаччĕ... | |
Елена // 6353.1.4066
2011.11.11 19:43 | |
Ку калаçу 20-30 çул каялла кăна мар, 50-60 çул каялла та пулса иртнĕ. Ун чухне те чĕлхене упраса хăварасси пирки калаçнă. ПУР ВĔТ-ХА ЧĔЛХЕ, ПУР! ЭПИР ПУРĂНТПĂР! Апла пулсан калаçнин усси те пулатех. | |
Акулина // 2229.59.0679
2011.11.11 19:46 | |
Тимĕр! Эсĕ тата ялта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен ыйтса пăх-ха, ачисене атте-анне тесе калаттаракансем миçен-ши? | |
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.11 20:14 | |
Эпĕ хам ухмах пуçпа шутланă:ялта чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ачисем хăть атте-анне теççĕ тесе.Апла мар-и мĕн? Хăрушла намăс.Тутарсем мĕн тесе шутаç ĕнтĕ пирĕн пирки. | |
Васса // 1744.47.7810
2011.11.12 21:10 | |
Халь тутарсем хушшинче те папа-мама текенсем курăнкалаççĕ... | |
Акулина // 3762.09.3185
2011.11.13 10:33 | |
Эпир чăвашлăхшăн тăрăшатпăр текенсенчен нумайăшĕн ачи-пăчи, мăнукĕсем чăваш пулса çитĕнмеççĕ. Çавăнпа пирĕн чăваш халăхĕ вăйсăрланни ЮНЕСКО пĕлтермесĕрех паллă. Тимĕр, санăн вара?... | |
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.13 12:36 | |
Акулина,мĕншĕн эсĕ мана пĕр май кÿрентересшĕн? Манăн пĕчĕк хĕрĕм,паллах,атте-анне тата кукаçей-кукамай,кукки-мăнакки тесе чĕнет. | |
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.13 12:40 | |
Тутарсем хушшинче папа-мама çукпа пĕрех. Пулсан та ун пек тутар хисепре мар.Ун пек çын вĕсен трибуна çинчен мĕнле тутар чĕлхине упрас пирки палккама пултараймасть. |