Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх.

Аçтахар Плотников24.09.2011 20:4520325 хут пӑхнӑ
Паян тинех 2012 ҫулта кам президента ларасси паллӑ пулчӗ. Путин иккен. Ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулмарӗ, паллах — политикӑпа интересленекенсем кун пирки тахҫанах чухланӑ. Ара, хӑвӑрах пӑхӑр: Путин вӑхӑтӗнче нимле премьер ӗҫне те президентпа тан ҫутатман. Правительство ҫуртне куҫнӑ самант та питӗ кӑтартуллӑччӗ — вӑл унта патша пек вырнаҫрӗ. Ман шутпа президентлӑх ҫулне ӳстерни те Путиншӑнах, вӑл тепӗр вуникӗ ҫул лармалӑх.
Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх. Мӗншӗн? Ку пулӑм ман шутпа халӑха вӑратма лайӑхрах пулӑшӗ. Влаҫри ҫынсен юмах-халапне (патшалӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 30 пине ҫитесси пиркиех мӗне тӑрать!) итлесе киленекенсем тинех ман шутпа вӑранӗҫ — оппозици йышӗ пысӑкланӗ. Хальхи пек «ик айкки те тӑвайкки» тесе пурӑнакансем те шухӑшла пуҫлӗҫ — ӑҫталла кайни пирки, пуласлӑх пирки.
Чӑваш халӑхӗшӗн те вӑл лайӑх. Влаҫра пӗр ҫынсем тӑни вӑл аталанӑва самай чакарать — патшалӑх ыттисенчен юлма тытӑнать. Арканас туртӑм та ун пысӑкрах. Уйрӑмах пирӗнешкел «полици тытӑмлӑ патшалӑхра» (мӗн чухлӗ ытларах хӗсеҫҫӗ — ҫавӑн чухлӗ ытларах хирӗҫлес килет). Пирӗн ҫӑвар карса лармалла мар ҫеҫ — тӑван халӑх валли ҫул тупмалла, ӑна вӗҫертмелле мар.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2011.10.08 08:44
Аксар Чунтупай
Рузвельт чăн-чăн демократ пулнă. Путина вара демократ теме йывăртарах...
2011.10.11 08:09
Эсир тавлашни ним усси те çук. Çамрăксене шел.Суйлав та ячĕшĕн кăна, малтанах пурне те суйласа хунă.
Тайр // 5574.4.5423
2011.10.11 21:53
Питĕ шел.Çавăнпек суйлавсене пулах коммунистсем СССРа салатса ячĕç. Ку Единая россия кама салатса ярасшăн-ши?Нивушлĕ Америкăна?
Вол // 2124.13.5196
2011.10.13 18:24
Путин -и, Медведев -и, Сидоров-и. Пурпĕрех! Конституцие пăхăнчăр кăна. Кашни çынăн хăйне май аталанма май пултăр.
2011.10.13 19:02
Аксар Чунтупай
Ку суйлав Америке усă парать. Эпир хăвăртрах çĕрме пуçлатпăр та хăвăрт пĕтетпĕр...
Тайр // 5574.4.5423
2011.10.13 22:49
Камсем вĕсем эпир?
Атл // 3784.52.0854
2011.10.14 12:55
Лайх! Кам чваша çын вырăнне хунă? Савнр федоровшн!телей сунр!
Вол // 9720.1.8812
2011.10.15 13:55
Пуçра тăн пултăр, чĕрере хастарлăх, чунра туртăмлăх. Ку кăтартусемпе пурне те пур çĕртре те кирлĕ пулăн.Чăваш-и эсĕ, тутар-и, пурпĕрех.
Вол // 2630.56.5477
2011.10.18 08:22
Путин президента таврăнни тĕрĕсех пулать пулĕ. Унăн ĕçлеме ăсĕ те вăйĕ те нумайрах пулĕ. Ыттисем пурте е каялла, е айăккалла туртаççĕ. Эпĕ сурăх мар вĕт, хамăн ирĕкпе пурăнма тăрăшатăп, Путин самани мана кансĕрлемеççĕ.
2011.10.19 22:16
Аксар Чунтупай
Тайр
2011-10-13 22:49
Камсем вĕсем эпир?

Хурав: Чăвашсем!

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем