Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Туссем, юлташсем — кӗвӗҫер мар!

Аçтахар Плотников26.05.2011 11:114578 хут пӑхнӑ
Юлташсем, туссем! Мӗн эсир ним ҫукран кӗвӗҫмелли, вӑрҫмалли шыратӑр? Мана яланах пӗр япала тӗлӗнтерет — енчен те кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан пуҫлаҫҫӗ вара ыттисене те ҫав ҫынна хирӗҫ тӑратма. Апла майпа вӗсем хӑйсене вӑйлӑрах туяҫҫӗ-ши (ак кусем те ман майла пулччӑр — лешӗ вӗсене кӳрентернӗ-и, кӳрентермен-и — пӗлтерӗшлӗ мар)? Ӑнланма пултараймастӑп. Ҫавнашкал хӑтланӑшра хӑйсен йӑнӑшла ӗҫленине те ӑнланмаҫҫӗ.
Акӑ тӗслӗх — шкулта вӗреннӗ чухне пирӗн учительсен темиҫе ушкӑн пурччӗ. Пӗр-пӗринпе хирӗҫекен ушкӑнсем. Тем пайламан ӗнтӗ хӑйсем хушшинче ун чухне, вӑл пӗлтерӗшлӗ мар халь. Хӑйсен хирӗҫӗвне вӗсем ачасене хутшӑнтарасшӑн пулни мана питӗ килӗшместчӗ — уроксенче пуҫлатчӗҫ вара ытти учительсем пирки (хирӗҫле ушкӑнрисем пирки) элек сарма. Пире вӗсен хирӗҫӗвӗ тем тума кирлӗ ӗнтӗ, анчах ҫав учительсен шайне (те пире хӑйсене майлӑ тӑвас шухӑшпа) пирӗн умра та антарса лартма тӑрӑшатчӗҫ. Те ятарлӑ та туман пуль, те характерӗ вӗсен ҫавнашкал пулнӑ? //хальхи куҫпа, чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, пӑхсан хӑй учителӗсем (пур ушкӑнрисем те) — пӗрре те япӑх ҫынсем мар. Шкулшӑн кашни хӑй пултарнӑ таран тӑрӑшнӑ, вӑй хунӑ.
Пурнӑҫра ҫакнашкалли купипех тӗл пулни мана питӗ пӑшӑрхантарать. Ҫавӑн пек кӗвӗҫӳ, ман шутпа, ҫын этем шайне анса ларнине ҫеҫ пӗлтерет. Ҫынлӑха ҫухатас марччӗ.
Сана хӑвна кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, сана кам та пулин килӗшмест пулсан — юлташсем, туссем, тархасшӑн хӑварӑн кӳренӗве, хӑвӑрӑн хирӗҫӗве ыттисене ан хутшӑнтарӑр! Кӳрентерӳпе хирӗҫӳ унсӑр та нумай.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Васса // 3627.79.2189
2011.05.26 19:18
Тĕслĕхне учительсем çинче илсе кăтартмалла пулнă ĕнтĕ...
2011.05.26 19:24
Аçтахар Плотников
Эп ятарласа вăл тĕслĕхе илтĕм. Апла кĕвĕçни мĕне çити илсе пыма пултарассине лайăх кăтартать (вĕреннĕ çынсем-çке вĕсем! //тепĕр тесен профессор шайĕнчисем те вăл чирпе чирлекенсем пур...).
2011.05.27 21:42
Админ,каран-кам кĕвĕçмелле кунта,ăнланмастăп...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем