Аксар Чунтупай // 2314.67.7909
2011.04.25 17:49 | |
Чăваш чĕлхишĕн физика айăплă-и е .... физика вĕрентме пĕлменнишĕн каллех чăваш чĕлхи айăплă? Ăнланмастăп эп ку демагога. Хăш шкултан вăл? Кам пĕлет? | |
Александр // 2163.89.7553
2011.04.25 20:54 | |
Вăл демагог мар... Вырăс "шайĕнче" вăл тĕрес шухăшлать.... "Чăвашлатасси вăрçăра" эпир çĕнеймĕпĕр... Европăри çулпа каймасан - пирĕн физикăна чăвашла вĕрентмелле... Анчах ăçта интереслĕ кĕнекесем? Эпĕ хам ача валли пĕр эницлопеди чăвашла тупаймастăп.... Айта çырар интереслĕ кĕнекесем чăвашла: чĕлхисем, тĕнче уçлăх, çут-çанталăк, физика, хими çинчен...! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.04.25 21:23 | |
Ман шутпа тĕрĕс шухăшламасть вăл. Унашкаллисене вăхăтĕнче вырăна лартмасан (сан физикуна ачасем япăх вĕреннишĕн чăваш чĕлхин айăпĕ çук темелле) унашкал калаçусем йăлана кĕрсе кайĕç, норма пулса тăрĕç. Çавă хăрушă. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.04.25 21:23 | |
Кунта сăмах чăвашлатасси пымалла мар. Сăмах «апла калама юраманни» пирки пымалла. Ун кабинетне туртса илнишĕн чăваш чĕлхи мĕншĕн айăпа кĕнĕ-ха? Чĕлхи туртса илмен, директор хушнипе пулса иртнĕ ку ĕç. Вырăс чĕлхи кабинечĕ валли илнĕ пулсан тен вăл сăмах та хушмĕччĕ?
| |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.04.25 21:23 | |
Физикăна вĕренменни вара пачах урăххинче. Пурнăç çапла çаврăнса килнинче. Тĕппипе каласан вара — укçара. Ăна ялав шайне хăпартса лартнăран. :( | |
Айгиш // 2799.90.9661
2011.04.26 11:50 | |
От ЕГЭ во Франции отказались..Это ж анекдот:"Твой папа кто: а)негр б)европеец в)азиат...И ребёнок должен выбирать? Когда по статистике 10% отцов и не догадываются от кого на самом деле их деточки...Ребёнок должен знать что-то одно - верное. Всё от того, что ПРАВДЫ нет на этом белом свете. Пудрят мозги каждый в свою сторону: ах,дочь замужем за Ылтнханом...Или муженёк - Ылтнмурза.. | |
Аксар Чунтупай // 3895.20.0989
2011.05.04 13:45 | |
ЕГЭ айăплă мар кунта. Чăваш чĕлхине никам та хÿтĕлейменни тата хÿтĕлеме пултарайманни кунта тĕп шухăш. Намăс пире! |