Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Сӑвар парти

17.04.2011 17:4420599 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Сӑвар партине туса хурас шухӑш - вырӑнлӑ шухӑш. Мӗнпур Европӑри ҫӗршывсенче националистем (хайсен челхине тата культурине юратакансем) влаҫ патне ҫитне(Швеци,Австри,Германи,Итали,Бельги,Голланди,Франции.Финляндире "Партия истинных финнов" 20 % саса илсе 3-еш вырана тухре. Вырӑсла каласан Весем петем тенче уменче калана: мультикультурный подход - был ошибочный. Хамӑр халӑха тата культурӑна хӑварас тата аталантарас шухӑш - Чӑвашра та аталанса, вӑй илсе пырать. Чӑваш нации конгреcсӗ е Чӑваш халах партийӗнчен пиҫмесен - хамӑр тӑрӑшнипе ҫӗнӗ Сӑвар партийӗ, е Сӑвар движении ( наци юхӑмӗ) ҫӗнӗрен пуҫармалла. Ҫӗне Сӑвар юхӑмӗн арӗсен Конгресс путвалӗнче- Ҫӑлкуҫ хупахӗнче пуҫтарӑнмалла. Чӑн чӑваш ачи Тимер Ленин та малтанласа путвалсенчен пуҫланӑ. Пире Сӑварсене Чаваш нации конгрессӗн керменне куҫсан - начар пулмӗ. Сӑвар юхӑмӗн штабе унта пултӑр. Конгрессран эрехпе иртӗхекен, кут-пуҫпа алхасакан артиссене, минкультурӑн тата ФСБ ҫамрӑк шӑпанисене кӑларса пемелле... Унсӑрӑн - мӗнле мӗскӗн пулнӑ чӑваш халӑхӗ, ҫаплипех юлать
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пуян // 4428.2.4304
2011.04.18 18:05
Саккун пире парти туса хума чарать.Общественное движение,е тата общественный фонд туса хума чару çук.
Атнер // 8568.8.6851
2011.04.19 00:03
"СУВАР"фонд хăйĕн ĕçне туса пырать. Парти туса хурасси пирки,паллах,шутламан. Политикăна кĕме шутлман. Пĕтĕмпех саккуна пăхăнса ĕçлемелле. Кĕçех суйлавсем пулаççĕ. Унта мĕнле майпа хутшăнмаллине пĕрле пухăнса татса парăпăр. Конгрес пирки пурте пĕлеççĕ. Вăл халăхăн мар. Темле ăнланмалла мар ушкăн ĕçленĕ пек кăтартасшăн. Çавăнпа сумĕ çук вĕсен кунта та регионсенече те.
2011.04.20 21:05
Атнер. Парти е обществолла юхăм ,саккун тăрăх регистрацилемесĕр,политикăна кĕме çук. Влаçра, Патшалăх канашлăвĕнче пĕр шухăшлă çынсем пулмалла. Политикăна кĕме тиветех.
2011.04.21 06:10
Мĕн тумаллине пурте пĕлеççе, ĕç тума хăçан тытăнаттăр вара?
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.21 21:32
Пăлхарта пысăк конференцие хутшăнма чĕнчĕç.Унта кайма хатĕрленетпĕр.Тепĕр ернере вара суварсене мăнкун уявне тума пухатпăр. Яланхи пекех эрехсĕр.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.22 21:29
"СУВАР" фонд кĕнекесем,календарь,кĕмĕлтен тата ылтăнран тунă хĕвел паллисене кăларчĕ. Хусанта,Чĕмпĕрте,Пушкăртра конференцисене хутшăнчĕ. Шкулсенче тĕлпулусенче хутшăнатпăр.
Елена // 2666.09.2156
2011.04.23 16:53
Тавах, Тимер! Эпĕ илтнĕ тăрăх, пирĕн шкул ачисем сирĕнпе тĕл пулнă хыççăн «ЭПИР – CĂВАР-ЧĂВАШСЕМ – ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!» тенине илтнĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.26 10:47
Парти паллах кирлĕ. Паянхи кун чăваш наци юхăмĕнчен район шайĕнче те депутат е чиновник çук. Парти Мускав шайĕнче кăна тума пулать. Халлĕхе пирĕн "СУВАР"фонд анлă ĕçлесе пырать. Тĕрлĕ шайри çынсем питĕ активлă хутшăнаççĕ.
Айпи // 2799.90.9661
2011.04.26 12:37
Даже не кони вы, а савраски - не татар ульяновских запрягают, а вас, даже в революции использовали чуваша Ленина.Известно же:"Рыба гниёт с головы..
Саня матки Валерикки // 7891.9.4797
2011.04.27 18:45
Сире, паллах,"суварсене" политикăра пит кĕтсе тăраççĕ та ха.Вăт çавăнта эсир пырсан пурте улшăнса каять.Чăвашсшăн тăрăшакансене укçа парĕç,ЭСИР халăхшăн тăрăшакенсем,тейĕç.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем