Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Сӑвар парти

17.04.2011 17:4420594 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Сӑвар партине туса хурас шухӑш - вырӑнлӑ шухӑш. Мӗнпур Европӑри ҫӗршывсенче националистем (хайсен челхине тата культурине юратакансем) влаҫ патне ҫитне(Швеци,Австри,Германи,Итали,Бельги,Голланди,Франции.Финляндире "Партия истинных финнов" 20 % саса илсе 3-еш вырана тухре. Вырӑсла каласан Весем петем тенче уменче калана: мультикультурный подход - был ошибочный. Хамӑр халӑха тата культурӑна хӑварас тата аталантарас шухӑш - Чӑвашра та аталанса, вӑй илсе пырать. Чӑваш нации конгреcсӗ е Чӑваш халах партийӗнчен пиҫмесен - хамӑр тӑрӑшнипе ҫӗнӗ Сӑвар партийӗ, е Сӑвар движении ( наци юхӑмӗ) ҫӗнӗрен пуҫармалла. Ҫӗне Сӑвар юхӑмӗн арӗсен Конгресс путвалӗнче- Ҫӑлкуҫ хупахӗнче пуҫтарӑнмалла. Чӑн чӑваш ачи Тимер Ленин та малтанласа путвалсенчен пуҫланӑ. Пире Сӑварсене Чаваш нации конгрессӗн керменне куҫсан - начар пулмӗ. Сӑвар юхӑмӗн штабе унта пултӑр. Конгрессран эрехпе иртӗхекен, кут-пуҫпа алхасакан артиссене, минкультурӑн тата ФСБ ҫамрӑк шӑпанисене кӑларса пемелле... Унсӑрӑн - мӗнле мӗскӗн пулнӑ чӑваш халӑхӗ, ҫаплипех юлать
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Пуян // 9103.5.9559
2011.04.27 22:41
Халăхăн тĕрлĕрен ушкăнсене пухăнса хăйне кирлине пуçлăхсенчен ыйтма вĕренмелле.Пĕччен нимех те тăваяс çук.Пĕрлĕхре вăй.
2011.04.27 23:25
Сăварсем кĕнекесене хăйсен укçипех ярса пачĕç,тавах вĕсене,Политикăна кĕрсен Патшалăх шайĕпе кĕнекисене кăларĕç,укçине те уйăрса парĕç, кирлĕ çĕре.Кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ,вăхăчĕсене,укçисене шеллемесĕр.Сан пеккисем вара,Валерикки, тăраççĕ пăхса ним уссăр. Шутласчĕ мĕнпе пулăшма пултарасса,чăвашах пуль...
Владимир // 3025.2.4117
2011.04.28 01:54
"Невозможно не то что возродить, а просто сохранить народ если нет великого прошлого". Ку сăмахсене эпĕ шутласа кăларман, ăна пурте пĕлеççĕ. Сăвар пăлхар тенинчен нивушлĕ мăнаçлăрах. Мана та сăвар тени япăх мар, анчах та чăннипе сăвар çулĕ пăлхарсăр йăнăш çул пек туйăнать.
Айпи // 9683.3.1806
2011.04.28 03:16
Сăвара çăвара ярса парĕç ярса панă пек çăвăра..
Сăвар, çăвар - çăва вăл çава мар.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.28 23:47
"СУВАР"фонд паян Хусана кайса килчĕ. Тутарстанри пур районĕсенчен пухнă чăваш ачисене отличниксене чысланă çĕре хутшăнтăмăр. АКБАРС керменĕнче халăх питĕ нумай пухăннă. Пирпе пĕрле СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев пулчĕç.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.28 23:59
Тутарстанри автономин ертÿçине Константин Яковлева тата тутар халăхĕн поэтне Ренат Хариса Константин Иванова халаласа ятарласа 1991çулта кăларнă тенкĕ парнелерĕмĕр. Шкул ачисене кĕнекесем салатрăмăр.Тĕлĕнмелле:пĕр çын та СУВАР пирки хирĕç каламарĕ. Пурте тенĕ пекех килĕшеçĕ пирĕн шухăшпа.
Пер херарам // 2206.15.9457
2011.04.29 20:13
Эп те пултăм унта.Эсир унта хăвăра пит агрессивлă тытмарăр,пире хăвăр партие йыхăрмарăр,чăваш пулнишĕн вăтанатăп тесе çухăрмарăр.Мĕншĕн пирĕн сувар пирки хирĕç каламаллаччĕ-ха, эпир тахçан сувар пулнине эпир санран малтан пĕлнĕ, пирĕн республикăра "Сувар" ятлă хаçат 1993 çултанпа тухать.Кĕнекине те 5-6 çынна кăна панине куртăм.
Атл // 4058.47.6195
2011.04.29 22:11
Тутарсене сăвар терĕр-и?
Пуян // 2542.54.6540
2011.04.29 22:24
Суварсем те пăлхарсем те чăваш халăхĕн аслашшĕсем.Сăвар-пăлхарсем тесен тĕрĕсрех пулать."Сувар"фонд нумай аван ĕç тăвать."Булгар"фондпа пĕрле ĕçлесен пурне те усă пулмалла.
2011.04.30 10:16
"Булгар" фонда кам ертсе пырать? Пуян тĕрĕс калать,пĕрле ĕçлемелле.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем