Аксар Чунтупай // 4102.96.2872
2011.02.10 18:43 | |
Çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн чăваш литературине те суйласа илсе кăна вĕренмелле пулать... Апла пулсан - пĕтрĕ пирĕн чăваш литератури... Çÿп-çап кăна пулĕ вăл... Макулатура... | |
Victor // 3031.88.3903
2011.02.10 23:11 | |
вăйпа тата шкулта кăна вуламалли литература паллах макулатура кăна - çырнă сăмахăн витĕмлĕхĕпе пĕлтерĕшĕ унтан пачах килес çук. анчах пирĕн пек пĕчĕк те хĕсĕк халăхăн хăйĕн сăнне е ытларах политикăлла ятне çирĕплетсе упрамашкăн этем пуçне тăванла арпа чыхни усăллах. | |
Аçтахар Плотников // 1182.36.5208
2011.02.11 13:04 | |
Тĕрĕссипе вĕсен пачах урăхла реформа тумалла. Ачасен вĕренес кăмăл çук — çавăнпа вĕренмеççĕ те. Вĕренес туртăма тумалла — вара 14 кăна мар, 20 предмет та ним мар вĕренĕç. Шăп та çав вăхăтра, шкул çулĕсенче ăса хывни лайăх упранать, юлать. Шкулта вĕренейменнине кайран пуçа хураймăн. Вĕренме пулать те, анчах йывăртарах.
Пĕлместĕп, анчах та ман шутпа халĕ ачасене хисте-хисте вĕрентме тивет. Телекуравпа курни, пурнăçри пулăмсем ачасен пуçĕсенче ытларах пуяс шухăш, пурнăçа канлĕн, тар тăкмасăр пурăнса ирттересси тĕвĕленет. Вĕренме те вĕсем укçаллăрах енсене суйлама тăрăшаççĕ. Ку ман шутпа питĕ япăх — вăл ачан вĕренес туртăмне питĕ вăйлă пусарать. Ача вăл, ăнлантарса памасан, çăмăл çулпа кайма юратать. Тата ман шутпа, çĕнĕ системăна хута ярсан, вĕрентекенĕн пушшех те çывăрма пăрахма тивĕ. Халĕ те вĕсене хут айне тунă, малашне тата ун çумне хăйĕн предметне пропагандăласси, ун кирлĕлĕхне ачасене ăнлантарса парасси хутшăнĕ. Пасар кустăрми вĕсен ĕçне те пырса кĕрĕ (халь ав, çыравçăн кĕнеке те çырмалла, ăна хăйĕнех сутмалла та!). Çапла вара вĕрентес вырăнне ун хăйĕн ĕçĕнче кирлĕ мар функцисене тума тивĕ. |