Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2011.02.11 00:30 | |
Сăвăн ытти йĕркисемпе паллашма пулать-и? :) | |
Телейпи // 2370.90.7107
2011.02.19 00:15 | |
Мĕншĕн ыттисен хутшăнса çак сăвва малалла тăсас мар?
Ăçта-ши эсĕ, манăн телейĕм? Е çук-ши манăн телейĕм? | |
Зоя Васильевна // 2343.00.5100
2011.02.19 17:13 | |
"Телей тени...
Телей тени мĕскер тени пулать? Ăна кашни хăй чайлă ăнланать. Пĕриншĕн пултăр пÿрт тулли тупра, Тепри телей курать юратура. Пĕри хăй ырлăхне курать тĕпе, Тепри телейлĕ çын телейĕпе. Телей куратăп эпĕ çынсенче, Пĕрне-пĕри савса пулăшнинче, Ачан йăл куллинче, ун уттинче... Телейĕм манăн -тăнăç çут тĕнче. Телей тени мĕскер тени пулать? Ăна кашни хăй чайлă ăнланать. Анчах та санăн телейÿ кайран Çынна хур ан кăтарттăр нихăçан."- тет А.Смолин. Мĕнле ырă сăмахсем, тарăн шухăш-уйрăмах юлашки 2 йĕркере. Шел, хăйсен телейĕшĕн пĕрисем тем тума та хатĕр... | |
Амăшĕ // 8364.7.3713
2011.03.10 20:07 | |
Телее кашниех тĕрлĕрен ăнланать. Манăн аслă хĕрĕм поэзипе туслă. Сăввисем аванах пулса тухаççĕ тата хăйĕн: "Тăван Атăлта" та темиçе хутчен пичетленчĕ, аслăрах поэтсем те асăрхарĕç ăна, шанăç паракан сăвăç тесе хакларĕç. Мĕншĕн çыратăп-ха кăна? Нумаях пулмасть хĕрĕм çапла каларĕ: "Анне, парнеле-ха мана Ашмаринăн 17 томлă словарьне". Унăн чăваш чĕлхинчи кашни сăмаха шĕкĕлчесе тухас килет. Студент чухнех çак шухăш пурччĕ унăн. Халĕ икĕ ачаллă амăшĕ пулса тăчĕ пулсан та - çак шухăша пăрахăçламасть-ха вăл. Мана ку питĕ савăнтарать. Ялта пурăнатăп. Çавăнпа, хисеплĕ чăвашсем, сирĕнтен пулăшу ыйтатăп: ăçта сутаççĕ-ши çак хаклăран та хаклă словаре, унăн хакĕ çук пулсан та - мĕн чухлĕ нухрат хатĕрлемелле-ши уншăн?
Телей тени, тен, çакăнта манăн хĕрĕмшĕн... | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.03.10 23:16 | |
Ашмаринăн 17 томлă словарьне чылай кĕнеке лавккинче сутаççĕ. Хакĕ 500 тенкĕрен те йӳнĕрех! Йăтса килме çеç йывăр... Анчах вăл словаре йăтнă чухне йывăрăшĕ пирки пачах манатăн — мĕнле пуянлăх-çке вăл пирĕн чăвашсен! | |
Саня матки Валерикки // 7946.9.9807
2011.03.14 16:48 | |
Ăçта-ши эсĕ ман телейĕм?
Çухалтан эс, таçта çÿрен... "Кил ман пата,кил!",-эп тейейрĕм Халтан кайса.Вăй пĕтнĕрен... |