Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!


Кушак

  06.02.2006 23:25 | 4711 хут пӑхнӑ
Шупашкарта пулнӑ чухне кушака ӳкертӗм. Питӗ те интереслӗ ӳкрӗ вара сӑнӳкерчӗк ҫине Кушак
 

Сивӗ...

  06.02.2006 12:44 | 3515 хут пӑхнӑ
Эх. Урӑх кун пек сивӗ ҫанталӑкра Шупашкара каймӑп. Пӗтӗмпех шӑнса кайрӑм! Тата чирлесе те каймалла пулчӗ.
Юрӗ-ха библиотекӑна кӗрсе тупас тенӗ матералсене тупрӑм. Халӗ манӑн фотоаппарат ӑшӗнче Муркаш, Патӑръел, Елчӗк районӗсен энциклопедиӗ выртать. Шель пулин те пур кӗнеки те вырӑсла тухнӑ. Эпӗ ҫапла пулассине шансаччӗ ҫав... Мӗншӗн чӑвашла кӑлармаҫҫӗ-ха? Мӗн, чӑвашлине сахал илеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ-шим?

Халӗ чӑн малта ӑшӑнмалла :)
 

Лайӑх тӗлӗк

  02.02.2006 12:16 | 3403 хут пӑхнӑ
Эх! Ӗнер эпӗ мӗнле лайӑх тӗлӗк куртӑм! Ҫавӑн пек тӗлӗксем сайра хутра ҫеҫ курӑнни питӗ япӑх!
 

Фотосессия в Новый 2006 Год. Часть 1

  23.01.2006 23:57 | 3964 хут пӑхнӑ
Я уже писал, что в Новый Год съездил в Чебоксары и пофотографировал там. Ниже можете посмотреть те фотографии, что более-менее удались. Не удались несколько фотографий в темноте, и, о чем очень сожалею, фотографии снежинок. Погода была пасмурная и поэтому большинство фоток получились смазанными. Те, которые не смазались — там смотреть нечего :( — подложку для снежинок я выбрал плохую.

Чувашский драмтеатр (фото плохое, чуть смазанное :( )
Елка у кинотеатра "Мир Люксор"
Огни Московского моста.

Малалла...

 

Пирӗшти

  19.01.2006 22:15 | 2984 хут пӑхнӑ
Кашнин хӑйӗн пирӗшти (ангел) пур теҫҫӗ. Эпӗ паян вара хамӑн пирӗштине тав тӑвасшӑн. Вал пулман пулсан паян мана питӗ йывӑр пулӗччӗ. Йӑнӑша хӑвӑрт тӳрлетме пулӑшрӗ.
Пирӗштисем ҫук тенине ӗненместӗп эпӗ. Вӗсем ҫук пулсан паян эпӗ ҫав архива тумӑттӑм, тахҫанах пулса иртнӗ вӑхӑтра электричество ҫине лекӗттӗм. Анчах та мана сыхлатех пулӗ вӑл. Тав ӑна.
 

Сивӗ...

  16.01.2006 14:47 | 3035 хут пӑхнӑ
Эх, килте ларнӑ чухне мӗнле ӑшӑ-ҫке. Ӗҫе кайма тухрӑм-та... чутех шӑнса ларатӑмччӗ! Ҫилӗ тата!
Ҫилӗ ҫук пулсанах лайӑхах, сивех мар, чӑтма пулать.
 

Как мы сервер собирали

  16.01.2006 12:57 | 6219 хут пӑхнӑ
Итак, о том как мы собирали сервер. Мне хотелось AMD сервер. Но первая проблема при этом выборе в том, что для этой платформы на российском рынке очень сложно найти что-то дешевое 1U-го размера. Большинство — это серверные платформы для Opterona, и к тому же большинство из которых — двухпроцессорные системы. Когда сами платформы (материнская плата+корпус) начинаются с 1100 долларов, о том, чтобы собрать сервер на них никакой речи не было. Это мы оставляли как самый последний выход.
Стоит заметить, что решения на Intel гораздо доступнее и к тому же дешевле.

Малалла...

 

Хыпарсен архивӗ

  14.01.2006 20:59 | 3450 хут пӑхнӑ
Хыпарсен архивӗн кодне тӳрлетсе ҫырса пӗтертӗм. Эх... темскер ҫав вӑхӑтра ҫырса пӗтерейместӗп. Ҫырмалли те унта нумаях юлман-ҫке-ха, страницӑсен списокне кӑтартакан кода анчах кӗртсе лартмалаччӗ... Халӗ ҫырса пӗтертӗм.
Пӗрре тытӑннӑ тыттӑнӑскер Хыпарсен валли иконкӑсене те ӳкрермелле пулӗ.
 

Ҫӗнӗ ҫулхи Шупашкар

  09.01.2006 17:43 | 3458 хут пӑхнӑ
Эх... Шупашкарта мӗн те пулин ӳкерес тесе тухрӑм та... пӑшарханса ӳкрӗм. Енчен те малтан Ҫӗнӗ Ҫул валли хулара темиҫе юр скульптури туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара вӗсем питӗ сахал. Аран-аран "Мега-молл" патӗнчи перекрестокра пӗр пӑртан тунӑ скульптурӑна шыраса тупрӑм. Тата залив патӗнчи хӗрлӗ площадьре каток патӗнчи чӑрӑш ҫывӑхӗнчи пӑртан тунӑ пӗчӗк (чӗре евӗрлӗскерне) скульптурӑна асӑнма пулать. Урӑх ҫук. Ҫӗнӗ Лапсарта та, малтан темиҫе юр кӗлетки туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара пӗрре-иккӗ кӑна туса лартнӑ. :(
Эх... нимӗн те ӳкермелли пулмарӗ тесен те юрать.

Малалла...

 

Зачем нужна история?

  16.12.2005 11:32 | 3779 хут пӑхнӑ
Зачем нужно копошиться в Истории? Как правильно подметил edem, что будет если чуваши окажутся (доказано) наследниками ВБ? Думаю, что просто народ находится в смятении, не знает куда двигаться, и нужен некий толчок, чтобы отолкнуться и пойти вперед. И платформа нужна хорошая, мощная. Вот и пытаются выбрать в качестве платформы ВБ. Как и татары.
Если бы народ не находился в смятении, то никакая платформа не нужна. Не нужно ни откуда оталкиваться. Все воспринимается как должное, как само-собой разумеещеся.
ЗЫ: Интересно, неужели платформа ВБ такая маленькая, что места для отталкивания для чуваш и татар вместе там не хватит?

Малалла...

 

Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси. 3 пайӗ

  11.12.2005 21:46 | 4020 хут пӑхнӑ

Чӑваш ҫыравҫисем

  11.12.2005 20:47 | 3587 хут пӑхнӑ
Акӑ ӗнтӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекери А саспалли ҫине пуҫланакан ҫыравҫӑсене Википедине кертсе пӗтертӗм. Ку пурӗ 46 сӑвӑҫ, ҫыравҫӗ, прозаик, драматург, литература критикӗсем.
Б саспалли ҫине пурӗ 11 анчах... :)

Халӗ "Лапсар—Йӑршу—2005" фотосессиӗнчи сӑнӳкерчӗксен тепӗр ушкӑнне кӑларса хурас ӗҫе пикенес.
 

"Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси.

  28.11.2005 14:00 | 3589 хут пӑхнӑ

Литературный мир Чувашии

  23.11.2005 13:23 | 3799 хут пӑхнӑ
Халӗ ҫак кӗнекере Петӗр Хусанкай ҫинчен ҫырнине Википеди валли чӑвашла куҫаратӑп.
"Им издано более 50 книг, в том числе 15 на русском языке" - ҫырни килӗшмерӗ. Вырӑс чӗлхин калӑпӑшӗ темӗн чухлӗ пысӑкрах тесе каланиех вуланать. :(
Петӗр Ялкир кӗнекен авторӗ...
 

Википедири ӗҫсем ҫинчен

  11.11.2005 10:00 | 3606 хут пӑхнӑ
Ээх. Вырӑссем хыҫҫан хӑваласа ҫитеймӗн пуль. Вырӑссем кашни 10 ҫӗнӗ статья ҫырни валли это 1 статья ҫырасшӑнччӗ. Анчах та халӗ вырӑс википедиӗ 100 статьяран ытларах нумайланать. :( Уявсем хушшинче ҫырман чухне ку графикран юлса пынине эпӗ 3 кун ӗнтӗ хӑвалатӑп — хӑваласа ҫитейместӗп. Ҫаплипех 20 статья патнелле ҫырмалли юлать :(
 

Шыв тасалӑхӗ

  24.10.2005 21:47 | 3834 хут пӑхнӑ
Ак халӗ Чулхулара пурӑнса кранран юхакан шыва ӗҫме те хӑрамалла пулса тӑчӗ. Вӗретсе ӗҫмелле.
Астӑватӑп, пӗчӗк чух, эпир ҫырмасем тӑрӑх чупа-чупа шыв таса марлӑххи ҫине пӑхса та тӑман. Тӑрӑ пулсан ӗҫнӗ. Тӑрӑ мар пулсан шыв юххинчен ҫӳлӗрех такан шыва пӑтратнӑ тесе шутланнӑ. Кӑштах кӗтсен шыв тӑрӑлатчӗ те ӑна ӗҫме пулатчӗ. Хайхи Попойра килнӗ чухне те тӑрӑ шыв юхнине курсан чӑтаймарӑм — ӗҫсе тӑрантӑм. Ачалӑх ун чухне еса килчӗ...
 
Страницӑсем: 1, ... 37, 38, 39, 40, 41, [42]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.09.2019 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирĕн хăть те кама критиклес, сăмахпа кÿрентерес килĕ. Хăвăра алăра тытăр! Туспа калаçни, паркра пĕччен уçăлса çÿрени кăмăла лăплантарма пулăшĕç. Çăлтăрсем пĕлтерĕшлĕ документсене алă пусма сĕнмеççĕ.

Авӑн, 23

1996
23
Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org