Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

Шыва кӗмелли сезон вӗҫленнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ кӑҫалхи ҫулла мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

Ҫулла ҫӑлавҫӑсем шыв объекчӗсене 43 хутчен ҫитнӗ. Вӗсем шывра шар курнӑ 46 ҫынран 24-шне ҫӑлнӑ. Шел те, 27-шӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӑваттӑшӗ ача пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑна мар, чӗрчунсене те ҫӑлнӑ. Тӗслӗхрен, коллектора кӗрсе ӳкнӗ кӑвакал чӗпписене, джакузи ваннӑйӗнче хӗсӗнсе ларнӑ кушак аҫине пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81399
 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Талӑксерен 400 ытла ҫын инфекциленет. Ҫапла темиҫе кун ӗнтӗ: 407, 431, 404, 426... Юлашки талӑкра 417 ҫын чирленӗ.

Иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 21 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 299 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем нумай пулсан та пульницӑра сипленекен сахал, чылайӑшӗ чире килтех чӑтса ирттерет. Иртнӗ эрнере 2721 ҫын инфекциленнӗ пулсан вӗсенчен 239-шӗ пульницӑна лекнӗ, 2 ҫын вилнӗ.

 

Политика

Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енре сасӑлав пуҫланнӑ. Ку - срокран маларах иртекенни. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать. Канмалли кунсенче - участок йӗркеленӗ графикпа килӗшӳллӗн.

Авӑнӑн 11-мӗшӗнче 19 муниципалитет округӗнче сасӑлав иртӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски муниципалитет округӗнче суйласа ҫитермелли пур.

 

Чӑвашлӑх
Наталья Захарова-Кульева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Наталья Захарова-Кульева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗ «Анне эрешӗсем» чӑваш тӗррин шкулӗн пӗрремӗш онлайн-занятине иртнӗ эрнере ирттернӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче йӗркеленӗ.

Тӳре эфирта Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ, Н.В. Никольский ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ, чӑваш тӗррине халалланӑ чылай кӗнеке авторӗ Наталья Захарова-Кульева калаҫнӑ.

Ҫитес заняти паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 13 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш тӗррин тӗсӗ тата эрешӗсем мӗн пӗлтерни ҫинчен Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Татьяна Петрова каласа кӑтартӗ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарти кӳлмекре ҫурма марафон иртнӗ. Кунашкалли пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку ӑмӑртӑва виҫӗмҫулах ирттерме палӑртнӑ, анчах кӑшӑлвирус сарӑлнине пула май килмен.

Ҫурма марафона ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, вӑл 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ дистанцие парӑнтарнӑ. Ҫурма марафона пӗтӗмпе 650 ҫын чупнӑ.

Олег Николаев ҫакнашкал ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче кашни ҫулах иртессине, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчике халаллассине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81394
 

Республикӑра
atributic.ru сайтри сӑн
atributic.ru сайтри сӑн

Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Егоровсен ҫемйинче 10-мӗш ача ҫуралнӑ. Апла вӗсем «Амӑшӗ героиня» ята илме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: ҫак ята РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫирӗплетнӗ. Ҫак ята парсан ҫемьене 1 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 10 е ытларах ачана воспитани паракан вунӑ ҫемье пулнӑ. Халӗ ав Вӑрмар районӗнчи Егоровсем те ҫав йыша кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81396
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки ӗҫлеме пуҫлассине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ярмӑрккӑсем республикӑри тепӗр виҫӗ хулара ӗҫлӗҫ: Улатӑрта, Канашра тата Ҫӗнӗ Шупашкарта.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 2-мӗш, 64-мӗш тата 10-мӗш ҫуртсем, Женя Крутова урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ярмӑрккӑ ӗҫлӗ. Улатӑрта Стрелка микрорайонта, К.Иванов, Комаров урамӗсенче ял хуҫалӑх продукцине туянма май пур. Канашра хула ярмӑрккинче пахча-ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗрехпе сутӗҫ.

 

Республикӑра
jur24pro.ru сайтри сӑн
jur24pro.ru сайтри сӑн

Шупашкар районӗнчи 31 ҫулти арҫын нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Вӑл каллех тӗрмене ларнӑ.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын утӑ уйӑхӗнче кафе умӗнче ҫывӑракан арҫынна курнӑ. Хайхискер ун патне пырса телефонне, банк карттине вӑрланӑ та лавккана кайнӑ. Унта эрех-сӑра, пирус, апат-ҫимӗҫ туяннӑ, таксишӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл 6 пин ытла тенкӗ тӑкакланӑ.

Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ. Судья ӑна йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен вӑл тӗрмере харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленишӗн ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81385
 

Республикӑра
chistopol.tatarstan.ru сайтри сӑн
chistopol.tatarstan.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре электроэнерги хакне чакарасси пирки шутлаҫҫӗ. Мӗнле майпа? Уйӑрса паракан генерацисем тӑвасшӑн. Тӗслӗхрен, пилӗк энергоцентр хута ярсан электроэнерги тарифӗ 4,8 тенкӗрен чакма пултарать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра пӗр киловатт энергишӗн 5 тенкӗ ытларах тӳлемелле. Ку Атӑлҫи федераци округӗнче списокра хыҫалтан иккӗмӗш.

Пӗрремӗш энергоцентра Ҫӗнӗ Шупашкарта 2023 ҫулта тума палӑртнӑ. Тепӗр тӑваттӑшне 2024-2025 ҫулсенче хута ярӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81373
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫитес ҫула мӗне халаллассине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва Наци музейӗнче ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗн председателӗ Алексей Мурыгин 2023 ҫула Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халаллама сӗннӗ. Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева кунпа килӗшсе ку шухӑша ырланӑ. ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн председателӗ Наталия Партасова телейлӗ ачалӑх теми Раҫҫейре Ачалӑх вунӑҫуллахӗпе /2018-2027 ҫулсем/ килӗшсе тӑрассине каланӑ.

Ҫитес ҫул Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ-и е ҫук-и — юлашкинчен ҫакна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев татса парӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 500, 501, 502, 503, 504, 505, 506, 507, 508, 509, [510], 511, 512, 513, 514, 515, 516, 517, 518, 519, 520, ... 3636
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 24

1887
137
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
58
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...