Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш хулинче IT-теплица уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Капла пуҫарӑва Канашри IT-куб сӗннӗ.

Вӗренӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе Дмитрий Краснов вице-премьер тата цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина паллашнӑ.

Цифра вӗрентӗвӗн центрӗ Канашра 2019 ҫулта уҫӑлнӑ.

Унта Python программӑпа программӑлама, VR тата AR-приложенисем йӗркелеме, системӑна администрацилеме, цифра гигиенине вӗренеҫҫӗ.

IT-кубӑн партнерӗсем — Яндекс, Samsung корпорацисем, Касперский лабораторийӗ, 1С, Шупашкарти «Экра».

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пушарта Пӑрачкав районӗнче пушар тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» Кудеиха ялӗнчи Хӗрлӗ лапам урамра ҫурҫӗр тӗлӗнче, 23 сехет те 44 минутра, алхасма тытӑннӑ.

Пушар уйрӑм ҫыннӑн ҫуртне шар кӑтартнӑ. Пурӑнмалли пӳрт, хуралтӑсем ҫунса кайнӑ.

Пушарта 1982 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Унӑн тӑванӗ — хӗрарӑм — шар курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӳкеҫре кӑнттам пӗр водитель хӑйӗнпе йӑваш пулма ыйтнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Дастер» автомобиль рульне тытса пыракан арҫын район центрӗнче вырнаҫнӑ «Айсберг» суту-илӳ центрӗ патӗнчи парковкӑран машинӑна хыҫалалла чакарса тухнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл чутах тепӗр машинӑпа ҫапӑнман. Унтан вӑл ҫав машинӑна хӑваласа ҫитнӗ те унпа ятлаҫма тытӑннӑ.

«Эсир метеор пек иртсе кайрӑр. Мана ирттерсе яма йывӑр-им? Ҫынна ҫул памалла мар-им? Кӑмӑллӑ пул, ирттерсе яр! Авари пулсан мӗн пулатчӗ!» — айӑпсӑр водителе айӑпласа пӗтернӗ водитель.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна Ветерансен госпиталӗнче койкӑсен йышне пысӑклатнӑччӗ. Унта кӑшӑлвируспа чирлекенсем сипленетчӗҫ. Нумаях пулмасть вара пульница ахаль чухнехи пекех ӗҫлеме пуҫланӑ – пацентсене йышӑнаҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗччен унта 140 койка пулнӑ. Кайран тепӗр 30 койка хушнӑ. Ун чухне Кардиодиспансерӑн хирурги корпусӗ ахаль режима таврӑннӑ пулнӑ.

Сӑмах май, Ветерансен госпиталӗ ковид-стационар пек 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Тӗп тухтӑр Владимир Осипов каланӑ тӑрӑх, халӗ чылайӑшӗ кӑшӑлвируса ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттерет, нумайӑшӗ килтех сипленет.

 

Хулара
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Паян Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта, аслӑ шкулта, техникум-колледжра савӑнӑҫлӑ линейка вӑхӑтӗнче эвакуаци пулнӑ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе килнӗ анонимлӑ хыпара пула.

Тӗслӗхрен, Лебедев урамӗнчи 59-мӗш шкулта вӗренекенсем тата педагогсем чечек ҫыххисене йӑтса картиш тулашӗнче тӑнӑ.

«На связи» форумра комментари ҫыракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, 39-мӗш шкулта, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тӗп корпусӗнче эвакуаци пулнӑ.

 

Культура

2023 ҫулта Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртесси паллӑ. ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пуснӑ.

Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул вӑл 16-мӗш хут иртӗ.

Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулнӑ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян - Пӗлӳ кунӗ, ачасемпе вӗрентекенсен уявӗ. Анчах республикӑра педагогсем ҫитмеҫҫӗ. 260 ваканси пур. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви.

Ытларах математика, ют чӗлхе, вырӑс чӗлхипе литературин, физика, физкультура учителӗсем кирлӗ. Тулли мар кун ӗҫленӗшӗн 5889 тенкӗ тӳлеме хатӗр. 15279 тенкӗпе танлашакан шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ нумай.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://forum.na-svyazi
 

Сывлӑх
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больници» хысна учрежденийӗн виҫӗ тухтӑрне Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята нейрохирурги пайӗн заведующине Леонид Овечкин нейрохирурга, 1-мӗш гинекологи уйрӑмӗн заведующине Михаил Щепелев акушер-гинеколога панӑ. Неврологи уйрӑмӗн аслӑ медсестри Тамара Филипчик «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри шкулсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисене урокра телефонпа усӑ курма чарӗҫ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама вӗсене ирӗк парӗҫ.

Ҫӗнӗ санитари правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, уроксенче карас телефонӗсемпе усӑ курма юраманни пирки ҫӗршывӑн ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов палӑртса хӑварнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81314
 

Республикӑра
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти темиҫе организацире ӗҫлекенсене паян эвакуациленӗ.

Ҫав йыша республикӑн Правительство ҫурчӗ (Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫурт) тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн адмнистрацийӗ лекнӗ.

Унсӑр пуҫне суту-илӳ ҫурчӗсенчен, судсенчен тата автовокзалтан эвакуациленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 499, 500, 501, 502, 503, 504, 505, 506, 507, 508, [509], 510, 511, 512, 513, 514, 515, 516, 517, 518, 519, ... 3632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...