Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

СТС телеканалпа ҫӗнӗ сериал, камит, пуҫланнӑ. «Классная Катя» ятлӑскерте Шупашкарти хӗр ӳкерӗннӗ.

Литература вӗрентекенне Соньӑна 24 ҫулти Светлана Коновалова вылянӑ. Вӑл Шупашкарти 37-мӗш шкулта ӑс пухнӑ, театр кружокне ҫӳренӗ. 2021 ҫулта ГИТИС пӗтернӗ. Ку таранччен Светлана вун-вун сериалпа фильмра рольсене вылянӑ.

Сериал сюжечӗ ҫапларах: Мускав ҫывӑхӗнчи хула мэрӗ хӑйӗн пуҫтах хӗрне шкула географи учителӗнче ӗҫлеме ярать.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина троллейбус ҫине пырса кӗнӗ.

Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине «Шкода» автомобиль ҫула май пыракан троллейбус ҫине пырса кӗнӗ.

«Ҫыхӑнура› форумра вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл автомобиль ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ. Водитель руле пӑрман та, машинӑна та чарма тӑрӑшман – вӑл тӳрӗ ҫулпа пынӑ ҫӗртех троллейбус ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
pg21-ru.turbopages.org/pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21-ru.turbopages.org/pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарти пӗр арҫын машинӑсен чӳречисене ватма тапранса кайнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку пӑтӑрмах пирки ҫакӑ паллӑ.

Ҫынсен машинисене сиенлетнӗ арҫын – 40 ҫулта. Ӑна йӗрке хуралҫисем психиатри пульницине ӑсатнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ҫынсене миҫе тенкӗлӗх сиен кӳнине палӑртӗҫ, специалистсем тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.

Ҫав арҫын унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер иккен.

2011 ҫулта ҫав этем Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗрне ҫӗҫӗпе пырса кӗнӗ. Хуралҫӑсем ӑна шала кӗртмен. Ҫав кун арҫын тӑватӑ ҫынна ҫӗҫӗпе амантнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21-ru
 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирпе Шупашкарти пӗр арҫын машинӑсен чӳречисене ватма тапранса кайнӑ.

Пӑтӑрмах Граждан урамӗнчи 6-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. Арҫын машинӑсене патакпа ҫапнӑ. Ҫав ҫын хаклӑ машинӑсене сиенленӗ. Тӗлӗнсе пӑхакан ҫынсене вӑл хӑй пуҫарса янӑ тесе кӑшкӑрнӑ, кӗҫех йӑлтах вӗҫленӗ тесе каланӑ.

Хӑйне ӑнланмалла мар тытакан арҫынна урамри ҫынсем тытса чарнӑ, чӗн пиҫиххипе аллине хыҫалалла ҫыхса хурса ҫӗр ҫине вырттарнӑ.

Пӑтӑрмах пирки «ProГород» сайтра пӗлтернӗ. Кайран ҫав арҫынпа мӗн туни пирки ҫав кӑларӑмра ҫырман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-mk-ru.turs
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлере 38 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстаи версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче ҫак ӳсӗр арҫын савни пулнӑ хӗрарӑм патне килнӗ. Хайхискер кӗвӗҫнипе ҫав хӗрарӑмӑн ҫӗнӗ савнине ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Лешӗ тепӗр кунхине реанимацире вилнӗ.

Ҫак арҫын савни пулнӑ хӗрарӑмпа ун патне хӑнана килнӗ пӗлӗшне те суранлатнӑ. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра сипленет, арҫынна вара медпулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле янӑ.

38 ҫулти арҫын вара преступлени вырӑнӗнчен тарнӑ. Ҫапах ӑна хӑвӑрт тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81418
 

Ҫутҫанталӑк

Кӗркунне сивӗрен пуҫланчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нормӑран 2 градус сивӗрех. Шӑматкун ҫӗрле Шупашкарта сывлӑш температури 3,5 градус таран аннӑ.

Паянтан пуҫласа пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен ҫумӑр ҫукалӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн кӗрпе ӳкме пултарӗ. Термометр 9-14 градус ҫеҫ кӑтартӗ.

Юнкунран пуҫласа эрнекунччен ҫил вӑйланнӑран урамра 2-7 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Эппин, ӑшӑрах тумланмалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче 15-20 градус таран ӑшӑтмалла.

 

Республикӑра
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

Шыва кӗмелли сезон вӗҫленнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ кӑҫалхи ҫулла мӗнле иртнине пӗтӗмлетнӗ.

Ҫулла ҫӑлавҫӑсем шыв объекчӗсене 43 хутчен ҫитнӗ. Вӗсем шывра шар курнӑ 46 ҫынран 24-шне ҫӑлнӑ. Шел те, 27-шӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тӑваттӑшӗ ача пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑна мар, чӗрчунсене те ҫӑлнӑ. Тӗслӗхрен, коллектора кӗрсе ӳкнӗ кӑвакал чӗпписене, джакузи ваннӑйӗнче хӗсӗнсе ларнӑ кушак аҫине пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81399
 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Талӑксерен 400 ытла ҫын инфекциленет. Ҫапла темиҫе кун ӗнтӗ: 407, 431, 404, 426... Юлашки талӑкра 417 ҫын чирленӗ.

Иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 21 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 299 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем нумай пулсан та пульницӑра сипленекен сахал, чылайӑшӗ чире килтех чӑтса ирттерет. Иртнӗ эрнере 2721 ҫын инфекциленнӗ пулсан вӗсенчен 239-шӗ пульницӑна лекнӗ, 2 ҫын вилнӗ.

 

Политика

Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енре сасӑлав пуҫланнӑ. Ку - срокран маларах иртекенни. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать. Канмалли кунсенче - участок йӗркеленӗ графикпа килӗшӳллӗн.

Авӑнӑн 11-мӗшӗнче 19 муниципалитет округӗнче сасӑлав иртӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски муниципалитет округӗнче суйласа ҫитермелли пур.

 

Чӑвашлӑх
Наталья Захарова-Кульева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Наталья Захарова-Кульева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗ «Анне эрешӗсем» чӑваш тӗррин шкулӗн пӗрремӗш онлайн-занятине иртнӗ эрнере ирттернӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче йӗркеленӗ.

Тӳре эфирта Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ, Н.В. Никольский ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ, чӑваш тӗррине халалланӑ чылай кӗнеке авторӗ Наталья Захарова-Кульева калаҫнӑ.

Ҫитес заняти паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 13 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш тӗррин тӗсӗ тата эрешӗсем мӗн пӗлтерни ҫинчен Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Татьяна Петрова каласа кӑтартӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 495, 496, 497, 498, 499, 500, 501, 502, 503, 504, [505], 506, 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, 515, ... 3632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...