Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шуртавӑш

Шуртавӑш — Ҫӗрпӳ районӗнчи ял.

Паллӑ ҫыннисем

Халапсем

Вӑрманлӑ вырӑн пулнӑ. Таврара пӗчӗк пыллӑхсем ҫеҫ пулнӑ. Пӗр Элькем ял ҫыннин ӗни ҫӗтнӗ. Ҫав ҫӗтнӗ ӗнене чылай шыраса ҫӳренӗ тет, анчах та Тукшик ялӗнче ӑна тупайман,таврари вӑрманта та тупайман. Ӑҫта вӑл ӗне? Тем чул шырасан Шур ҫырминче лачакаллӑ вырӑна пырса тухнӑ. Унта Тавӑш ятлӑ ҫыннӑн ӗни шыв ӗҫсе тӑнӑ. Шывне ӗҫсе пӑхнӑ та таса иккенне пӗлнӗ.

Вара элкемсем хӑй вӑхӑтӗнчи йывӑҫ кӗреҫесем йӑтса пырса ҫӑл чавнӑ, хӑйсем те ҫав ҫӑлӑн кӑнтӑр енчи сӑртне куҫса пырса ҫӗр пӳртсем тунӑ, таврари йывӑҫсене касса йывӑҫ пӳртсем лартнӑ. Ҫырмари чула кӑларса тата ҫырмари тӑмпа ҫапса кӑмакасем тунӑ. Вӗсене ҫав ҫырмари шур тӑмпа шуратнӑ тет. Ҫапла Шур ҫывӑхӗнче Шур Тӑваш – Шуртавӑш пулса ларнӑ тет.

1950 ҫ. ЧР Ҫӗрпӳ р-чи Шуртавӑшра Г.С.Шумилов ҫырса илнӗ.–ЧПГӐИ ӐА, III, 65, 90 – 91 л.


 
Категорисем: Шуртавӑш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-05-20 21:39:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4197 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем