Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туймӑрса

Туймӑрса, авалхи чӑваш сӑвӑҫи.Туймӑрса, — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи. Туймӑрса Ҫӗньял ятлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Ӑна Ӑстампулра чӑваш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Кюрчке-хан Махмут-паша тӗлӗ текен вырӑнта Туймӑрса масарӗ халӗ те пулмалла.

Пурнӑҫӗ

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ку таврара чӑваш ялӗсем чылай пулнӑ. Ун чухне чӑвашсене вӑйпа тӗне кӗртнӗ, ҫакӑнпа хирӗҫлесе ялсенчи ҫынсем Турцине куҫа-куҫа кайнӑ. Ҫав ял вырӑнӗсем халӗ те упранса юлнӑ: «Чӑваш масарӗ», «Чӑваш вырӑнӗ», «Чӑваш ҫырми» «Чӑваш утарӗ» тата ытти чӑваш ячӗсем упранса юлнӑ унта. Нумай ялсене чӑвашсем кайнӑ хыҫҫӑн вырӑссем, е тутарсем йышӑнса юлнӑ. Чарту, Могилки, Эҫеркке (Белые Озерки) те ӗлӗк чӑваш ялӗсем пулнӑ. Чӑвашрах упранса юлнӑ ялсенчен те ҫынсем турккӑсем патне йышлӑн кайнӑ. Вӗсем хушшинче Туймӑрса та пулнӑ.

Туймӑрса Турцире пурӑннӑ чухне ухмаха тухнӑ. Ӑстампулри чӑвашсем ӑна хӗрхенсе Хура тинӗс хӗрринчи чӑваш ялӗсене кая-кая янӑ, анчах та ӑсран тайӑлнӑ Туймӑрса каялла хулана тарса килнӗ, Ҫӗньял тесе йышӑнса. «Ах-тур, Ҫӗньял епле ӳссе кайнӑ!» — тӗлӗннӗ мӗскӗн юрӑҫӑ.

Туймӑрса ҫинчен хайлав

«Ун чухне чӑвашсене вӑйпа тӗне кӗртнӗ. Пирӗн авалхи ӑратнери пӗр ҫынна Никанор тесе ят хунӑ. Малтанхи ячӗ унӑн Тутимӗр пулнӑ. Туймӑрса вара ҫапах та хӑйне урӑх ят хуртарман, тарса ҫӳренӗ. Кайран ҫапах та ӑна салтаксем ярса тытнӑ. Вӑл вара тӗне кӗртме илсе кайсан тепре те тарнӑ... Анчах ӑна кайран тепре те тытнӑ. Яла илсе килсе ҫаппа-ҫарамаслантарса аслӑ лапра пӗтӗм халӑх умӗнчи шӑлан хуллипе ҫаптарнӑ. Чӗп-чӗрӗ юн тунӑ ҫавӑн чухне Туймӑрсана. Пӗтӗм халӑх ӑна шеллесе йӗнӗ тет. Ҫавӑн чухне халӑх тӑкнӑ куҫҫулӗпе Илем шывӗ те ейӳ чухнехи пекех тулса кайнӑ пулӗ... «Ну, манатӑн-и хӑвӑн Киреметне?.. Манатӑн-и хӑвӑн туррусене?!» — кӑшкӑрать тет пачӑшкӑ. — «Ҫӗнӗ ятпа ҫӳреме килӗшетӗн-и?..» «Килӗшместӗп!» — тет пирӗн Туймӑрса. Эх, татах хӗнеҫҫӗ тет ӑна. Юлашкинчен вара вилчӗ тесе ял тулашне кайса пӑрахнӑ. Ҫынсем ӑна ҫӗрле сӗм вӑрмана илсе кайса ӳплере сыватнӑ, пурӑш ҫӑвӗпе сӗрсе сипленӗ. Ӑна кайран, сывалсан, хӗле кӗрес чухне ҫеҫ яла илсе таврӑннӑ. Вӑл тӗле Ҫӗньялтан салтаксем кайнӑ пулнӑ. «Ҫук, пурӑнаймастӑп кунта», — тенӗ Туймӑрса. — «Турккӑсем патне каятӑп!» Хӗл хушшинче пӗтӗм ял халӑхне хускатса янӑ вӑл. Ҫӑва тухсан вара ҫур ял ытла ҫавӑнта телей шыраса тухса кайнӑ. Ҫӗньялсем, яла юлнисем, пурте вӗсене ӑсатма тухнӑ. Ял чиккинчен иртсессӗн Туймӑрса чарӑнса тӑнӑ та питӗ тарӑхса юрӑсем юрланӑ тет. Туймӑрсапа пӗрле нумай халӑх кайнӑ. Урасӑн пӗтӗм йӑхӗ-шывӗ, Тукай Минкки ҫемйи, Кашкӑр Хусантайӗпе арӑмӗ...»
Ҫӗньял, 1971 ҫул, П.И. Афанасьеваран ҫырса илнӗ.

Туймӑрса юррисем

Вуламаллисем

  • Архипов Д.А., «Константинопольри чӑвашсем».
  • Юхма Мишши, «Авалхи чӑвашсем».


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-15 15:06:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4567 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем