Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сурхури

Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ.

Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.

Сӑнавсемпе ӗненӳсем

  • Сурхури ачисене ҫиллентерсен, вӗсем путексем шӑнса вилччӗр тесен, путексем шӑнса вилеҫҫӗ тесе калаҫҫӗ.
  • Сурхури кун шултра тӑман ҫӳсан тепӗр ҫул мӑйӑр нумай пулать теҫҫӗ.
  • Сурхури каҫ кантӑк юпланса шанмасан ҫӑва тухсан тырӑ пулмасть теҫҫӗ.
  • Сурхури каҫ юр хусан мӑйӑр нумай пулать теҫҫӗ.
  • Сурхури кун ирпе ҫынсем куриччен улмуҫҫисене силлесе ҫӳресен улма лайӑх пулать тесе калаҫҫӗ.
  • Сурхури кун кӗрпе ҫурсан пӑрҫӑ лайӑх пулать тесе калаҫҫӗ.
  • Сурхури кун пӑрҫана ҫатмапа ӑшаласа ҫисен пӑрҫа хӳхӗм пулать теҫҫӗ.
  • Сурхури кун хутӑр хутарсан кантӑр вӑрӑм пулать теҫҫӗ.
  • Сурхури пӑттине килти выльӑхсене ҫитерсен выльӑхсем хунаҫҫӗ теҫҫӗ.
  • Сурхури сӑри тунӑ чух вуттине вӑрламасан сӑри хаяр пулмасть теҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Сурхури сценарийӗ


 
Категорисем: Сурхури
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-12-27 22:43:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 16882 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем