Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ивановка

ИвановкаТутарстанӑн Теччӗ районне кӗрекен ял.
Ялтан район тӗпне ҫитме 10 ҫухрӑм, Хусана — 160, Пӑвари чукун ҫул патне — 55.

Урамсен халӑхри ячӗсем: Ҫӳлтикас (Свердлов урамӗ), Лешкас (Ленин), Аялкас (Ленин).

Тавралӑх

Таврари вырӑнсем: Кивьял лупашки, Нятки лупашки, Хир — рукӑ, Сарлака лупашка хушши, Ҫинҫе лупашка хушши, Масар тӑвӗ, Ферма сӑрчӗ, Каҫуни лупашки, Ехлейка, Хыҫри лупашка.

Ял-йыш

2009 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ялта 50 кил-хуҫалӑх шутланнӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ пушӑ, ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ.
Ивановкӑра 92 ҫын пурӑнать:

  • вырӑссем — 8 ҫын,
  • чӑвашсем — 82,
  • урӑх наци ҫыннисем иккӗн.

Хӗрарӑмсем ялта 43 ҫын, арҫынсем — 49.
Ӗҫлеме пултараканнисем 44 ҫын, пенсионерсем — 34.
30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем тӑххӑрӑн, 16 ҫула ҫитменнисем — 8 ҫын, 7 ҫултан кӗҫӗннисем — 4. Пӗтӗмӗшле илсен ял-йыш тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ.

Ял кун-ҫулӗ

1927 ҫулта Пухтелӗнчен куҫса тухса хальхи Ивановка вырӑнне (Пухтелӗнчен 5 километра яхӑн) ларса 38 хуҫалӑхран тӑракан ял йӗркеленӗ. Чи малтан куҫса килнисем Терентий Кубарев, Терентий Кулайкин, Андрей Тайманов, Дмитрий Иванов пулнӑ. 1940 ҫулта Пӑва районӗнчи Аслӑ Пӳркелӗнчен Романовсем, Верияловсем, Плешковсем, Капитоновсем куҫса килнӗ.
1930 ҫулта ялта пуҫламӑш классене вӗрентме шкул уҫӑлнӑ, ҫав ҫулах Войков ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ. Унӑн пӗрремӗш председателӗ Д.А.Иванов пулнӑ. Ивановка, Кашка, Городок, Майский поселоксене пӗрлештерсе «Красный партизан» колхоз туса хунӑ.
1933 ҫулта Ивановкӑра 20 ҫын колхоза кӗнӗ, 10 ҫын унчченхи пекех хӑй тӗллӗн ӗҫлесе пурӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра ял йышӗ 163 ҫынна ҫитнӗ, ҫурри ытла — 85 ҫын — ачасем.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ вӑхӑтра колхоз тилхепине Галеев тытса пынӑ. Ивановкӑран Аслӑ вӑрҫа 47 ҫын тухса кайнӑ, ҫаксенчен вӑтӑр иккӗшӗ вилнӗ тата хыпарсӑр ҫухалнӑ.
1955 ҫулта ялта ҫил арманӗ, пушар сӳнтерекенсем, лаша вити, сурӑх ферми пулнӑ. Ун чух ял йышӗ 100 ҫын пулнӑ. Шкулти пуҫламӑш классенче 30 ача вӗреннӗ. Шкул уҫӑлсанах Екатерина Алексеевна учительте ӗҫленӗ, 1956–1976 ҫулсенче Раиса Михайловна Романова ачасене вӗрентнӗ.
1960 ҫулта Ивановкӑна электричество, радио кӗртнӗ, 2008 ҫулта — телефон.

Хуҫалӑх

Пӗтӗмӗшле илсен халӑх пахча ҫимӗҫ туса илет, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет, вӗлле тытаканнисем те пур. Кил-ҫурт ҫумӗнчи пахча ҫӗрӗсем 0,24–0,33 гектарпа танлашаҫҫӗ. Хуҫалӑх валеҫсе панӑ ҫӗр пайӗсем пӗр ҫынна 3,5 гектар тухаҫҫӗ. Ял-йыш 18 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 35 сысна, 10 пуҫ сурӑх, 2 лаша тытать. Ӗҫлеме пултараканнисенчен 20 ҫын «Шайдуллов» фермер хуҫалӑхӗнче вӑй хурать, С.Керносеевӑн фермер хуҫалӑхӗнче те ӗҫлеҫҫӗ. Ыттисем Теччӗне, Мускава, районӑн ытти хуҫалӑхӗсене ӗҫе ҫӳреҫҫӗ.
Килсене шыв кӗртменнипе ял-йышӑн обществӑлла пусӑсемпе усӑ курма тивет. Ялти 28 ҫурта газ, 16 ҫын телефон кӗртнӗ.
Харпӑр хуҫалӑхсенче 5 ҫӑмӑл машина, 3 трактор, 10 мотоцикл.

Ҫул-йӗр

Яла «Теччӗ–Чӗмпӗр» автобуспа кайса Ивановка чарӑнура анса юлма пулать, унтан яла 1 ҫухрӑм утмалла.

Учрежденисемпе предприятисем

Ялта ФАП пур, лавкка ҫук, шӑматкунсенче автолавккасем киле-киле каяҫҫӗ.

Ял уявӗсем

Ялӑн престол уявӗ Хӗллехи Микула шутланать. Ялта чиркӳ пулманнипе ивановкӑсем Пухтеле ҫӳренӗ. Хӗллехи Микуласӑр пуҫне православин ытти праҫникӗсене те паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Аслӑ Октябрь кунне, мартӑн 8-мӗшне, майӑн 9-мӗшне анлӑн уявланӑ, халь — Ҫӗнтерӳ кунне, Мӑнкуна, Троицӑна.

Ҫыхӑну

Почта адресӗ: 422391, Тутарстан Республики, Теччӗ районӗ, Ивановка ял тӑрӑхӗ.

Каҫӑсем

Вуламалли


 
Категорисем: Ивановка
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-08-08 22:29:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5367 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем