Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Android-лӑ смартфонсем ҫине чӑвашла сарӑм лартасси

Шел те ку ӗҫ пӗрре те ҫӑмӑл мар. Анчах та Andriod-лӑ смарфонсемпе чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм лартма пулатех.

1. AnySoftKeyboard программӑна лартатпӑр

Google Play сервиса кӗретпӗр те шыраса тупатпӑр.

2. Унӑн валли чӑвашла сарӑм лартатпӑр

Шыранӑ чухне «anysoftkeyboard chuvash» ҫырма пулать.

3. AnySoftKeyboard программӑна уҫатпӑр та «Перейти в настройки» ҫине пусатпӑр.

4. Чӑваш сарӑмӗ пуррипе ҫуккине тӗрӗслетпӗр — «Языки раскладок» ҫине пусатпӑр

Кунта вара «Английский» тата «Chuvash Cyrillic» сарӑмсем палӑртнӑскерсем пулмалла.

5. Текст ҫырмалли программӑна AnySoftKeyboard ҫине ылмаштаратпӑр.

Телефонӑн «Настройки» пайне тупса «Язык и ввод» уҫмалла.

Кунта эсир «AnySoftKeyboard» тата хӑвсамӑрӑн малтанхи сарӑм программисене курмалла. Малалла ахаль чухне усӑ куракан программӑна ылмаштармалла — «По умолчанию» ҫине пусмалла та AnySoftKeyboard-а суйламалла.

Кун хыҫҫӑн пирӗн куллен ҫырнӑ чухнехи программа ылмашӑннине курма май пулӗ.

6. Пулчӗ те!

Android ҫинчи сарӑма чӑвашлатасси ҫапла вӗҫленчӗ теме пулать. Малалла эсир ӑна тӗрӗслесе пӑхма пултаратӑр. Тӗслӗхрен, «Заметки» программӑра.

Асӑрхӑр:

  • сарӑмӑн чӗлхисене ҫӳлти сылтӑм пайра ылмаштарма пулать;
  • ку инструкцире эпир вырӑсла сарӑма лартмарӑмӑр — ку чӗлхепе чӑвашлинче те ним мар ҫырма пулать.


 
Категорисем: Программӑсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-05-12 22:28:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2812 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org