Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Куславкка районӗнче иртнӗ мероприятисем

2007 ҫулта Республика кунне уявланӑ чухне Куславкка районӗнче ҫак меропритисем иртнӗ:

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ

  • «Вӑрманкас – Вӑлпуҫ» автомобиль ҫулне тата "Ырашпулӑх-Шупашкар" автобус маршрутне уҫни. Кунер ялӗ, 15.35 сехетре пуҫланнӑ.
  • Ялти 500-мӗш тӗслӗх библиотекӑна уҫни. Кунер ялӗ, 15.55 сехетре пуҫланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ

  • "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансем театрализацилесе утни. Куславкка хули, пристаньрен тытӑнса «Юность» стадиона ҫитиччен, 12.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫни. "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен концерчӗ. Куславкка хули, «Юность» стадион, 13.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Куславкка: иртни тата хальхи» документаллӑ курав. Куславкка хули, Н.И. Лобачевский музей-ҫурчӗ, 9.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Куславкка районӗнчи предприятисем туса кӑларакан продукци­сен выставки. Куславкка хули, 10.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Декораци-прикладлӑ тата сӑнарлӑ ӳнерӗн ӑстисен «Эпир пурте - ачалӑхран» куравӗ. Куславкка хули, «Юность» стадион. 10.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Чейпе сӑйланнӑ самантра эпир пачах тунсӑхламастпӑр» фоль­клор уявӗ. Куславкка хули, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗ, 11.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата Куславкка хулин­чи коллективсем «Куславкка хӑнасене кӗтсе илет" постановкӑ­на театрализацилесе кӑтартни. Куславкка хули, «Юность» стадион, 11.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Юртакан урхамахсен ӑмӑртӑвӗ. Куславкка хули, ипподром, 14.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Ҫамрӑк ачасен хушшинче бокс енӗпе ирттерекен «Куславкка рингӗ – 2007» уҫӑ турнир. Куславкка хули, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗ, 13.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Пиҫиххипе ҫыхӑнса кӗрешекенсен республикӑри «Кӗрешӳ» ӑмӑртӑвӗ. Куславкка хули, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗ, 13.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Юррӑм, янра Атӑл ҫийӗн» уяв концерчӗ. Куславкка хули, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗ, 15.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Телей сана, хулаҫӑм» ача-пӑча карнавалӗ. Куславкка хули, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗнчи "Атӑл" сцена вырӑнӗ. 13.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн XV фестивальне хутшӑнакансен концерчӗ. Куславкка хули, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗнчи "Атӑл" сцена вы­рӑнӗ, Тӗрлемес станцийӗ, Кунер ялӗ, Кармӑш сали. 14.30 сехетре пуҫланнӑ.
  • Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен «Чӑваш Ен вӑл – санпа пирӗн Республика» уяв программи. Куславкка хули, «Юность» стадион, 17.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • «Телейлӗ ҫул» - шкултан вӗренсе тухакансен балӗ. Куславкка хули, «Атӑл» сцена вырӑнӗ, 21.00 сехетре пуҫланнӑ.
  • Уяв фейерверкӗ. Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗ. 22.30 сехетре пуҫланнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

2007 ҫулхи Республика кунне халалланӑ мероприятисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-26 21:42:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1676 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем