Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ мероприятисем

2006 ҫулта Республика кунне халалланӑ мероприятисем Шупашкарта, Улатӑрта тата Сентӗрвӑрри районӗнче иртнӗ. Республика кунне халалласа ҫак мероприятисене иртернӗ:

Ҫӗртме, 21

Ҫӗртме, 21-23

  • Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерне А. Фёдорова асӑнса Чӑаш Республикин чемпионатне иртересси. 10 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Спорт министерстви. Мероприяти Вӑрмарта иртнӗ.

Ҫӗртме, 22-25

  • Чӑвашсен VI Спорт Олимпиади. 10 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Спорт министерстви. Мероприятине Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» ФОЦра иртернӗ.

Ҫӗртме, 22

  • «Ҫӗнӗ Шупашкар» — «Химпром» автомобиль ҫулӗн лаптӑкне уҫасси. 12 сехет те 20 минутра пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Строительство министерстви тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрациӗ. Мероприятине Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче иртернӗ.
  • Фонтан тата Шупашкар заливӗн хӗррине анмалли картлашка уҫӑсси. 13 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Строительство министерстви тата Шупашкар хула администрациӗ. Мероприятине Шупашкарта администраци ҫурчӗ патӗнче иртернӗ.
  • Шупашкар юханшыв порчӗн II черетне хута яни. 14 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Строительство министерстви тата Шупашкар хула администрациӗ.

Ҫӗртме, 23

  • Регионсен хушшинчи «Раҫҫей конкурентлӑхӗ». Регионти уйрӑмлӑхсен конференци. 10 сехет ҫурӑра пуҫланать, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн, Промышлоноҫпа энергетика, Ял хуҫалӑх министерствисем. Мероприяти Шупашкарта, Правительство ҫурчӗн Ларусен пысӑк залӗнче иртнӗ.
  • Декоративлӗ прикладной исскуство ӑстисен ӗҫӗсен Чӑаш Республикин Президенчӗн Н.В. Фёдоровӑн парнисене илессишӗн ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫӗйри «Руҫ ӑстисем» IV конкурс. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑаш Ен Культура министерстви. Мероприяти Шупашкарта Чӑваш наци музейӗнче иртнӗ.
  • Республикӑри ача-пӑча клиника больницин Республикӑри сиплев центрне уҫни. 12 сехет ҫурӑра пуҫланнӑ, йеркелекенӗ: Чӑваш Ен Сывлах сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви.
  • Халӑх пултарулӑхӗн Петӗм Раҫҫейри XIV «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑнакан коллективсем утни. 17 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Культура министерстви. Мероприяти Шупашкарта Чӑваш Республикин Наци библиотекинчен пуҫласа Хӗрлӗ лапама ҫити иртнӗ.

Ҫӗртме, 23-24

  • Тӗнчери Раҫҫейри федерализм аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем семинар. 11 сехет ҫурӑра пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Юстици министерстви. Мероприяти Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗнчи «СКК «Волжанка» УАОра иртнӗ.
  • Халӑх пултарулӑхӗн Петӗм Раҫҫейри XIV «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивалӗ. 19 сехетре уҫӑлнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Культура министерстви. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра иртнӗ.

Ҫӗртме, 23-25

  • Стритбол енӗпе иртекен Чӑваш Республикин чемпионачӗ. 10 сехетре пуҫланнӑ, йеркелекенӗ Чӑваш Ен Спорт министерстви. Мероприяти Улатӑр хулин стадионӗнче иртнӗ.

Ҫӗртме, 23-26

  • Халӑх ӳнер промыслисен «Чӑваш Ен йыхравлать» куравӗ. 13 сехетре пуҫланнӑ, йеркелекенӗ: Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗпе Культура министерствисем. Мероприяти Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче иртнӗ.
  • «Регионсем — чикӗсене пӑхӑнмасӑр килӗштерсе ӗҫлесси» Регионсен хушшинчи курав. 14 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗсем: Чӑаш Ен Экономика аталанӑвӗн министерстви, ЧР ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем. Мероприяти Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче иртнӗ.

Ҫӗртме, 24 /шӑмат кун/ ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ УЯВӖ — РЕСПУБЛИКА КУНӖ

  • Спортпа кану конкурсӗсем. 11 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкар хулин Юрӑ уйӗнче иртнӗ.
  • Спорт уявӗ: кире пуканӗпе, вӗрен туртассипе, сӗтелҫи тенниспа, ухӑран перессипе иртекен ӑмӑртусем. 11 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкар хулин залив хӗррипе иртнӗ.
  • «Живи и помни» тата «Ҫулӑм» ансамбльсен юррисем. 11 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалах комитечӗ. Мероприяти Шупашкарта К. Маркс урамӗн 37 ҫуртра иртнӗ.
  • «Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илетпӗр!» уяв концерчӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкар хулин Лакрей вӑрманӗ культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ.
  • «Наци мозаики». Пултарулӑх коллективӗсен уяв концерчӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти П.П. Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗн умӗнче иртнӗ.
  • «Чӑваш Ен! Сана мухтаса юрлатпӑр» Уяв программи. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкар хулинчи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче иртнӗ.
  • «Чӑваш Ен, сан ятупа пурӑнатӑп». Халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XIV Раҫҫей ҫалкуҫӗсем фестивале хутшанакансен тата ӳнер пултарулӑхӗн коллективӗсен уяв концерчӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкар хулин «Салют» культура керменӗн умӗнче иртнӗ.
  • «Уява йыхравлатпӑр» Халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри XIV Раҫҫей ҫалкуҫӗсем фестивале хутшанакансен тата ӳнер пултарулӑхӗн коллективӗсен уяв концерчӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкар хулинчи «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗн уменче иртнӗ.
  • «Раҫҫейпе пӗр ҫемьере». Яув концерчӗн программи. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче иртнӗ.
  • «Талантсен фейерверкӗ» Уяв программи. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкарти МТВ-центр ҫурчӗн умӗнче иртнӗ.
  • «Туслах кӑшӑлӗ». Чӑваш Республикин наци-культура пӗрлешӗвӗсен пултарулах коллективӗсен фестивалӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗсем: Чӑваш Ен Культура министерстви, Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкарти «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ.
  • «Атӑл Лагуни». Шыв ҫинчи вӑйӑсем. 13 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Меропряти Шупашкаран хула пляжӗнче иртнӗ.
  • Хореографсен тата халӑх ташшисене ташлакансен А.В. Ангаров ячӗллӗ ҫамрӑксен I «Dans» фестиваль-конкурсӗ. 16 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Культура министерстви. Мероприяти Шупашкарти Юрӑ уйӗнче иртнӗ.
  • «Атӑл тусовки». Шупашкарти ҫамрӑксен коллективӗсен фестивалӗ. 17 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкарти Юрӑ уйӗнче иртнӗ.
  • «Ҫӑлтарсен сапаки». Гала-концерт, театрализациленӗ шоу. 20 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Шупашкар хула администрациӗ. Мероприяти Шупашкарти Юрӑ уйӗнче иртнӗ.
  • Уяв фейерверкӗ. 23 сехетре иртнӗ, йӗркелекенӗсем: Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви, Шупашкар хула администрациӗ.

Ҫӗртме, 24-25

  • «Республика кунӗ». Парус регати. 10 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Спорт министерстви. Мероприяти Шупашкар заливӗн акваторийенче иртнӗ.

Ҫӗртме, 27 — Утӑ, 2

  • Ҫамрӑк армеецсен республикӑри Зарница тата «Орлёнок» XXXVIII финал вӑййисем. 11 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Верентӳ министерстви.

Утӑ, 28

Хӑмла ӳстерес, сӑра тӑвас тата сӑра тумалли урпа ҫитӗнтерес ыйтусемпе ирттерекен наука-практика конференцийӗ. 10 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Ял хуҫалах министерстви. Мероприяти Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче иртнӗ.

Утӑ, 28-30

«Чӑваш Енри сӑра тинӗсӗ» сӑра фестивалӗ. 11 сехетре пуҫланнӑ, йӗркелекенӗ: Чӑваш Ен Ял хуҫалах министерстви. Мероприяти Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексӗнче иртнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Улатӑрта иртнӗ мероприятисем
2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче иртнӗ мероприятисем
2006 ҫулхи Республика кунне халалланӑ куравсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-06-23 11:11:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2631 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org