Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

11-20-мӗш кӗлӗсем (Кибеч)

Эй, пурне те курса тӑракан Туррӑмӑр! Сана хисеплемен, Санран хӑраман ҫынран тем те кӗтме пулать. Вӑл хӑйне пӑхса ҫитӗнтернӗ ҫынна та тытса силлеме хатӗр. Ҫакӑнтан япӑххи, ҫакӑнтан ирсӗрри пулас та ҫук.
Ҫынсем, паллах, кураҫҫӗ, чыс ҫуккине пӗлеҫҫӗ; кашниех ӑшра суд тӑвать, тӗлӗннине пӗлтерет. Анчах ҫын сӑмаххи ҫынна тӳрлетеймест. Сан тӗрӗслеху, Сан хӑвату кӑна пурне те вырӑна лартма пултарать. Эсӗ аслӑ, Эсӗ вӑйлӑ, пӗр Сана кӑна шанатпӑр.
О, Всевидящий наш Бог! От человека, не почитающего Тебя, не прислушивающегося к Тебе, можно ожидашь что угодно. Он с легкостью, не задумываясь, может вытрясти душу человека, взрастившего его самого. Страшнее и ничтожнее этого ничего не бывает.
Люди, конечно, видят все это, знают, что от такого нет прока, каждый в глубине души осуждает его пороки, удивляется. Но людские слова до людей перестали доходить. Только Твоя Правда, только Твое Могущество способны всех поставить на свое место. Ты — Велик, Ты — Всесилен. Только в Тебя и веруем!
* * *
Чӑваш Турри — тӗрӗс Турӑ. Эпир ҫынлӑха ҫухатнӑшӑн, намӑса манса вӑрӑпа, ӗҫкӗпе иртӗхнӗшӗн Туррӑмӑр айӑплӑ мар. Хамӑр япӑх ҫынсем пултӑмӑр: чӗремӗрсем — усал йӑви, пуҫӑмӑрсем — тӑшман чури. Пире пулӑшма та май ҫук, хамӑра ырӑ сунакансене те ӑнланмастпӑр, йышӑнмастпӑр. Аслӑ та сӑваплӑ ҫынран пӑрӑнатпӑр. Пире усалли, хаярри, хамӑра нухайккапа хӗртсе тӑраканни ҫывӑх. Ма тесен эпир ырӑ та ирӗклӗ пурнӑҫа курман. Пирӗнпе паян пуканелле выляҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хирӗҫтереҫҫӗ, чӑвашсене хӑйсен ӑслӑ ывӑлӗ-хӗрӗнчен пӑра-пӑра яраҫҫӗ.
Хӑйӗнчен хӑй ютшӑнакан чӑваша Турӑ та пулӑшаяс ҫук. Ырлӑха пархатарлӑн йышӑнма ҫынлӑх кирлӗ.
Чувашский Бог — справедливый Бог. В том, что мы, забыв про честь и досто-инство, ударились в воровство и пьянство, наш Бог не виновен. Мы сами оказались исчадием ада: сердца стали источниками зла, головы — орудием врага. Нам и помочь невозможно, мы не понимаем и отталкиваем тех, кто нам протягивает руку помощи. Сторонимся мудрых и добрых людей. Нам стали ближе те, кто зло и жестоко плеткой понукает нами. Ибо мы не видели свободной и счастливой жизни. Нами сегодня управляют как марионетками, сшибают лбами друг с другом, мудрых и здравомыслящих сынов и дочерей чувашей стремятся разьединить любой ценой. Отчуждающихся от себя чувашей и Бог не в силах помочь. Чтобы принять благоденствие, нужна человечность.
* * *
Эй, Турӑҫӑм! Мӗншӗн пирӗн ӑраскалӑмӑр ҫапла пулчӗ-ши? Нивушлӗ Сан умӑнти ҫылӑхӑмӑр ҫав тери пысӑк? Мӗншӗн вӑхӑтра хута кӗреймерӗн?
Халӗ эпир кам? Ытти халӑхсене йышланма пулӑшакансем кӑна. Кашни ҫулах ытти халӑхсене пиншер ывӑл-хӗр паратпӑр; тав сӑмахӗ вырӑнне вара чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене чукмарпа тӑрслаттарнине кӑна куратпӑр. Ыттисем енне туртӑнса чылайӑшне пулӑшрӑмӑр, пӗтесрен ҫӑлса хӑвартӑмӑр.
Пирӗн пурнӑҫ сӗткенне ыттисем ӗмсен те типсе лармарӑмӑр, ята ҫухатмарӑмӑр. Тӗлӗнмелле халӑх эпир, донор шутӗнче пулсан та тытӑнса тӑратпӑр. Нумайлӑха-ши? Ырӑ Туррӑм, Санпа килӗшӳллӗ пурӑнсан ӗмӗр вӑрӑм пулассине пӗлетӗп-ха. Ҫакна ыттисем тавҫӑрса илейӗҫ-ши?
О, наш Бог! Почему нам выпала такая участъ? Неужели наш грех пред Тобой так велик? Почему вовремя не заступился за нас?
Кто мы теперь? Всего лишь индивидуумы, способствующие увеличению численности других народов. Ежегодно чужакам «дарим» тысячи детей; вместо благодарности видим оскорбление и унижение тех патриотов, которые радеют за чувашей. Приняв иную веру, мы спасли другие народы от исчезновения.
Сколько бы мы ни питали своими соками корни родословного древа других народов, сами не иссякли, не опозорили свое имя, держались достойно. Удивительный мы народ, будучи донорами, все еще держимся. Но насколъко нас хватит? Если будем жить в согласии с тобой, то знаю: век наш будет долгим. Но поймут ли это мои сородичи?
* * *
Эй, Турӑ! Пулӑш пире, ертӳҫӗсӗр, патшасӑр тӑрса юлнӑ халӑха. Сапаланса кайнӑ кӗтӳри пек кашни утать хӑй ҫулӗпе, анчах телейне тупӗ-ши?
Пур-ха йӑх пуҫлӑхӗ Улӑп, анчах паян пирӗнпе мар. Вӑл вилӗмсӗр. Амансан та учӗ хӑвӑрт тӳрленет. Таҫта вӑрттӑн ҫӗрте пирӗн тӑшмансем Улӑп ҫумне ҫывӑрттаракан курӑк хурса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл тӑраймасть, пире пулӑшма килеймест. Вӑл пур чухне эпир ирӗклӗччӗ, сывлӑхлӑччӗ, илемлӗччӗ; эрехпе те иртӗхмен, вӑрӑ ӗҫне те пӗлмен. Эпир пулнӑ хамӑр пек.
Эй, ырӑ Аттемӗр, вӑрат хӑвӑн чи паттӑр ывӑлна, ҫӗршер ҫул хушши ҫывӑракан Улӑпа. Эпир ӑна итлӗпӗр, кар! тӑрса ун хыҫҫӑн утӑпӑр.
О, Бог! Помоги нам, оставшимся без предводителя и государя. Как в разбредшемся стаде, каждый идет своим путем, но найдет ли свое счастье?
Естъ прародитель рода — Улып, но сегодня он не с нами. Он бессмертен, его рана быстро заживает. Где-то, в потаенном месте, наши враги к изголовью Улыпа подкладывая сон-траву, одурманивают его. Поэтому он пока не может встать и не в состоянии нам помочь. Доколе он был с нами, мы были свободными, здоровыми, пригожими; не знали пьянства и воровства. Мы были самими собой.
О, добрый наш Отец, разбуди своего славного сына, который беспробудно спит уже веками. Мы повинуемся ему и все, как один, пойдем за ним.
* * *
Эй, Туррӑм! Эсӗ мана мӗн пуррипе ҫырлахма вӗрентрӗн, ырӑ туйӑм парнелерӗн.
Ыттисен пуянлӑхне, чапне ӑмсанмарӑм. Хам пурнӑҫа хамах йӗркелесе пытӑм: сухаларӑм, акрӑм, кӗркунне вырса пуҫтартӑм. Вырнӑ чухне савӑнтӑм, ӗҫӗмре хам сӑнӑма куртӑм. Ытларах чун ҫимӗҫӗ устертӗм, ҫынсене парнелерӗм. Ырӑ кӑмӑллисем савӑнчӗҫ, тав сӑмахӗ каларӗҫ. Пӗрисем вара куҫ умӗнче ырларӗҫ, иртсе кайсан — хурларӗҫ, кӗвӗҫрӗҫ. Камсем ҫапла тетӗн-и? Хӑйсене хӑйсем мухтаса калаҫакансем.
Эй, Туррӑм, тӗрӗслӗх Хуҫи! Чӑнлӑха та Санра ҫеҫ куратӑп, ӗҫӗме кура хакласса шанатӑп.
О, наш Бог! Научи меня довольствоватъся тем, что имею, одари меня добрыми чувствами.
Я не зарился ни на чужое добро, ни на чужую славу. Свою судьбу обустраивал сам: пахал, сеял, по осени собирал урожай. Во время жатвы радовался результатам своего труда. В основном выращивал плоды души и дарил их людям. Добродушные радовались, выражали благодарность. Другие хвалили, но за глаза, завидуя, хулили. Кто же они такие? Это самодовольные эгоисты.
О, Бог наш, Владыка Справедливости! Правду нахожу только в Тебе, надеюсь на Твою достойную оценкумоего скромного труда.
* * *
Эй, Турӑ, каҫар пире. Пурӑнма пӗлеймерӗмӗр, пӗрне-пӗри сивлесе сиен кӑна турӑмӑр. Пире хамӑртан ыйтмасӑрах ҫапӑҫӑва кӗртсе ячӗҫ, пурлӑх туртса илме, ҫын вӗлерме вӗрентрӗҫ. Турӑсӑр ҫӗршыв тӑватпӑр тесе таса чунсене хӗн кӑтартрӗҫ, ашшӗпе ывӑлне, пиччӗшпе шӑллӗне хирӗҫтерсе ячӗҫ, ҫын пурнӑҫӗ йунелсе пычӗ, ниме тӑман япала пек кӑна тӑрса юлчӗ. Хура халӑх валли ниҫта та хӳтлӗх ҫук. Патшалӑх ырлӑхӗ чӑваша ӗҫлеттерсе пуякансем валли кӑна пулчӗ. Эпир паян хамӑр килте те хуҫа мар, кӑкӑр туллин сывлама та, ҫӑвар туллин калаҫма та ирӗк ҫук. Эй, Туррӑм, пуҫӑмӑра ҫӗклеме, хамӑрӑн патшалӑха туса хума вӑй пар пире.О, Боже! Прости нас. Не сумели жить должным образом, оплевывали друг друга, вредили друг другу. Не считаясъ с нашим мнением, нас втянули в войну, нас научили обиратъ других и убиватъ людей. Торжествуя, что создаем страну без бога, невинные души обрекли на мучения, отца — с сыном, брата с братом столкнули, жизнь человека стала настолько дешевой, что гроша ломаного не стоит. Для простолюдина нигде нет защиты. Блага достаются тем, кто наживается, эксплуатируя труд чувашей. Мы сегодня даже в собственном доме не являемся хозяевами, вздохнуть полной грудью, говорить во весъ голос у нас нет свободы. О, Бог мой, с гордо поднятой головой создать свое государство дай нам силы.
* * *
Эй, Турӑ! Ирсӗр ҫынна суд тума Сан хӑвату ҫитетех. Ҫакна куртӑм хам куҫпах, ҫывӑх ҫыннӑн шӑпинчех.
Итлемерӗ вӑл мана, пит ҫӑмӑллӑн пӑрӑнчӗ хамӑр халӑх йӑлинчен. Чӑваш юрри янрамарӗ, чӑваш ташши курӑнмарӗ унӑн шавлӑ туйӗнче. Амӑшӗ чӑвашла пил панине кинӗ ӑнланмарӗ, ватӑ ҫыннӑн сӑмахне итлекен те пулмарӗ. Шӑпах ҫавӑ самантра ывӑлне вӑл ҫухатрӗ, чӗри хытӑ ыратнипе куҫне шӑла-шӑла тухса утрӗ килнелле. «Асанне» текен мӑнуксем ҫав ҫемьере курӑнмарӗҫ. Пурӑннӑҫем ашшӗ те тухса пычӗ хисепрен. Тем пек ҫине тӑрсан та чӑрсӑр ӳсрӗҫ ачисем, ҫурма вырӑс пулнишӗн пӑшӑрханчӗҫ кунсерен, ашшӗ панӑ ырлӑха пӗлеймерӗҫ хаклама, час вӗренчӗҫ усала. Пӗри ларать тӗрмере, тепри ялан ӗҫкӗре. Пурнӑҫ ҫапла такӑннишӗн арӑмӗ айӑплать упӑшкине, начар йӑхран пултӑн тесе хурлантарать кашни кун. Ҫапла кирлӗ те ӑна, йӑхне маннӑ чӑваша.
О, Боже! В Твоей власти осудить ничтожного человека. Наблюдая за судьбой одного чуваша, пришлось мне быть свидетелем тому.
Не внял он моим советам, с легкостью отвернулся от наших народных традиций и обычаев. На его свадьбе не были слышны чувашские песни, не было видно чувашских плясок. Благословение его матери на чувашском языке сноха не поняла, слова старого человека никто и слушать не захотел. Именно в этот момент она потеряла своего сына, с болью в сердце и со слезами на глазах она поспешила домой. Внуков со словами «азанне» в той семье не было. С годами и отец потерял уважение. Как бы он ни тщился, его дети подросли грубиянами. Они, полурусские, не радовали ни русских, ни чувашей, не восприняв добродетель отца, выросли злыми и жестокими. Теперъ один — в тюрьме, другой, забулдыга, — в дерьме. Из-за таких жизненных неурядиц жена ежедневно бранит мужа, якобы он не из благородного рода. Так и надо, поделом ему, забывшему свой род чувашу.
* * *
Эй, Турӑҫӑм! Хӑв халӑхна чӑтӑмлӑх пар. Чӑвашӑн тенче умӗнче парӑм ҫук: ҫын аллинчи ҫӑкӑра туртса илмен, вутпа-хӗҫпе пусмӑрласа ыттисене нуша кӑтартман, хӑй килӗнчен хӑваласа яман, вӑрҫассине мар, ӗҫлӗ пурнӑҫа мала хунӑ. Ҫавӑн пек пулма пире Эсӗ туса янӑ. Анчах темшӗн тӗнчере чӑваша ӑнланас текен сахал, унӑн ырӑ кӑмӑлне асӑрхамарӗҫ, пурӑнма вӗрентрӗҫ урӑхла, чӑрсӑр халӑх йӑлипе. Усалланса пытӑмӑр, эрех ӑшне путрӑмӑр, ярса паракансене ырласа мухтав юрри юрларӑмӑр. Хӑй халӑхне эрехпе шӑваракан патшалӑх пире валли мар, вӑрҫӑпа алхасакан халӑх пирӗн тус мар.
Эй, Турӑ, ҫавӑн пек кӳршӗсене пирӗнтен пӑрса яр. Пӗтер вӗсене. Пире хамӑр пек пурӑнма пулӑш, хамӑршӑн кӗрешме вӑй-хал пар.
О, Боже мой! Дай терпение своему народу. У чувашей перед миром долгов нет: кусок хлеба из чужих рук не отбирали; мечом и огнем покоряя другие народы, беспощадно не измывались над ними, не изгоняли их из родимых домов; не военную агрессию, а мирную жизнь ставили во главу угла. Ты нас создал такими. Но почему-то чувашей мало кто понимает, их добрый нрав не замечают, хотят, чтобы мы жили по-иному, по обычаям воинствующего народа. Чтобы становились все злее, пристрастились к спиртному, а для тех, кто наливает, пели дифирамбы. Государство, спаивающее свой народ, не для нас, воинствующий народ нам не друг.
О, Боже, избави нас от таких соседей, помоги нам жить по своим обычаям, дай нам силы постоять за себя.
* * *
Эй, Чӑваш Турри! Сан умӑнта сӑмах чӗнме хӑюлӑх ҫитернӗшӗн каҫар мана. Чӑтаймарӑм, никам каламаннине калас терӗм. Турӑсене, халӑхсене хирӗҫтерсе яракансем эпир мар. Пирӗн ун пек йӑла ҫук.
Хӑй Туррине мала хуракансем пулчӗҫ еврейсем. Ютран тапса килсе вырӑнти халӑха хӗсрӗҫ, ҫӗрне туртса илчӗҫ. Мӗншӗн ҫапла тӑватӑр тесен, эпир Турӑ суйласа илнӗ халӑх ҫыннисем терӗҫ. Ҫак сӑмах ыттисене килӗшмерӗ. Ма тесен Турӑ суйласа илмен халӑх ҫук. Кашни халӑхӑн хӑйӗн Турри пур. Пире вара Эсӗ суйласа илнӗ. Санран асли, Санран ырри
пирӗншӗн урӑх никам та ҫук. Чӑваша сыхлать Чӑваш Турри. Эпир Сана шанатпӑр, Санран хӳшлӗх кӗтетпӗр. Йӑнӑш утӑм тусассӑн, Эсӗ пире ан хӗрхен, хӑватна ярса вӗрентсе ил.
О, Чувашский Бог! Прости меня за то, что осмелился замолвить слово перед Тобой. Не стерпел, высказался о том, о чем никто не осмелился даже заикнуться. Не мы настраивали друг против друга богов и народы. Такого зла в нас никогда не было.
Своего бога выше всех поставили имяреки. Собравшись из разных стран, вытеснили аборигенов, отняли у них земли, кичились, будто они — Богом избранный народ. Эти слова не по душе пришлисъ другим. Ибо нет народов, не избранных Богом. У каждого народа есть свой Бог. Нас же, чувашей, избрал Ты. Выше Тебя, благороднее Тебя для нас никого нет. Чуваша бережет Чувашский Бог. Мы верим в Тебя, от Тебя ждем защиты. Если мы оступимся, Ты не щади нас, Своим могуществом как следует проучи нас.
* * *
Чӑваш Турри, каҫар мана. Ҫамрӑк пулнӑ, айван ӳснӗ, ултавҫӑсен сӑмахне те ӗненне.
Ман умра ют халӑх туррине мухтарӗҫ, хӑйсемпе пӗрле ӑна кӗлтума чӗнчӗҫ. Эпӗ васкамарӑм, иккӗленсе пурӑнтӑм. Эсӗ пуррине вара пӗлтӗм каярах. Сӑнарӑм халӑх пурнӑҫне, ун хуйхипе-суйхине, уйрӑм ҫынсен асапне, ӑнлантӑм чӑн чӑвашӑн телейне. Ӗнентӗм вара пирӗн хамӑрӑн Турӑ пуррине, чӑваша Чӑваш Турри кӑна хӳтӗлеме пултарнине.
Нуши чӑвашӑн пит нумай. Анчах айӑпӗ Санра мар. Айӑпӗ пӑсӑк чӑвашсем Сана хирӗҫле ӗҫсем тунинче.
Чувашский Бог, прости меня. Молод был, наивным рос, к сожалению, внимал и лжецам.
Предо мной восхваляли бога чужого народа, призывали поклонятъся и молиться ему вместе с ними. Я не спешил, жил, мучаясь в сомнениях. О Твоем существовании узнал позднее. Наблюдал за жизнью народа, познал его горести, сочувствовал горемыкам, понял, в чем счастье настоящего чуваша. Наконец-то поверил в Твое существование и в то, что нас может защитить только Чувашский Бог.
Чуваш погряз в нужде. Но в этом Твоей вины нет. А виновны те порочные чуваши, которые против Тебя творят зло.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-13 21:44:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4179 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org